Дементьев Пётр Васильевич
Дементьев Пётр Васильевич | |||||||||||||||||||||||||||||||
Ӳкерчĕк:Pyotr Dementyev monument (2021-09-17) 03.jpg П. В. Дементьев бюсчĕ. Хусан | |||||||||||||||||||||||||||||||
Витлев | Петруша Дементей, Хитрый чуваш[1], Пётр Великий[2] | ||||||||||||||||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вăхăт | кӑрлач, 11 1907 | ||||||||||||||||||||||||||||||
Çуралнă вырăн |
Саплăк ялĕ[3][4][5], Упи вулăсĕ, Пăва уесĕ, Чӗмпӗр кӗпӗрни, Раççей империйĕ; халь Çĕпрел районĕ Тутарстан, Раççей | ||||||||||||||||||||||||||||||
Вилнĕ вăхăт | ҫу, 14 1977 | ||||||||||||||||||||||||||||||
Вилнĕ вырăн | Мускав | ||||||||||||||||||||||||||||||
Пăхăнулăх | СССР | ||||||||||||||||||||||||||||||
Хисеп | |||||||||||||||||||||||||||||||
Чыславсем тата парнесем |
|
Пётр Васильевич Дементьев (Генерал-полковник-инженер (1976), тăхăр хутчен Ленин орденĕн кавалерĕ, Сталин премийĕн лауреачĕ (1953). Чăваш[1][6][7][8][9][10][11][12][13].
Кунçул
Ялти шкулти вĕрентевçĕ килйышĕнче çуралнă[14] Ашшĕ — Василий Степанович Дементьев, амăшĕ — Елена Герасимовна Дементьева (çуралнă чухне Герасимова)[15].
Дементьевсен йăх-несĕлĕ
1907 çулхи метрика кĕнекинчен çакă паллă[3][4][5]:
Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесне кĕрекен Упи вулăсĕнчи Алешкин-Саплăк ялĕнче чиркӳ прихучĕн шкулĕнче учительте ĕçлесе пурăнакан Василий Степанович Дементьевăн (вăл Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Чĕмпĕр уесĕнчи Петровка ялĕнче çуралнă) тата унăн саккунлă арăмĕн Елена Герасимовнан (Упи вулăсĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелĕнче çуралнă) 1907 çулхи январĕн 24-мĕшĕнче (кивĕ стильпе – январĕн 11-мĕшĕнче) пĕрремĕш ачи – Петр кун çути курнă. Ачана Упи ялĕнчи чиркӳре шыва кĕртнĕ. Хреснашшĕ Çĕнĕ Йĕлмелĕнчен тухнă Федор Герасимов (Елена Герасимовнапа пĕртăван) пулать, ку вăхăтра вăл Хусан кĕпĕрнинчи Козьмодемьянск хулин мещанĕ пулнă. Хреснамăшне вара Упи хĕрне Анна Степановна Дементьевана тăваççĕ, вăл Василий Степановичпа пĕртăван. Петра январĕн 28-мĕшĕнче (кивĕ стильпе) Николай Фиалков священник тата Кузьма Егоров псаломщик шыва кĕртни паллă.
Малалла вара хайхи "Канаш" тата "Сувар" хаçатсем çапла пĕлтереççĕ:
Степан Игнатьевич Дементьев (министрăн аслашшĕ) çемйи те Чĕмпĕр уесĕнчи Петровка ялĕнчен Упие çапла пырса лекет. Петровка хальхи Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районне кĕрекен Типĕ тата Йĕпе Пăкăрна ялĕсен таврашĕнче ларнă. Степан Игнатьевичпа арăмĕн ултă ача пулнă: виçĕ ывăл (Михаил, Федор, Василий) тата виçĕ хĕр (Анна, Мария, Варвара). Упире вĕсене çĕр уйăрса панă, вĕсем ир тытăнса каçчен унта тар тăкнă. Çапла майпа Упие 1885-1890 çулсенче 40 ытла çемье куçса килсе тĕпленнĕ, çĕр илнĕ. Каярах килекенсене вара çĕр паман, вĕсем тĕрлĕ ремеслапа аппаланнă: атă çĕленĕ, кăмака купаланă, пичке тавраш ăсталанă... Дементьевсен ачисенчен чи хастарри Василий (20.03.1885 – 5.03.1953) пулнă, вăл ялан пĕлӳ илме ăнтăлнă. Вăл 1903 çулта Хурăнвар-Шăхалĕнчи чиркӳ прихут шкулĕнчен икĕ класс пĕтерсе тухать. Çак çулах 18 çулхи çамрăка Алешкин-Саплăк ялне тин çеç уçăлнă шкула вĕрентме яраççĕ. Ку шкулта Василий Степанович 17 çул вĕрентет, çак хушăра вĕсен çемйи Алешкин-Саплăкрах пурăнать. Малтан (1903-1905 çулсенче) Дементьевсем Андрей Бабайкин хресчен патне хваттере кĕреççĕ. 1905 çулта вара шкул çуртне туса пĕтереççĕ, унта учитель валли хваттер те пулать. Дементьевсем çав хваттере 1905 çулта куçаççĕ, унта 1920 çулччен пурăнаççĕ. Василий Степанович 1914-1915 çулсенче патша çарĕн ретне тăрса Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăнать. Унтан каллех Алешкин-Саплăка таврăнать.
П.В.Дементьевăн малаллахи кунçулĕ
Алёшкин-Саплăкра шкул пулнă та, унта шăпах Петĕрĕн ашшĕ ĕçленĕ, терĕмер, Вăхăт çитсен ăна унтах вĕренме кайма пÿрнĕ. Çÿлерех асăннă çăлкуçсенчен пĕринче çапла каланă:
Ача чухне Петр çулӗ çитмен пулсан та хăйсен хваттер хуçин ывăлӗпе – Митрофан Бабайкинпа (1905 çулхи) шкула кайкаланă, унпа пӗрле парта хушшинче ларса учитель каласа панине итленӗ.
Валентин Макаров таврапӗлӳҫӗ тупса палăртнă тăрăх, Петр малтан чăнах та Алешкин-Саплӑкра (1915-1919) вӗренни паллӑ. Урăхла каласан, ашшĕ патĕнче. Анчах та ашшĕ 1919-мĕш çулта фронта каять те, вĕрентевçĕ улшăнать. Вăл, Петĕре те темиçе уйăх вĕрентсе ĕлкĕрнĕскер, — Александра Афанасьевна Иванова (Дементьева). Кăштахран, темиçе уйăхранах (çав çулхи декабрьте), Пётр вĕренме аслашшĕ ялне, Упие куçать.
Василий Степановичпа Елена Герасимовнан хăйсен кил-çурчĕ пулман, шкул хваттерĕ те пысăках мар-тăр. Çавна кура унта йышлăн пурăнма та май килсех кайман-тăр. Ачисем вара вĕсен ак çаксем: Петр (1907), Евгений (1909), Лев (1912), Людмила (1914), Нина (1917). Пётрсăр пуçне, ыттисем ăçта вĕренни, малашлăхĕ епле пулни паллă мар.
1922-мĕш çулта Упире 1-мӗш пусăмлă шкул пӗтерсен, Петр Чӗмпӗрти Карл Либкхнет ячӗллӗ профессипе техника училищине вӗренме кӗнӗ (халӗ Сӗве хӗрринчи ку çуртра автомеханика техникумӗ вырнаçнă). Ун адресӗ – Сӗве хӗрри урамӗ (Набережная Свияги), 1/52-мӗш çурт (нумераци халь улшăннă пулмалла). Вăл паян та хула илемӗ, хăйнеевӗрлӗхӗпе палăрса тăрать. Н. Е. Жуковский ячĕллĕ Çар-сывлăш академийĕнче, малтанхи вĕрентĕшрен куçнă хыççăн, вĕреннĕ. 1931—41 çулсенче авиапромышленность завочĕсенче инженер-техник ĕçĕсенче (аслă инженер, цех пуçлăхĕ, тĕп инженер, завод директорĕ). 1941—53 çулсенче наркомăн 1-мĕш çумĕ, СССР авиапромышленность министрĕн 1-мĕш çумĕ. 1953—57 çулсенпче СССР авиаци промăçлăхĕн министрĕ. 1957—65 çулсенче СССР авиаци техникин патшалăх комитетчĕн председатĕлĕ — СССР министрĕ. 1965 çултанпа виличченех СССР авиаци промăçлăхĕн министрĕ. ССКП 20—24-мĕш съезчĕсен делегачĕ; 19-мĕш съездра ССКП ТК пайташĕн кандидатне суйланă, 20—24-мĕш съездсенче— ССКП ТК пайташĕ. СССР Аслă Канашĕн 4—8-мĕш пухăвĕн (?) депутачĕ.
Хаклавсем
Г. В. Новожилов академик П. В. Дементьев çинчен çапла каланă[15]:
Чăн-чăн тексчĕ (выр.)Надо сказать, что человека масштаба Дементьева можно уподобить бриллианту с сотнями сверкающих граней, и никому не дано увидеть всех их разом. Каждому из тех, с кем общался министр, он позволял видеть только то, что он хотел показать. Он умел быть и жёстким, и добрым, и неуступчивым, и всепонимающим, он умел, когда надо — польстить, когда надо — обрезать, мог приблизить человека, а мог чётко указать на дистанцию — он был многолик и именно этим, по мнению тех, кто работал рядом с министром, был интересен и дорог.
Мне пришлось много лет работать под руководством Петра Васильевича Дементьева. Я считаю эти годы весьма плодотворными в моей жизни, в жизни ОКБ им. С. В. Ильюшина, да и всей отрасли. По инициативе и при непосредственном личном участии Петра Васильевича были созданы первый реактивный военно-транспортный самолет Ил-76 и 350-местный широкофюзеляжный пассажирский самолет Ил-86, с его подачи начались работы по дальнемагистральному Ил-96. В моей судьбе, как, впрочем, и в судьбе многих моих коллег, П. В. Дементьев сыграл огромную роль. Это был чуткий руководитель, выдающийся государственный деятель и вместе с тем обаятельный и остроумный человек.
РАН академикĕ Евгений Николаевич Каблов каланинчен[2]:
Чăн-чăн тексчĕ (выр.)Для меня Дементьев – это человек, который, находясь так высоко в иерархии государственной власти, оставался инженером, ученым, профессионалом, который знал все, что касается авиационной промышленности. Петр Васильевич не был «кабинетным» министром. Он обладал глубокими знаниями и богатым практическим опытом, был предан делу всей своей жизни. Не случайно все работники авиационной промышленности с уважением называли его «Петр Великий».
Документла-илемлĕхлĕ литературăра[1]:
Чăн-чăн тексчĕ (выр.)Вот и произнесено это слово – Дементьев. Петр Васильевич Дементьев. Министр авиапромышленности СССР. Август 1953 года. Вот уж кого Яковлев меньше всего хотел бы видеть в кресле министра, так это Петрушу Дементея. Теперь навсегда – Петра Васильевича Дементьева. Более того, он, как и многие другие, был удивлен этим назначением. Дело в том, что укреплявшийся во власти Хрущев активно освобождался от людей Сталина. А Дементьев, как ни крути, на все сто процентов был человеком сталинского гнезда. Может, этот хитрый чуваш и не боготворил Сталина, как он, Яковлев, но уж точно был его человеком.
