Географи

Вăратин районĕ Чулхула облаçĕң тухăçĕнче вырнаçнă, Чулхула облаçĕн Воскресенск, Лысково, Сăпас, Пильнă районĕсемпе, çаплах Чăваш Енпе тата Мари Элпе чикĕ тытать.

Район территорине Атӑл иккĕне: лăсăллă вăрманлă сулахай çыранĕнчине тата сылтăм çыранĕнчине — вăрманлă-çеçенхирлине — пайлать.

Район çĕрĕн лаптăкĕ — 1936 км2 е 193 600 гектар. Вĕсенчен вăрман çĕрĕ — 96 500 гa е районти çĕрĕн 49,9 %, ял хуçалăх çĕрĕсем — 57 100 га, çав шутра сухаламашкăн — 41 600 га. Çĕр айĕнче торф пур.

Пурăнан халăх

Районта 17 666 çын (2020) пурăнать, вĕсенчен 40,03 % — хулара.

Наци йышĕ

Ĕлĕкрех кунта марисем пурăннă. Район территоринче туçи марисен тĕп хули — Цепель — шутланнă, унăн çĕрĕ хальхи Васильсурск çумĕнче пулнă. Ытларахăш халăх — вырăссем, çаплах пĕчĕк ушкăнсемпе чăвашсем тата марисем пурăнаççĕ.

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем