Чулхула облаçĕ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Чулхула облаçĕ
Нижегородская область  

Flag of Nizhny Novgorod Region.svg Coat of arms of Nizhny Novgorod Region.svg
Чулхула облаçĕн ялавĕ Чулхула облаçĕн гербĕ
Map of Russia - Nizhny Novgorod Oblast.svg
Тĕп хули Чулхула
Лаптăкĕ

- Пĕтĕмпе
- шыв пайĕн %.

 

76 900 км²
кăштах кăна

Халăх йышĕ

- Пĕтĕмпе
- Йышлăх

 

3 359 800 патнелле (2008)
43,97/км² патнелле

Федераци тăрăхĕ Атăлçи федераци тăрăхĕ
Экономика регионĕ Атăл-Вятка районĕ
Регион номерĕ 52,152
Патшалăх чĕлхисем вырăс
Пуçлăх
Министрсен кабинечĕн ертӳçи
Патшалăх Каншĕн ертӳçи
Гимн Чулхула облаçĕн гимнĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +0300

Чулхула облаçĕ, — Раççей Федерацийĕн Европа пайĕнчи субъекчĕ. 1929 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Тӗп хули Чулхула хули. Атăлçи федераци тăрăхне кĕрет[1].

Çурçĕр-анăçра Кострома, çурçĕр-тухăçра — Киров облаçĕсемпе, тухăçра — Мари Эл тата Чăваш Ен республикăсемпе, кăнтăрта — Мордва Республикипе, кăнтăр-анăçра — Рязань облаçĕпе, анăçра — Улатимĕр тата Иваново облаçĕсемпе чикĕ тытать.

Тавралăхĕ

Истори

Мезолит эпохинче Чулхула облаçĕнче Пустынь I этем тăнă тата Наумовка I, Красный Бор 5 тата ур. пурăнан вырăнсем пулнă. Бронза эпохинчи Фатьян культурин тапхăрĕнчи виле вырăнĕсене Чкаловск, Ветлуга тата Краснобаки районĕсенче чакаласа тупнă[2].

I Петĕрĕн облаç реформи хыççăн, 1708 çулта Чулхулана таврашĕнчи çĕрсемпе пĕрле Хусан кӗпӗрнине кĕртнĕ. 1714 çулта Чулхула кĕпĕрнине туса хунă.

РСФСР йышĕнче Чулхула облаçне 1929 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче йĕркелесе янă. Çав çӳлтах, утăн 15-мĕшĕнче облаçĕ Чулхула Ен ята куçарнă (1932 çулхи юпан 7-мĕшĕнче — Горький Ен тенĕ).

1936 çулхи раштавăн 5-мĕшĕнче Ене Чулхула облаçĕ (унтан Мари тата Чăваш ресубликисем уйрăлса тухнă) ята куçарнă.

1954 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче Чулхула облаçĕнчен Арзамас облаçне кăларнă. 1957 çулхи акан 23-мĕшĕнче Арзамас облаçне пăрахăçланă, территорине Чулхула облаçне тавăрнă.

1990 çулхи юпан 22-мĕшĕнче РСФСР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хутайĕпе[3][4] облаçе вырăслаНижегородскую область ята тавăрнă.1992 çулхи акан 21-мĕшĕнче РСФСР халăх депутачĕсен съезчĕ облаçе урăх ят панине çирĕплетнĕ, РСФСР 1978 çулхи Конституцин 71 статьине улшăну кĕртнĕ, çак саккун 1992 çулхи çăвăн 16-мĕшĕнче вăя кĕнĕ[5].

1994 çулта облаç йышне Сокольски районне панă.

Хуçалăхĕ

Литература

Каçăсем

  1. «Большая российская энциклопедия». — Т. 22. Нанонаука - Николай Кавасила. — С. 660—666. — 766 с. — 26 000 экз. — ISBN 978-5-85270-358-3.
  2. ^ Т. Д. Николаенко. «Археологическая карта России: Нижегородская область» // Москва, 2004.
  3. ^ Указ Президиума Верховного Совета РСФСР от 22 октября 1990 года «О переименовании города Горького в город Нижний Новгород и Горьковской области в Нижегородскую область». çăлкуçран архивланă 13 Кӑрлач уйӑхӗн 2016.
  4. ^ Общество | Информация о Нижегородской области | История Нижегородского края | Советский период | Административно-территориальное устройство. Правительство Нижегородской области. çăлкуçран архивланă 30 Кӑрлач уйӑхӗн 2016. Тĕрĕсленĕ 13 Кӑрлач уйӑхӗн 2016.
  5. «Об изменениях и дополнениях Конституции (Основного закона) Российской Советской Федеративной Социалистической Республики» // Ведомости Съезда народных депутатов РСФСР и Верховного Совета РСФСР. — 1992. — № 20. — ст. 1084. Данный закон вступил в силу с момента опубликования в Российской газете 16 мая 1992 года.