Чулхула шыв усравĕ
Чулхула шыв усравĕ — Атӑл çинчи Чулхула ГЭС валли юхан шыва пӳлнĕ хыççăн пулса тăнă шыв усравĕ. Пысăкăшне пула, çаплах шторм чухне хумсем 2 метр ытла хăпарнине пула вырăнтисем ăна Чулхула тинĕсĕ теççĕ. Атăлçи шыв усрав касчачĕ йышне кĕрет.
Лаптăкĕ — 1590 км², калăпăшĕ — 8,71 км³, тăршшĕ — 440 км, анлăшĕ — 14 км çити, вăтам тарăнăшĕ — 3,65 м, чи тарăнăшĕ — 22 м. Карапсем сылтăм енĕпе çӳреççĕ. Тинĕс шайĕнчен 84 м çӳллĕшĕнче.
Ярославль, Кострома, Иваново тата Чулхула облаçĕсен территорине йышăнать.