Уганин Семён Артемьевич

Семен Артемьевич УганинИккӗмӗш тӗнче вӑрҫине хутшăннă аслă сержант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ.

Кун-çулĕ

1924-мĕш çулта Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕнче хреçчен кил-йышĕнче çуралнă. Чăваш.

1932 çулта ашшĕне репрессиленĕ[1].

9 çул вĕренмелли шкулта пĕлӳ пухнă. Колхозра ĕçленĕ.

Хĕрлĕ çара 1942 çулта кайнă. Аслă сержант çар хисепне тивĕçнĕ. 74-мĕш Хĕрлĕ ялавлă Кейӳ дивизийĕн 360 стрелок полкĕн 2-мĕш миномет ротин миномет расчётĕн командирĕ пулса çапăçнă.

Кейӳ патĕнчи çапăçусенче темиçе кун хушши Уганинăн расчётĕ, пехотинĕцсемпе пĕрле, темиçе кун хушшши тăшманăн тапăнăвĕсене сирсе тăнă. Соединенисене юханшыв урлă каçма май тунă. Молдавинче, тата чикĕ леш енчи çапăçусенче те Уганинăн салтакĕсем хăюллăн çапăçнă.

1947-мĕш çултан салтакран таврăннă. Тĕрлĕ хуласенче ĕçлесе пурăннă.

1959-мĕш çулта Норильск хулинче вилнĕ.

Чысĕсем

Астăвăм

  • Норильск хулин масарĕ çинче Совет Союзĕн Паттăрĕсене: Василий Давыдова, Дмитрий Ковальчука тата Семен Уганин халаланă палăк пур[2].

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • "Кто есть кто в Республике Татарстан", Герои Советского Союза – наши земляки (Сборник документальных очерков и зарисовок в трех книгах). – Казань: Татарское кн. изд-во, 1982-1985 гг.
  • Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 2. М.: Воениз., 1988

Каçăсем

(выр.)

Графическая часть логотипа «Рувики» (2024).svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.