Псков облаçĕн Остров районĕ
| Район тĕпĕ | Остров |
| Пуçлăхĕ | Афанасьев Алексей Иванович |
| Йĕркеленĕ | 1927 çулхи çурлан 1-мĕшĕ |
| Лаптăкĕ | 2 435 км2 |
| Халăх йышĕ | 35,3 пин çын (2002) |
Остров районĕ, — Псков облаçĕн хĕвеланăç енче вырнаçнă районĕ. Район тĕпĕ Остров хулара вырнаçнă.
Истори
1927 çулхи çурлан 1-мĕшĕнче йĕркеленĕ.
Халăх йышĕ
Районта пурĕ 35,3 пин çын пурăнать. Вăл шутра хула çыннисен йышĕ 25 пин патнелле. Пурĕ 477 ял-хула вырнаçнă.
Хуçалăх
Çул-йĕр
Район тăрăх Санкт-Петербург — Кейӳ тата Каунас — Новгород автомобиль çулĕсем иртеççĕ. Çавăн пекех Октябрь чукун çулĕ те çак район тарăх иртет.