Сергач районĕ
Сергач райо́нĕ — Чулхула облаçĕн (РФЧ) администрациллĕ-территориллĕ йĕркеленĕвĕ (район) тата пĕр ятлă муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллӑ район).
Администраци центрĕ — Сергач хула.
Географи
Район Чулхула облаçĕн кăнтăр-тухăçĕнче вăрман-çеçенхирлĕ зонăра, Атăлăн сылтăм çыранĕнче, вырнаçнă. Район Хĕрлĕ Октябрь, Гага, Бутурлин, Княгинино, Сăпас тата Пильнă районĕсемпе чикĕ тытать. Климат континентри вăтам, нӳрĕк, вăтам сивĕ те юрлă хĕллĕ тата ăшă çуллă. Ӳкекен нӳрĕк вăтамран 450—500 миллиметр. Тăтăшах çурхи-çуллахи типĕ çилсем вĕреççĕ. Сывлăшри вăтам температура +3,6 °C.
Район территорин лаптăкĕ — 1243,76 км².
Истори
Район территорине неолит тапхăрĕн вĕçĕнче этем пурăнма килнĕ.
Экономика
Сиплев
Районти тĕп сыватăш, хула поликлиники, ача-пăча консультацийĕ, хĕрарăм консультацийĕ, стоматологи поликлиники, 3 вырăнти сыватăш, тухтăр амбулаторийĕ, 25 фельдшер пункчĕ.
Асăрхавсем
Каçăсем
- sergach.omsu-nnov.ru — Сергач районĕн официаллӑ сайчӗ