Красноярск Ен

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Красноя́рск ЕнТухăç-Çĕпĕр экономика районне кĕрет. Территорипе Раççейре енсенчен чи шултри шутланать. Лаптăкĕ — 2 366 797 км²: кăштах Казахстан е Аргентина территоринчен пĕчĕкрех, Мексикăран пысăкрах пулать.

Тĕнчери администрациллĕ-территориллĕ виçесем хушшинче Якутипе Анăç Австрали хыççăн, виççĕмĕш вырăнта.

1934 çулхи раштавăн 7-мĕшĕнче туса хунă. Администраци центрĕ — Красноярск хула. Хальхи чикĕсем Енисей кĕпĕрнин чиккисемпе пĕрех темелле.

Тухăç енче Якутипе тата Тăвапа тата Хакасипе, Кемĕр, Томск облаçĕсемпе, анăç енче Хантă-Манси тата Ямал-Ненец автономи тăрăхĕсемпе чикĕ тытать. Çурçĕрелле Кар тинĕсĕ урлă Архангельск облаçĕпе (Çĕнĕ Çĕр) кӳршĕлле.

Истори


Тахçанхи тапхăр

Авалхи çын çак çĕре малти Афонт тăвĕнче, 4-мĕш Куртакра, Каштанкра, Кова-вăрри, Бражное таврашĕнче çын тăнине палăртнă[2].

Красноярск шыв усравĕн Дербин кӳлмекĕн çыранĕнче чи ĕлĕкех пытарнисене тупнă, вĕсене каргин вăхăчĕн (29—30 пин çул каярах) конощел сивĕтни тапхăрĕнче пытарнă теççĕHomo sapiens тĕсне кĕрекен çынăн çамка шăмми 27740±150 çул выртнă теççĕ.Лиственка патĕнче вара 16,5—10 пин çул каялла тăнă, имĕш.


Бронза ĕмĕренче Андроново ялĕ патĕнче çын вилисене пытарнисене андронов культурине (п. эрч. XVII—IX ĕмĕрсенче) кĕртеççĕ.

Ен администрацийĕ

  • Кĕпереттĕр Александр Хлопонин (юпа, 17 2002)
  • Саккуни тăвакан Пуху Ертӳçи — Александр Усс

Тавралăхĕ

Красноярск Енĕ Енисей çĕр-шывĕн лаптăкĕнче вырнаçнă. Çурçĕрĕнче Çурçĕр Пăрлă океанăн икĕ тинĕсĕн — Карпа Лаптевсен тинĕсĕ хĕррине тухать.

Лаптăкĕ 2 366 800 çм², Раççей территорин 13,86 %.

Ен Иркут облаçĕпе тухăçра, Хакасипе кăнтăрта, Томь облаçĕсемпе, Хантă-Мансипе Ямал-Ненец автономи тăрăхĕсемпе анăçра чикĕ тытать.

Климачĕ

Территориллĕ-администрациллĕ тытăмлăхĕ

15 пин çын ытла пурăнан вырăнсем
2007, кăрлач, 1 тĕлне
Красноярск 927,2 Сосновоборск 30,2
Норильск 209,3 Дудинка 24,6
Ачинск 111,6 Боготол 22,3
Канск 100,3 Берёзовка 21,0
Железногорск 93,9 Енисейск 19,2
Зеленогорск 68,6 Бородино 18,8
Минусинск 67,1 Шушенское 18,7
Лесосибирск 64,4 Иланский 16,3
Назарово 53,9 Ужур 16,1
Шарыпово 38,8 Кодинск 15,0
Дивногорск 30,7

Шыв пуянлăхĕсем

Красноярск енĕ шыв янтă пуррисемпе ырлăхлă тивĕçĕннĕ. Кăнтăртан çурçĕрелле тĕнчери чи пысăк юхан шывсенчен пĕри — Енисей — кĕрлесе шывне куçарать.

Кӳлĕсем

Красноярск енĕнче 323 пин кӳлĕ, анлăшĕ 300 метр ытла тата лаптăкĕ тăхăр гектар ытла. Унсăр пуçне чылай кӳлĕ юр пуян ирĕлнĕ çулсенче çуралать.

Енĕн 86 % кӳлли Поляр çавринче вырнаçнă. Пысăк кӳллисенчен пĕри — Таймăр. Унăн шыв йăлтăрккин лаптăкĕ 4560 тăваткал çухрăм. Урăххисем: Мăн Хантă, Пясино, Кета, Лама.

Енĕн варринче 16 пине яхăн кӳлĕ. Кăнтăр çĕрĕсенче 4 пине ытла кӳлĕ шутланать.

Хăш кӳлĕсен шывĕпе сипленме те юрать. Вĕсем çаксем: Ладейное, Учум, Такар, Инкуль, Иткуль, Кăсăкуль итата урăххисем те.

Юханшывсем

Мана юханшывĕ.
Ячĕ Тăрсăлăвĕ, çм Шыв лаптăкĕ
км2
Çулти вăтам
усă курни, м3
Çулти вăтам
юхăм калăпăшĕ, çм3
Енисей (юханшыв) 3487 2580000 18600 591
Ангара (юханшыв) 1799 1039000 4390 138
Кан (юханшыв) 629 36900 286 8,92
Мана (юханшыв) 475 9320 985 3,11
Тупă (юханшыв) 119 36900 771 24,5
Оя (юханшыв) 254 5300 632 1,99
Сыда (юханшыв) 207 4450 283 0,89
Сым (юханшыв) 699 31600 244 7,7
Мăн Пит (юханшыв) 415 21700 238 7,51
Курейка (юханшыв) 888 44700 724 22,8

Çут çанталăка упраасси (Экологи)

Управлăхсем

Ӳкерчĕк:1 stolb.jpg
Управлăх "Юпасем"

Красноярск енĕнче пиллĕк управлăх йĕркеленĕ. Вĕсен пур çĕрĕн лаптăкĕ 8,8 млн га, ку вара енĕн 3,8% территорийĕ пулать.

  • Юпасем (управлăх)
  • Тунгус метеорит управлăхĕ
  • "Шуша хырлăхĕ" — наци паркĕ

тата урăх.

Енре 2 млн га анлăшлĕ 25 яваплă управ туса хунă. Малашне тата 2 млн га лаптăк калăпăшлĕ 44 заказник уйăрса тума ĕçлĕ шухăш пур.


Халăх йышĕ

Ненецсем. 1860-мĕ çулсем

Тĕрлĕ халăх шучĕпе Красноярск Ен 2002 çакăн пек пулать[5]:

  1. Вырăссем — 88,95 %
  2. Украинсем — 2,31 %
  3. Тутарсем — 1,5 %
  4. Нимĕçсем — 1,24 %
  5. Азербайджансем — 0,66 %
  6. Белоруссем — 0,61 %
  7. Чăвашсем — 0,57 %
  8. Нацине кăтартманнисем — 0,51 %
  9. Эрменсем — 0,37 %
  10. Мордвасем — 0,25 %
  11. Ненецсем — 0,21 %
  12. Марисем — 0,17 %
  13. Хакассем — 0,16 %
  14. Эстунсем — 0,14 %
  15. Кăркăссем — 0,13 %
  16. Пушкӑртсем — 0,13 %
  17. Молдавансем — 0,13 %
  18. Таджиксем — 0,12 %
  19. Удмуртсем — 0,11 %
  20. Латышсем — 0,10 %
  21. Узбексем — 0,09 %
  22. Казахсем — 0,09 %
  23. Поляксем — 0,08 %
  24. Якутсем — 0,08 %
  25. Лезгинсем — 0,07 %
  26. Литвасем — 0,07 %
  27. Чикансем — 0,07 %
  28. Грузинсем — 0,06 %
  29. Еврейсем — 0,06 %
  30. Осетинсем — 0,06 %
  31. Нганасансем — 0,05 %
  32. Тувинсем — 0,05 %
  33. Кетсем — 0,05 %
  34. Корейсем — 0,04 %
  35. Бурятсем — 0,04 %
  36. Чеченсем — 0,03 %
  37. Грексем — 0,03 %
  38. Латгальсем — 0,03 %

Хуçалăхĕ

Хăватлăхĕ (энергетика)

Красноярск ГЭСĕ.

Тĕслĕ металлурги

Машинă тăвакан тата металл ĕçлĕхĕ

Красноярскри комбайн завочĕ.

Химиллĕ промăçлăх

Атăмлă промăçлăх

Урăх промăçлăх

Транспортăн инфраструктури

Ӳкерчĕк:Емельяново АП 1.jpg
Тĕнче аэропорчĕ "Емельяново"

Этеплĕх

Красноярск енче ĕçлеççĕ:

  • 12 профессиллĕ театр тата Красноярск ен филармонийĕ;
  • 124 ача-пăча кĕвĕ, ӳнерлĕх, хореографиллĕ тата пултарулăх шкулĕсем;
  • 1192 енри патшалăх тата муниципаллă вулавăш;
  • 49 музей
  • 148 кинотеатрпа кино кăтартмалли хатĕр
  • Красноярск циркĕ

Театăрсем

Красноярск ен территоринче çак театăрсем пултараççĕ:

  • Красноярск А. С. Пушкин ячĕллĕ драма театăрĕ;
  • Красноярск патшалăх кĕвĕ камит театăрĕ;
  • Красноярск патшалăх оперăпа балет театăрĕ;
  • Красноярск патшалăх çамрăк куравçă театăрĕ;
  • Красноярск енĕн пукане театăрĕ;
  • Лесосибирск хула театăр «Шырав»;
  • Норильск Поляр лешьен Вл. Маяковский ячĕллĕ драма театăрĕ
  • Минусинск драма театăрĕ.

Красноярск ен театăрĕсенче çак паллă артистсем вăй хунă: В.Г. Ян (Янчевецкий) çыравçă хăйĕн пьесисене лартнă (вылянă та).

Музейсем

Спорт

Красноярск енĕнче 5299 спорт хатĕрĕллĕ тĕп ĕçлет. 2007 çулта красноярск спортсменĕсем пĕтĕм раççей тата тĕнче ăмăртăвĕсенче 116 медале çĕнтерсе илеççĕ. 2007 çулта енре 360 вырăнти спорт йышлă халăхлă турнир, 20 ытла пур раççей тата тĕнче шайĕнчи ăмăртăвĕсене ирттернĕ.

Çулçӳревлĕх

1978 çулта Австрире 4-палубăллă "Антон Чехов" теплоходне тунă, халĕ вăл Енисей тăрăх Красноярскран Игаркăна çити круиз туса çӳрет.

Чылай çулçӳревçĕ Шушенское çине пырать, «Саян унки» тĕнче кĕвĕ-юрă этнос фестивальне хутшăнать.

XIX ӗмӗрте Раççейĕн чи паха уес хули шутланнă Енисейск хулин те çулçӳревлĕх пуласлăхĕ тупăçлă.

Вуламалли

  • "Итоги социально-экономического развития Красноярского края в 2007 году".// Администрация Красноярского края. Красноярск. 2008 год.
  • Безруких, В. "Физическая география Красноярского края" // Красноярское книжное издательство. Красноярск, 1994
  • Корытный, Л.М. "Реки Красноярского края" //Красноярск, 1991.
  • Е.Е. Михеева, В.Е. Михеев, И.В. Плющ. "Водные ресурсы Енисейского региона" // Красноярск, 2004.
  • Н.Н. Урванцев. "Таймыр – край мой Северный" //Мускав, Мысль, 1978.

Асăрхавсем

  1. ^ М. Д. Горячко, Г. С. Самойлова, С. В. Кузьминых, В. И. Фёдорова, А. Н. Прокинова, П. С. Павлинов. . — Москва: Издательство «Большая российская энциклопедия», 2010. — Т. 15. — С. 630. — 767 с. — 60 000 экз. — ISBN 978-5-85270-346-0.
  2. Генералов А. Г. Поздний палеолит — ранний мезолит Канско-Енисейского региона. çăлкуçран архивланă 11 Ҫурла уйӑхӗн 2004. : автореферат дис. … доктора исторических наук : 07.00.06 / Иркутский гос. ун-т. — Иркутск, 2001. — 42 с.
  3. ^ Стасюк И. В., Акимова Е. В., Томилова Е. А., Лаухин С. А., Санько А. Ф., Тихомиров М. Ю., Махлаева Ю. М. Палеолитические местонахождения Дербинского археологического района (Красноярское водохранилище)
  4. ^ Akimova E., Higham T., Stasyuk I., Buzhilova A., Dobrovolskaya M., Mednikova M. «A new direct radiocarbon AMS date for an Upper Palaeolithic human bone from Siberia» // Archaeometry, 2010, V.52, pp.1122-1130.
  5. ^ http://www.perepis2002.ru/ct/doc/English/4-2.xls 2007 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем