Челепи облаҫӗ
Челепи облаçĕ (выр. Челябинская область)— Раҫҫей Федерацийӗн субъекчĕ. Урал федераци тăрăхне кĕрет, Урал экономика районĕн пайĕ. Тĕп хули — Челепи. Облаçе 1934 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕнче йĕркеленĕ.
Çурçĕрте Свердловск, тухăçра Курган, кăнтăрта Оренбург облаçĕпе, анăç ĕнче Пушкăрт Республикипе, кăнтăр-тухăçĕнче Казахстанпа чикĕ тытать.
Тавралăхĕ
Челепи облаçĕ — Уралăн кăнтăр пайĕ.
Челепи облаçĕн çĕр лаптăкĕ — 88,5 пин тв. çм. Çурçĕртен кăнтăралла çитме — 490 çм. Анăçран тухăçалла — 400 çм.
Администрациллĕ пайĕсем
Ял-хула
| 10 пин çын ытла пурăнакан ял-хула 2008 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
|
Халăхĕ
Челепи облаçĕ пурăнакан йышĕпе (3.6 млн. çынна çитеть) Урал тăрăхĕнче 3-мĕш, Раççейре 9-мĕш вырăн йышăнать (2005).
2002 çулта ирттернĕ халăх çыравĕпе облаçре наци тĕслĕхĕ çакăн пек:
| Халăх | 2002 çулхи йышĕ, % (* 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче архивланӑ.) |
|---|---|
| Вырăссем | 82,3 % |
| Тутарсем | 5,7 % |
| Пушкӑртсем | 4,6 % |
| Украинсем | 2,14 % |
| Казахсем | 1 % |
| Нимĕçсем | 0,8 % |
| Белоруссем | 0,56 % |
Çутçанталăкĕ
Çĕр пичĕ (рельефĕ)
Челепи облаçĕн çĕр пичĕ тĕрлĕ евĕрлĕ. Вăл миллион çул хушши улшăнса аталаннă. Облаç çĕрĕ айлăм, сăрт тата 1000 м çӳллĕшлĕ ту хырçа чылай.
Радиоаци вараланăвĕ
"Химкомбинат «Маяк»" радиохастар каяш пăрахакан Теча юханшывĕ Челепи облаçĕн çĕрĕпе юхать. Юханшыв çыранĕнче радиохастар фонĕ нумай хут хăватлă. «Маяк» çинче 1957 çулта сиксе тухнă авари хăрушуллăхĕ тĕшĕллĕ энергетикăра Чернобыльри хыççăн тĕнчери иккĕмĕш вырăнта шутланать, ăна Кăштăм трагедийĕ тесе палăртаççĕ.
«Маяк» тупăш пĕрлешĕвĕ радиохастар материалĕсене хатерлес енĕпе раççейĕн калăплă тĕпĕ пулса тăрать. Çак пĕрлешӳ Коль, Çĕнĕ Воронеж тата Белояр атомлă станцисем валли хатĕр çунăклă япала тăвать, çаплах атăмлă шывай киммисен тĕшĕллĕ çунăк япалалăхне йӳнеçтерет.
Челепи облаçĕн радиохастар тасамарлăхĕ пирки калаçăва темиçе хут та тапратнă, анчах та "Химкомбинат «Маяк»" çав тери стратегиллĕ кирлĕ пулнипе çак лару-тăрăва ниепле те улăштарайман.
Халĕ «Маяк» химкомбинат районĕ (Озёрск хули), экспертсен тишкерĕвĕпе, планета çинчи радиациллĕ чи хăрушă вырăн шутланать. Пурăнакан халăх çак ĕç-хĕле çапла палăртать: Урала тĕнчери радиохастар каяш купи туса хунă.
Вуламалли
- Левит А. И. Южный Урал: география. Учебное пособие, 2007.
- Лахтин В. Н. Система расселения и архитектурно-планировочная структура городов Урала / В. Н. Лахтин. — М.: Стройиздат, 1977. — 128 с.
- Левит А. И. Южный Урал: география. Учебное пособие, 2007
- Объединённый государственный архив Челябинской области: путеводитель. Том 2 / Под ред. Финадеева А. П. // Челябинск: Дом печати. — 2005. — 630 с. ISBN 0-123-45678-9.
- Демидова Н. Ф. Под ред. Устюгова Н. В. Материалы по истории Башкортостана / Том VI. Оренбургская экспедиция и башкирские восстания 30-х годов ХVIII в. (Институт истории, языка и литературы Уфимского научного центра РАН, Российский государственный архив древних актов) // Уфа: Китап. — 2002. — 768 с.: илл. ISBN 5-295-03107-1.
- Вихарев М. Я., Николаева М. Е. Челябинская область. Административно-территориальное деление на 1 января 1971 года / Исполнительный комитет Челябинского областного Совета депутатов трудящихся // Челябинск: Южно-Уральское книжное издательство. — 1971. — 196 с.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- Челепи облаç кĕпернеттĕрĕн официалла сайчĕ 2015 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- Челепи облаçĕн ертӳлĕхĕ 2015 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
- Челепи облаçĕн официаллă сайчĕсем 2008 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
- Флора и фауна. Челепи облаçĕн Хĕрлĕ Кĕнеки 2019 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- Челепи облаçĕн тавралăхĕ 2009 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- Челепи облаçĕн тăван ен тĕпчев порталĕ 2008 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Челепи облаçĕ «Пур Раççей» хыпарлăх-каталогра 2009 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- Челепи облаçĕн ятарлă упранăвлă çутçанталăк территорисем
| Ку Челепи облаҫӗн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |