Псков облаçĕ
Псков облаçĕ, — Раççей Федерецийĕн хĕвеланăç енче вырнаçнă область. Тĕп хули — Псков.
Тавралăхĕ
Псков облаçĕ виçĕ патшалăхпа юнашар вырнаçнă — унăн чиккисем Эстонипе, Латвипе тата Белоруссипе юнашар иртеççĕ. Унсăр пуçсăр область чиккисем Ленинград, Новгород, Тверь, Смоленск облаçĕсемпе юнашар вырнаçнă.
Истори
Облаçе 1944 çулхи çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче йĕркеленĕ. 1957 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче ун çумне Аслă Лука облаçне хушнă.
Халăх йышĕ
Облаçре (2002 çулхи çырав тăрăх) çак халăхсем пурăнаççĕ:
- вырăссем — 717 101 (94,3%)
- украинсем — 12 471 (1,6%)
- белоруссем — 9 664 (1,3%)
- чикансм — 3 220 (0,4%)
- эрменсем — 2 270 (0,3%)
- тутарсем — 1 499 (0,2)
- азербайджансем — 1 319 (0,2%)
- эстонсем — 1 122 (0,1%)
- молдавансем — 797 (0,1%)
- латышсем — 690 (0,1%)
- нимĕçсем — 685 (0,1%)
- чăвашсем — 658 (0,1%)
- еврейсем — 637 (0,1%)
- чеченсем — 557 (0,1%)
- поляксем — 588 (0,1%)
Пайланăвĕ
Каçăсем
- Псков облаçĕн официаллă сайчĕ
- Псков облаçĕн хыпарĕсем 2007 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
- Псков облаçĕн канашлăвĕ