Дементьев — министр? Яковлев поначалу не был уверен, что тот потянет этот воз. Производственник – да. Может вышибать деньги для отрасли – да. Хорошо знает кадры директоров заводов – да. Но в этот момент нужен человек, тонко чувствующий веяния научно-технического прогресса, понимающий роль науки. Всего этого у Дементьева, похоже, нет. Роль простачка, которую он играл в окружении Сталина, помогала ему, но вряд ли он может быть настоящим министром. И еще – нет в нем подлинного лоска, который должен быть у министра, лоска, который дает образование, воспитание. Настоящее воспитание…
То, что он ошибся, Яковлеву придется выяснить это позже, а пока… А пока он, кажется, не сумел скрыть своего недоумения хрущевским назначением. Может, это было раздражением на Хрущева, поскольку все, что делал этот человек, у Яковлева вызывало раздражение.
Кербель хайланă палăк лартнă. 2007-мĕш çулхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Социаллă Ӗç Паттăрĕн бюстне район центрĕнче уçрĕç.Çӳлерех асăннă искусство произведенийĕсене шăпах Шупашкарти «ТУС» строительство компанийĕн вăйĕпе тунă. Вĕсен архитекторĕсем – Н.Угаслов, А.Трофимов, скульпторĕ В.Нагорнов.
Ытти Дементьевсем
- Дементьева Евдокия Петровна (1912—1996), П. В. Дементьев мăшăрĕ.
- Дементьев Геннадий Иванович (1932-?), Тутарстанти Çĕпрел районĕнчи Упире çуралнă[16]. Патăрьелĕнчи педагогика вĕрентĕшне (1950) тата Ленинградри ВПШна пĕтернĕ. ВЛКСМ тата КПСС органĕсенче ĕçленĕ (Патăрьел тата Шупашкар). Казахстанра çерем çĕрсене уçнă чухне Çурçĕр Казахстан облаçĕнчи чăваш отрячĕсен пĕрлештернĕ ушкăнĕн командирĕнче тăнă. 1965-1988-мĕш çулсенче КГБра хĕсметре пулнă. Çерем çĕрсене уçнă çĕре хутшăннăшăн ятарлă медальпе наградăланă (1957). П. В. Дементьевпа тăванла мĕнле çыхăнура тăни паллă мар.
- Дементьев Геннадий Петрович (1932—1996) — конструктор, Социализмла Ĕç Геройĕ, П. В. Дементьев тата Е. П. Дементьева ывăлĕ.
- Дементьев Пётр Петрович (1946-2006) — конструктор, П. В. Дементьев тата Е. П. Дементьева ывăлĕ.
- Дементьев Пётр Геннадьевич (1974 çур.), Чулхулари пĕр савутăн менеджерĕ. П. В. Дементьев мăнукĕ.
- Дементьев Михаил Николаевич (Упи шкулĕн директорĕ, 1916-мĕш çул хыççăн)[17]. П. В. Дементьевпа тăванла мĕнле çыхăнура тăни паллă мар.
- Иванова (Дементьева) Александра Афанасьевна (Саплăк шкулĕнче 1919-мĕш çултан пуçласа ĕçленĕ вĕрентевçĕ). П. В. Дементьевпа тăванла мĕнле çыхăнура тăни паллă мар.
- Дементьева Мария Степановна (Упи шкулĕн директорĕ, 1940-1946)[17]. П. В. Дементьевпа тăванла мĕнле çыхăнура тăни паллă мар.
- Дементьев Лев Васильевич (Упи шкулĕн директорĕ, 1946-1953)[17]. П. В. Дементьевпа тăванла мĕнле çыхăнура тăни паллă мар.
Чыславсем
- Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ (1941[18], 1977)
- СССР патшалăх парни (1953)
- 9 Ленин орденĕ
- Икĕ Ӗçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ
- II-мĕш степеньлĕ Суворов орденĕ
- I-мĕш степеньлĕ Кутузов орденĕ
- медальсем
Тăван тăрăхшăн тăрăшса тунă ĕçсем
- П. С. Дементьев Хусанти авиазавод директорӗ пулнă вăхăтра та пӗчӗк тăван çӗршывӗ пирки манман, çавăнпа Çӗпрел районӗнче завод филиалӗ туса лартма шухăшлать. Тăван районне геологсене ярать. Анчах лешсем вырăна килсе тӗпченӗ хыççăн унта пысăк юханшыв çуккине, пӗр-пӗр тăвăмлăх хута яма май килменнине палăртаççӗ.
