Чеченсем

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Тăван ячĕ Нохчи, нохчо, нахчу, нахче, нахчи, нохче

Чече́нсем (тăван ячĕ нохчи, пĕр.. хис. — нохчо(куçарсан «Ной халăхĕ», «Нох»/«Ноах» — Ной, «Че»/«Чий» — камăнлăх аффиксĕ. «ЦIи» — юн, нĕсĕллĕх тухнă, пулас) — автохтонлă халăх, пĕтĕмпе тĕнчере 1,5 миллиона яхăн çын, ытларах Чечнере пурăнать.

Сарални

Халĕ чеченсен чылайрахăшĕ Раççей Федерацинчи Чечен Республикинче пурăнать. Чечен халăхĕн кун-çулĕнче темиçе хутчен куçса вырнаçасси пулнă.

Кавказ вăрçи вĕçленчен 5 000 яхăн чечен çемьи Осман империне куçса кайнă, çак куçăма мухаджирлăх ят панă. Паянкуна вĕсен несĕлĕсем Турцири, Сирири тата Иорданири чечен диаспорисен тĕп пайĕ пулса тăраççĕ. [2]

çур миллионран ытла чечена пурне те хăйĕн кил-çуртĕнчен вăйпа кăларса Вăтам Азине куçарнă. 1957 çулхи кăрлачăн 9-мĕшĕнче совет праительстви депортациленĕ чеченсене малтан пурăннă вырăна таврăнма ирĕк панă, ку чух хăш чеченсем Казахстанпа Киргизи çĕрĕнче юлнă.

Антропологи

Пысăк европа йыш раси шутĕнчи балкан-кавказ расин кавкасион вариантне кĕреççĕ.

Кун-çулĕ

Чеченсем(Tschetschenzen). Europa 1400 H.Kieperts Historischer Schulatlas, 1879
Чеченсем(Tschetschenzen). Europa 1400 H.Kieperts Historischer Schulatlas, 1879

Этноним кун-çулĕ

«Чечен» этноним — сион-кавказ кăкĕнчен, Чечен-аул ятран тухнă, пулас. Кабардасем вĕсене шашен, осетинсемцæцæн, аварсембуртиел, грузинсемкист, дзурдзук теççĕ.

Чеченсем пулса кайни теорийĕ

Чеченсем Раççей кун-çулĕнче

«Чечен» ят вырăс транслитерацине кабарда «шашан» палăртăвĕнчен кĕнĕ, вăл Мăн Чечен аулран тухнă. XVIII ӗмӗрĕн пуçламăшĕнче вырăс тата грузин çăлкуçĕсем хальхи Чечнере пурăнакансене «чеченсем» теме тытăнаççĕ.

Кавказ вăрçичченех, XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче, Гребень касакĕсем Терек сылтăм çыранĕнчен тухса кайсан, раççей пăхăнăвне ырă кăмăлпа кĕнĕ чеченсене 1735 тата кайран 1765 çулсенче унта куçса вырнаçма ирĕк панă.

1781 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче çырнă килĕшӳ хучĕпе Туçи Чечня Раççей империн йышне кĕнĕ.

Чечен енчен ăна Мăн Атаги, Кĕçĕн Атаги, Гехи, Моздок тата вуниккĕ аулăн аксакалĕсем алă пуснă. Документа вырăсла тата арапла çырнă, Шейх Мансур, çĕнĕ йĕркелĕхпе килĕшмен, çапла ĕнтĕ пĕр ĕмĕр тăршши кĕрленĕ Кавказ вăрçи тапранать.

Кавказ вăрçи вăхатĕнче, Алексей Ермолов генерал ертсе пынипе фельдмаршал Иван Паскевич чухне «çунтарнă çĕр» тактикипе пăлханнă аулсене пĕтĕмпех аркатнă, халăхне пĕтернĕ, çакăнтанпа тин ту çыннисен пăлхавĕ чакса пынă, 1860 çулта юлашки хирĕçӳ вучахĕ сӳнет.

Çавăнпа та чеченсем кĕçех пăлхава çĕкленнĕ, ун пек 1877—1878 çулсенчи Вырăс-Турккă вăрçинче те, кайран 1905 çулти революцинче те. Çав вăхăтрах чеченсене патша хăюлăхшăн хисепленĕ. Вĕсем Тискер дивизин чечен полкĕнче хĕсметре тăнă, çаплах вĕсене патша конвойĕн йышне те илнĕ.[3][4]

Çапах та Кавказ вăрçи вĕçленни пĕтĕмĕшле лăпкăлăха çитереймен. Çĕр ĕçне йĕркелени чеченсене кӳрентернĕ. XIX ĕмĕр вĕçĕнче нефть уçлама пуçласан та, тупăшĕ чеченсене сахал лекнĕ. Чечнери кăштах лăпкă лару-тăрăва Раççей патши ту çыннисен пурнăç йăлине хутшăнманнипе, ăрат-йăх паллă çыннисене укçа-пурлăхпа йăпатнипе, чухăн ту çыннисене тӳлевсĕр çăнăх, тĕртнĕ пусма, тир, тум панипе, тейп тата йăх çулпуçĕсене, сумлă çынсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтернипе тытса пырать.[5]

СССР

Тискер дивизитекĕрçи пулнă Тапа Чермоев ертсе пынипе Çурçĕр Кавказ Халăхĕсен Пĕрлĕхне туса хунă, 1917 çулхи чӳк уйăхĕнче Туçи республикине (Çурçĕр Кавказ ту çыннисен Республики) пуçтарса йĕркеленĕ. Анчах та, вăрçă хĕрӳлĕхĕнчех, Хĕрлĕ Çар, Деникин тапăнса пыни республикăна пĕтерсе хурать. Чечнере анархи хуçаланма тытăнать. Большевиксемшĕн чеченсем, Кавказăн ытти халăхĕсем пекех, пĕрлĕ ĕç туса панă, вара уншăн чеченсене автономи тата чылай çĕр, çав шутра Сунжа йĕрĕнчи касак станицисене, парнеленĕ.

1920-мĕш çулсенче, коренизаци политики тапхăрĕнче чечен халăхĕн аталанăвĕ хăвăртланать. Чечен-Ингуш АССРĕ туса хураççĕ, ертӳçисене выpăс халăхĕнчен лартаççĕ.

Чеченсемпе ингушсене депортацилени

1940 çулта Хасан Исраилов пăлхавĕ хыпса тухать те 1944-мĕш çулчен хĕрсе пырать. Чылай чечен Хĕрлĕ Çарта çапăçнă пулсан та, Чечнере йĕркесĕр ĕç-пуç, уйрăмах нимĕçсем Грозный патне çывхарсан, тăсăлнă. куçарса кайнă. 1957 çулхи кăрлачăн 9-мĕшĕнче чеченсене хăйсен тăван вырăнне таврăнма ирĕк панă. Хăшĕсем Казахстанпа Киргизире юлнă.

1990-мĕш çулсем тата хыççăнхи ĕç-пуçсем

Пĕрремĕш тата Иккĕмĕш чечен вăрçи тапхăрĕнче чылай чечен Анăç Европа патшалахĕсене, Турципе арап патшалăхĕсене тухса кайнă. Çавăн пекех Раççей регионĕсенчи чечен диаспори йышĕ те ӳсет.

Чĕлхе

Чечен чĕлхи нахчи-дагестан чĕлхисен нахчи турачĕ шутĕнче пулать. Ытларах Чечен Республикинче тата Дагестанăн Çĕнĕ Лак, Казбек, Бабаюрт тата Кизилюрт районĕсенче, çаплах Ингушетире тата Раççей Федераципе Грузин урăх çĕрĕсенче, кăштах — Сирире, Иорданире тата Турцире саралнă. 1994—2001 çулхи вăрçăччен калаçакансен йышĕ — 1 мильона яхăн çын (урăх хыпарпа 950 пине яхăн). Тӳрем, шатой, аккин (аухов), чеберлой, шарой, мелхи, итумкали, галанчож тата киста диалекчĕсене уйăраççĕ.

Чечен литература чĕлхи XX ӗмӗрте тӳрем диалекчĕн никĕсĕпе тĕрĕкленнĕ. Чечен чĕлхин çырулăхĕ 1925 çулчен арап графикинче пулнă, 1925—1938 — латин графикипе усă курнă, 1938 çултанпа — вырăс графикинче (пĕр хушма сасă палли I, çаплах хăшпĕр диграфсем (кх, аь, тI тата ытти те) тата триграфсем (уьй). Чечен алфавитĕнче диграфсен йышĕ дагестан чĕлхисен алфавитĕнчи пекех, анчах та вĕсен пĕлтерĕшĕ урăхларах. 1991 çултанпа латин графикине таврăнас ĕçсем тăваççĕ. Чечен чĕлхин пĕрремĕш монографи çыравне 1860-мĕш çулсенче П. К. Услар тунă; каярах чечен чĕлхин тĕпчев ĕçĕнче Н. Ф. Яковлев, З. К. Мальсагов, А. Г. Мациев, Т. И. Дешериева тата урăх ăсчахсем чылай ӳсĕм тунă.

Чечен республикин патшалăх чĕлхи шутланать.

Тĕн

Чеченсем хушшинче суфи исламĕ икĕ тарикат пулнă: накшбандийа тата кадирийа, вăл хăй кĕçĕн тĕн ушкăнĕсене — вирд тăванлăхĕсем (пурĕпе 32çити) — пайланнă. Чечняри чи йышлă суфи тăванлăхĕ — чечен кадири шейхĕ Кунта-Хаджи Кишиевăн («зикристсем») тата вĕсенчен кĕçĕн вирдсене уйрăлса тухнисем — Баммат-Гирей-Хаджи, Чимммирзы, Мани-шейх.

Чечен тукхумĕсемпе тейпĕсем

Чечен тукхумĕ — пĕр юн ăратлă мар, çапах пĕрлĕ ĕç-пуçшăн çӳллĕ шайлă ассоциацие — тăшманран хӳтĕленме тата хуçалăх хутшăнăвĕсене тытса пыма — пуçтарăннă палăртнă ушкăнсен тейп пĕрлĕхĕ. Тукхумăн хăйĕн харпăр çын пурăнмалли, район таврашĕнчи сунар, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмелли, çĕр ĕçĕ валли территори пулнă. Кашни тукхум вайнах чĕлхин пĕр диалекчĕпе пупленĕ.

Чечен тейпĕ — ашшĕ йĕрĕпе пĕр юн ăратлă çынсен пĕрлелĕхĕ. Вĕсенчен кашнин хăйĕн пĕрлĕ çĕр тата тейп тăвĕ (унăн ятĕнчен часах тейп палăртăвĕ тухнă) пулнă. Тейп хăй «гарсене» (туратсене) тата «некъи» — хушаматсене — пайланать. Чечен тейпĕсем тăхăр тукхума — хăй евĕр территории пĕрлĕхĕ — пĕрлешĕннĕ. Чеченсен пĕр юн ăратлă çыхăнусем хуçалăх тата вăрçă ĕçĕсенче пĕрлештернĕ.

XIX ӗмӗр варринче чечен халăхĕн пĕрлĕхĕ 135 тейпран тытăнса тăнă. Хальхи самант тĕлне туçи (100 тейпа яхăн) тата айлăм (70 тейпа яхăн) тейпĕсене уйрăлать.

Халĕ пĕр тейпри çынсем тĕрлĕ çĕрте пурăнаççĕ. Пысăк тейпсем Чечнери пĕтĕм территоринче саралнă.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Главный итог кавказской войны 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Мухаджирство или переселение вайнахов на Ближний Восток 2011 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ [1] 2011 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ Зарема Nбрагимова. . — Пробел-2000. — ISBN 5-93494-068-6.
  5. ^ Ю. Веремеев. История Чечни в 1921—1941 гг.

Каçăсем

Вуламалли