Керженец (юханшыв)
Керженец, — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Атӑлăн сулахай юппи. Тăршшĕ 290 çухрăм, бассейн лаптăкĕ — 6140 км2.
Юханшыв тăрăх байдаркăсемпе тата кимĕсемпе çинче ишеççĕ. Çавăн пекех вăрман та юхтараççĕ.
Невейка патĕнче пуçланать те Макарьево патĕнче Атăла юхса кĕрет. Атӑла юхса кĕнĕ вырăнтан çи çывăх хула — Лысково, вăл Атăлăн сылтăм енче вырнаçнă. Атăлăн сулахай енче вырнаçнă чи çывăх вырăнĕ вара Макарьево. Макарьево сали хăйĕн мăнастырĕпе паллă.
Юханшыв çавăн пекех кивĕ йăлапа пурăнакансен вырăнĕсемпе паллă. Вĕсем кунта XVII — XIX ӗмӗрсенче патша влаçĕнче тарса килнĕ.
Юпписем
Пысăк юпписем: Иркен (выр. Иргень), Пăлпаш (выр. Белбаж), Çурçĕр Козленец, Кăнтăр Козленец, Сăнухтă (выр. Санохта), Ухтыш, Хура (выр. Чёрная)
Пĕчĕкрех юпписем: Хăвăллăх (выр. Дуплянка), Черновка, Сидоровка, Гавриловка, Хурăнлă (выр. Берёзовая), Клятнăй (выр. Клятная), Алфёровка, Кунавка, Чудиха, Студенка, Демишка, Пĕсменес (выр. Безменец), Медведовка, Мишеллĕ (выр. Межевая), Мошна, Кринка, Кӳлĕллĕ (выр. Озёрочная), Клюкинка, Хăвăртшу (выр. Быстринка), Пыдрейка, Мăн Вăлăкуш (выр. Большая Великуша), Шумлевăй (выр. Шумлевая), Макариха, Хурăнлă (выр. Берёзовка), Рустайчик, Чие, Ярук, Хăмла (выр. Хмелевка), Пукай (выр. Пугай), Шушлă (выр. Жужла), Мăн Кăча (выр. Большая Куча), Ялукша (выр. Ялокша), Ламна, Поворотка, Арья, Вязилка.
- ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 10. Верхне-Волжский район / под ред. В. П. Шабан. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 528 с.