- 1950-мӗш çулсен вӗçӗнче пирӗн çӗршывра космонавтсен отрядне пуçтарма пуçласан унта Андриян Николаев чăваша кӗртни те ăнсăртран мар ӗнтӗ, кунта авиаци министрӗн сăмахӗ сулмаклă пулни курăнать. Хăй хăш халăхран тухнине манса кайман вăл, чăвашсене пулăшма тăрăшнă. Апла пулсан чăваш тӗнче уçлăхне вӗçсе хăпарнинче те Петр Васильевичăн тӳпи пур.
- Упи шкулне пулăшни[17].
Чăн-чăн тексчĕ (выр.)В 1961 году Убеевская школа стала восьмилетней. Директором был назначен Шаталин Василий Егорович. При содействии Дементьева Петра Васильевича рабочие авиационного завода провели центральное отопление, построили котельную.
- Паян Ульяновскра самолетсем тăвакан пысăк завод пур – «Авиастар-СП». Ун çумӗнче 100 пин çын пурăнакан микрорайон ӳссе ларчӗ, эпир ăна Çӗнӗ хула тетпӗр. Анчах нумайăшӗ халӗ те пӗлмест: çак завода тума тытăнма пирӗн ентеш, ун авиаци промышленноçӗн министрӗ П.В.Дементьев алă пусса çирӗплетнӗ. СССР Министрсен Канашӗн Распоряженийӗ тăрăх 1975 çулта Дементьев министр «Ульяновскра авиаци промышленноçӗн комплексне тăвасси çинчен» ятлă приказа алă пусать. Пирӗн шутпа, çак завода Ульяновскра туса лартас ӗçре Петр Васильевич сăмахӗ витӗмлӗ пулнă пулмалла. Вăл хăй пилӗк çул вӗренсе пӗлӳ илнӗ, çитӗнсе çын пулнă хулана çапла майпа тав тăвасшăн пулнă пек туйăнать.
- Каларăмăр ӗнтӗ, Петр Васильевичăн ашшӗ Василий Степанович Алешкин-Саплăк ялӗнче пӗрремӗш учитель пулнă. Çавăнпа 1970-мӗш çулсенче çынсем ку ялти шкула В.С.Дементьев ятне парас тесе ӗç пуçарнă, документсем хатӗрлесе районти влаçсене леçсе панă. Митрофан Бабайкин Мускава кайсан хăйӗн ачалăхри юлташӗ Петр Васильевич Дементьев патне кӗрсе ăна çак ырă хыпара пӗлтерет. Министр ку шухăшпа килӗшет. «Шкула атте ятне парсан патшалăх шучӗпе çӗнӗ çурт тутарма пулăшатăп»,– тет вăл. Анчах районти пуçлăхсем ку пуçаруран шикленсе ӳкеççӗ, ун пек тусан района пысăк çынсем, министрсем килме тытăнаççӗ теççӗ. Вӗсене вара тивӗçлӗ кӗтсе илмелле, пăхмалла, ăсатса ямалла... Вӗсем ку япаларан хăраса ӳкеççӗ, çавăнпа документсене пăрахăçлаççӗ.
- Петр Васильевичăн амăшӗ ракпа чирлесе ӳксен вăл ăна сыватма тесе Мускава илсе каять. Анчах чир шала кайнипетухтăрсем нимӗн те тăваймаççӗ. Вара ывăлӗ амăшне ятарлă самолетпа килне леçме ярать. Сывлăшра Елена Герасимовна йывăр аптраса ӳкет, çавăнпа самолет Чулхулана васкавлăн анса ларать. Ку хулара Елена Герасимовнан хӗрӗ пурăннă. Амăшӗ çакăнтах вилет, ăна Чулхулара пытараççӗ.
