Ямал-Ненец автономи тăрăхĕ
Шаблон:Раççей Федераци субъекчĕн хыпарĕсем Яма́л-Не́нец автоно́ми тăрăхĕ (нен. Ямалы-Ненёцие автономной окрук) — Раҫҫей Федерацийӗн субъекчĕ (Тӗмен облаҫӗ шутĕнче), Урал Федераци тăрăхĕнче.
Администраци центрĕ — Салехард хула.
Ненец автономи тăрăхĕпе, Коми Республикипе, Хантă-Манси автономи тăрăхĕпе, Красноярск Енĕпе чикĕ тытать.
1930 çулхи раштавăн 10-мĕшĕнче йĕркеленĕ.
Тавралăхĕ
Тăрăх Анăç-Çĕпĕр тӳремĕн арктика йăрăмĕнче, Раççейĕн Инçет Çурçĕр варринче вырнаçнă, 769250 çм² лаптăк çĕр йышăнать, ку вара Франци территоринчен 1,5 хут пысăкрах.
Автономи тăрăхĕн материкри çурçĕр çĕрĕ çурçĕр ширтин 73° тĕлĕнче, Çурçĕр Поляр çавринчен 800 çм пулать. Тăрăхăн çурри ытла территорийĕ Поляр çавринче, пĕчĕк пайĕ Урал ту хысакĕн тухăç айăккинче вырнаçнă. Тăрăх территорине Ямал çурутравĕ кĕрет.
Климат
Климата ĕмĕрхи шăнлăх, сивĕ Кар тинĕсĕ çывăх пулни, кӳлмек, юханшыв, кӳлĕ, шурлăх йышĕ чылай пулни палăртать. Пĕтĕмĕшле каласан, тăрăхра вăрăм хĕл (8 уйăха çити), кĕске çу, çил-тăвăлĕ хăватлă, юр витĕмĕ çӳхе. Сывлăшăн çулри вăтам температура шăнтнă, Инçет Çурçĕрте вăл −10° С таять. Хĕллехи чи сивĕ температура −59° С çити анать. Çулла, утăра, пĕтĕм территоринче +30° С таран ăшăнать. Часах магнит тăвăлĕсем, сопровождаемые полярным сиянием.
Тăрăх территорийĕ тĕппипе виçĕ климат йăрăмĕнче: арктика, субарктика тата Анăç-Çĕпĕр айлăмĕн çурçĕр йăрăмĕ. Арктика пайĕн климачĕ тăсăлăвлă, сивĕ те хаяр хĕллĕ, вичкĕн çиллĕ, шарламаллă тата пĕрмайхи тăвăллă (чи сивĕ температура: -59° С), нӳрĕк сахал, кĕске çу (50 кун), тачă тĕтреллĕ.
Субарктика йăрăмĕ Ямал çурутравĕн кăнтăр пайне йышăнать. Кунта климат ытларах континентлă: çумăр çăвĕпе, 68 кун çăвать.Анăç-Çĕпĕр айлăмĕн çурçĕр (тайга) йăрăмĕн климачĕ вичкĕн континентлă, вăтам температура кунта ăшăрах, çулла ăшă та нӳрĕк (100 куна таран).
Çутçăнталăк çĕр пичĕ
Тăрăх территори рельефĕ тӳрем, тундра тата вăрманлă тундра с множеством озер и болот, и горной части. Тăрăхăн анăçĕнчи ту массивĕ 200 çм тăсăлать, çӳллĕшĕпе 1,5 пин м çитет.
Регионăн шыв пурлăхĕ пуян та тĕрлĕ тĕслĕ. Кар тинĕсĕ хĕрринче, чылай кӳлмек тата тута, юханшыв, кӳлĕ, шурлăх, çĕр айĕнчи шыв. Обь тути — Кар тинĕсĕн кӳлмекĕ, раççей Арктикин пысăк тинĕс кӳлмекĕсенчен пĕри, унăн тĕкĕр лаптăкĕ — 44 çм². Тарăх территоринче 300 пине яхăн кӳлĕ тата 48 пин юханшыв, чи пысăккисем —Обь вăрринче, çаплах Надым, Тас тата Пур. Обь, Раçсейри тăсăлăвлă юханшывсенчен пĕри, тăрăхра хăватлă икĕ юхăмпа юхать. Çĕрай шывĕсен артези пĕтĕм бассейнĕ 3 млн çм², çав шутра терма шыв янтти те.
Усăллă çĕр айĕнчи управсем
Регион Раççейре углеводород, уйрăмах çутçанталăк газĕпе, нефтьпе, малти вырăнсенче шутланать. Тăрăх территоринче çак çĕр управĕсем пур:
- Уренгой газ çĕр управĕ
- Кăнтăр-Вырăс нефть-газ çĕр управĕ
- Находка газ çĕр управĕ
- Ямбург нефтьпе газ конденсат çĕр управĕ
- Етă-Пура нефть çĕр управĕ
Тундрăн 50 миллион гектарĕнче 600 пине яхăн çурçĕр кил пăланĕ— тĕнчери чи йышлă кĕтӳ! — ӳсет. Çутçанталăк кунта тĕнчери сиг пуллин (муксун, горбуша, нельма) 70 процентне упраса усрать.
Кун-çулĕ
Ямал-Ненец автономи тăрăхне (малтан наци шайĕпе) Урал облаçĕнче 1930 çулхи раштав, 10 йĕркеленĕ. Каярах Обь-Иртыш тата Омск облаçĕсене, 1944 çулхи çурла, 14 тăрăха Тĕмен облаçне кĕртнĕ. 1977 çултанпа автономии стусĕллĕ, 1991 çулхи юпа, 18 Ямал-Ненец республикин суверенитет декларацине йышăннă, 1992 çултанпа, Федераци килĕшĕвне кĕрсен, РФ тулли праваллă субъект пулса тăрать.
Административлă пайланăвĕ
Халăхĕ
Пурăнакан халăх — 538575 çын (2008). Йышлăхĕ — 0,7 çын/км² (2008), хула çын пайĕ — 85,0% (2008).
1959, 1970, 1979, 1989 тата 2002 çулсенчи халăх çыравĕсемпе, халах йышĕ çапла пулнă:
| Халăх | 1959 | 1970 | 1979 | 1989 | 2002 (* 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче архивланӑ.) |
|---|---|---|---|---|---|
| Вырăссем | 27 789 (44,58%) | 37 518 (46,91%) | 93 750 (59,02%) | 292 808 (59,17%) | 298 359 (58,9%) |
| Украинсем | 1 921 (3,08%) | 3 026 (3,78%) | 15 721 (9,90%) | 85 022 (17,18%) | 66 080 (13,03%) |
| Ненецсем | 13 977 (22,42%) | 17 538 (21,93%) | 17 404 (10,96%) | 20 917 (4,23%) | 26 435 (5,21%) |
| Тутарсем | 3 952 (6,34%) | 4 653 (5,82%) | 8 556 (5,39%) | 26 431 (5,34%) | 27 734 (5,47%) |
| Белоруссем | ... | 808 (1,01%) | 2 121 (1,34%) | 12 609 (2,55%) | 8 989 (1,77%) |
| Хантăсем | 5 519 (8,85%) | 6 513 (8,14%) | 6 466 (4,07%) | 7 247 (1,46%) | 8 760 (1,76%) |
| Азербайджансем | ... | ... | ... | 3 418 (0,69%) | 8 353 (1,6%) |
| Пушкӑртсем | ... | ... | ... | 6 830 (1,38%) | 7 932 (1,56%) |
| Хăй халăхне палăртман çын | ... | ... | ... | ... | 7 331 (1,45%) |
| Коми | 4 866 (7,81%) | 5 445 (6,81%) | 5 642 (3,55%) | 5 746 (1,16%) | 6 177 (1,22%) |
| Молдавансем | ... | ... | ... | 5 570 (1,13%) | 5 400 (1,07 %) |
| Селькупсем | 1 245 (2,00%) | 1 710 (2,14%) | 1 611 (1,01%) | 1 530 (0,31%) | 1 797 (0,35%) |
Пурăну вырăнĕсем
| 5 пин ытла çынлă пурăну вырăнĕсем 2008 çулти кăрлач, 1 тĕлне | ||||||||||||||||||||||||||||
|
Каçăсем
- Ямал-Ненец автономлă тăрăх администрацийĕн сайчĕ 2006 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ямал-Ненец автономлă тăрăхĕ «Пур Раççей» каталогра 2009 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- Всё, что Вы хотите знать о Ямало-Ненецком автономном округе
- Ямал çинчен 2008 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ямал-Ненец автономлă тăрăхĕ Çĕн хыпарсем 2009 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ямал-Ненец автономлă тăрăхĕн тетел-хаçачĕ
- Ямал-Ненец автономлă тăрăхĕн çулçӳревлĕхĕ
Шаблон:Ямал-Ненец автономи тăрăхĕ
РФ Урал федераци тăрăхĕ |
|
|---|---|
|
Раççейĕн федераци тытăмлăхĕ |
||
|---|---|---|
| Республикăсем |
Адыгей • Алтай • Пушкăртстан • Бурят Республики • Дагестан • ДНР • Ингушети • Кабарда-Балкар Республики • Калмăк Республики • Карачай-Черкес Республики • Карели • Коми • Крым • ЛНР • Мари Эл • Мордва Республики • Саха (Якути) • Çурçĕр Осети • Тутарстан • Тыва Республики • Удмурти • Хакас Республики • Чечен Республики • Чăваш Республики | |
| Енсем | ||
| Облаçсем |
Амур • Архангельск • Аçтăрхан • Белгород • Брянск • Улатимĕр • Волгоград • Вологда • Воронеж • Иваново • Иркутск • Калининград • Калуга • Кемĕр • Киров • Кострома • Курган • Курск • Ленинград • Липецк • Магадан • Мускав • Мурман • Чулхула • Новгород • Çĕн Çĕпĕр • Омск • Ăренпур • Орёл • Пенза • Псков • Ростов • Рязань • Самар • Сарăту • Сахалин • Свердловск • Смулен • Тамбов • Тĕвер • Томск • Тулă • Тĕмен • Чĕмпĕр • Челепи • Ярославль • Запорожье • Херсон | |
| Федераци шайĕнчи хуласем | ||
| Автономи облаçĕ | ||
| Автономи тăрăхĕсем | ||
| 1 Архангельск облаçĕ шутне кĕрет ² Тӗмен облаҫӗ шутне кĕрет | ||