Сăр (юханшыв)

 

Сăр, — Атӑлăн сылтăм юппи. Чĕмпĕр, Чулхула, Пенза облаçĕсем тата Мордва Республикипе Чăваш Ен тăрах юхать. Юханшыв тăршшĕ 841 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 67,5 пин км2. Атăлçи тӳремсăртлăхĕнче пуçлать те малтан хĕвеланăçнелле юхать, кайран — çурçĕрелле. Юханшыври шыва ĕçме усă кураççĕ, пăрахутсем ишме пултараççĕ.

Шывĕ ытларах енĕпе юртан тулать. Пуш вĕçĕнче-ака уйăхĕнче пăр каять, ака-çу уйăхĕнче çырансенчен тухать, чӳк-раштав уйăхĕсенче шăнса ларать.

Сăр хĕрринче Сурск, Пенза, Улатӑр, Çĕмĕрле, Кӑрмӑш, Етӗрне, Васильсурск хулисем, Çĕнĕ Слобода, Пӑрачкав, Алвеле ялĕсем лараççĕ.

Вуламалли

Каçăсем

Графическая часть логотипа «Рувики» (2024).svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

ăӳĕ

  1. ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 10. Верхне-Волжский район / под ред. В. П. Шабан. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 528 с.