- Шупашкарти «Элара» тăвăмлăх йĕркелĕмĕ. Ăна П. В. Дементьев алă пусса çирĕплетнипе проектлама пуçланă (1965) тата хута янă (1970)
Вуламалли
- Остапенко, Ю. Петр Дементьев : преодоление невозможного / Ю. Остапенко. – М. : Издат. дом «АЭРОСФЕРА», 2008. – 544 с.
- Афанасьев, П. Çÿллě вěçев : [Тутарстанра çуралса ÿснě П. В. Дементьев генерал çинчен] / П. Афанасьев // Тăван Атăл. – 2006. – № 5. – С. 39-40 : сăн ÿкерчěк.
- Можаев, Н. Петр Дементьев – çывăхри ялтан : [СССР авиаци промышленноçěн министрě çинчен] / Н. Можаев // Шăмăршă хыпарě. – 2015. – 29 июль : сăн ÿкерчěк.
- Саландай, Ив. Ячě халăх асěнче : [П. В. Дементьев генерал-полковник çинчен] / И. Саландай // Шăмăршă хыпарě. – 2007. – 20 кăрлач.
- Вадимов, В. Чебоксарцы построят памятник в Татарстане : [об увековечении памяти бывшего министра авиационой промышленности СССР, дважды Героя Соц. Труда П. В. Дементьева] / В. Вадимов // Совет. Чувашия. – 2007. – 27 янв. – (О чем говорят).
- Знаете ли вы, что : [к 100-летию со дня рождения министра авиапромышленности СССР П. В. Дементьева] // Янташ (Санкт-Петербург). – 2007. – 20 июля.
- Макаров, В. Ф. Жизнь, отданная авиации : [о Петре Васильевиче Дементьеве] / Валентин Макаров. - Чебоксары : Новое Время, 2020. - 108, [1] с. : ил., портр., табл., фот. ; 20 см. - Библиогр.: с. 108. - 150 экз. - [2020-0777]
Асăрхавсем
- ^ 1, 2 тата 3 Остапенко Юрий А. - Великий Яковлев. «Цель жизни» гениального авиаконструктора. Читать книгу онлайн.( ӗҫлемен каҫӑ) — Cтраница - 104 (П.В.Дементьев пирки автор "хитрый чуваш" тет).
- ^ 1 тата 2 ЕВГЕНИЙ КАБЛОВ: «В ИСТОРИИ ВИАМ ПЕТР ДЕМЕНТЬЕВ ЗАНИМАЕТ ОСОБОЕ МЕСТО» — "Крылья Родины" 1-2.2017 — 28.02.2017 (сайтра хăçан кун çути курнине кăтартать)
- ^ 1, 2 тата 3 Макаров В., Ларионов Н. Дементьев министр Алешкин-Саплăкра çуралнă. 2018 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ. — Чĕмпĕр чăвашĕсен "Канаш" хаçачĕ. 1393-мĕш (2016.11.03) кăларăм
- ^ 1, 2 тата 3 Ульяновск облаçĕ-нчи патшалăх архивĕ – УОПА, 4-мĕш фонд, 11-мĕш хушма опись, 152-мĕш ĕç. «Упи ялĕн 1901-1908 çулсенчи метрика кĕнеки».
- ^ 1, 2 тата 3 Макаров В., Ларионов Н. Тăван Çӗршыва суйламаççӗ. 2017 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ. — 28.11.2016 10:41 | Çĕпрел (Дрожжановский) "Сувар" хаçат сайчĕ.
- ^ Бочаров, Антон. Герои страны.
- ^ Бойко И.И. Чăваш энциклопедийĕнчи статья.
- ^ Бойко, И. И. Дементьев Петр Васильевич / И. И. Бойко // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 493.
- ^ Вырăс-и е чăваш? : [Тутарстанра çуралса ÿснě П. В. Дементьев генерал çинчен] // Eлчĕк ен. – 1998. – 1, раштав.
- ^ Манякова Л. Тутарстан чăвашне чысларĕç : [Тутарстанра çуралса ÿснě чăвашсен паллă ывăлě П. В. Дементьев генерал-полковник çуралнăранпа 100 ç. çитнине паллă туни çинчен] / Л. Манякова // Хыпар. – 2007. – 30 кăрлач. – С. 1. – (Кун хыççăн кун).
- ^ Элли, И. Петр Дементьев генералăн нацилěхě пирки / И. Элли // Хыпар. – 2007. – 3 пуш.
- ^ Сидоров, П. Мухтавлă чăваш ячěпе – асăну хăми тата бронза бюст : [Тутарстанăн Çěпрел районěнчи Упи ялěнче чăвашсен паллă ывăлне П. В. Дементьев генерал-полковника асăнса палăк уçни çинчен] / П. Сидоров // Хресчен сасси. – 2007. – 11 утă.
- ^ Васильев, В. Во главе авиапрома страны : [о видном представителе чуваш. народа генерал-полковнике, дважды Герое Соц. Труда П. В. Дементьеве] / В. Васильев // Совет. Чувашия. – 2007. – 16 янв.
- ^ Фуфаев П. (Алексеев И. Е.) В честь выдающихся земляков// Актуальное национально-культурное обозрение. — 2007. — № 1 (11). — С.с. 38 — 44.
- ^ 1 тата 2 Товарищ министр (24 января — 100 лет со дня рождения П. В. Дементьева — организатора авиапрома СССР)// Советская Россия. — 2007. — № 7 — 8 (12930) (23 января). 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Патăрьел энциклопедийĕ, 2-мĕш том. Шупашкар, 2010. — с.73.
- ^ 1, 2, 3 тата 4 История школы — Сайт МБОУ "Убеевская средняя школа Дрожжановского муниципального района РТ"
- ^ «О присвоении звания Героя Социалистического Труда т.т. Шахурину А. И., Дементиеву П. В., Воронину П. А., Третьякову А. Т.» от 8 сентября 1941 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1941. — 13 сентября (№ 39 (154)). — С. 1.
Каçăсем
- Дементьев Петр Васильевич 2005 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- 24 января — 100 лет со дня рождения П.В. Дементьева — организатора авиапрома СССР 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- Дементьев урокăсем (выр).( ӗҫлемен каҫӑ)
- Ырă ĕç пархатара тивĕç 2012 ҫулхи Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- Хушни çумне татах хушни.
- Agabazar: Виҫӗ ҫӑлтӑрлӑ генералсем.
- Agabazar: «Хитрый чуваш».
- Николай Ларионов: Дементьев ҫинчен ҫырнӑ статья ҫумне хушни.
- Айгуль Мутыгуллина. Петр Дементьев: Мой дед нянчился больше с авиацией, чем со мной. В Татарстан прибыл внук легендарного министра авиационной промышленности СССР. — 11 мая 2017 22:20
- Çĕпрел районĕнче ҫуралнисем
- Мускавра вилнисем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Генерал-полковники (СССР)
- Социализм Ĕçĕн Паттăрĕсем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем
- 1 степеньлĕ Кутузов орденĕн кавалерĕсем
- II степеньлĕ Суворов орденĕн кавалерĕсем
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- «Çапăçури хастарлăхшăн» медальпе чысланисем
- «Мускава хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Японие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- «СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсен ветеранĕ» медалĕпе чысланисем
- Сталин парни лауреачĕсем
- Кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1907 ҫулта ҫуралнисем
- Çăван 14-мĕшĕнче вилнисем
- 1977 ҫулта вилнисем
- СССР Аслă Канашĕн депутачĕсем
- Сталин премийӗн лауреачӗсем
- Новодевичье çăвине пытарнисем
- СССР Аслă Канашĕн 9 чĕнĕвĕн депутачĕсем
- СССР Аслă Канашĕн 8 чĕнĕвĕн депутачĕсем
- Машинă тăвакансем
- ССКП ТК пайташĕсем
- Чăвашран тухнă генералсем