Псков облаçĕн Опочка районĕ
| Район тĕпĕ | Опочка |
| Пуçлăхĕ | Дроздецкий Юрий Александрович |
| Йĕркеленĕ | 1927 çулхи çурлан 1-мĕшĕ |
| Лаптăкĕ | 2 036 км2 |
| Халăх йышĕ | 23,2 пин çын (2005) |
Опочка районĕ, — Псков облаçĕн кăнтăр-хĕвеланăç енче вырнаçнă районĕ. Район тĕпĕ Опочка хулара вырнаçнă.
Истори
1927 çулхи çурлан 1-мĕшĕнче йĕркеленĕ.
Халăх йышĕ
Районта пурĕ 23,2 пин çын пурăнать. Вăл шутра хула çыннисен йышĕ 13 пин патнелле. Пурĕ 520 ял-хула вырнаçнă.