Етӗрне

Етĕрне (выр. Ядрин, ту çинчи мари Йӓдӹрнӓ, улăхри мари Ядырна) — Чăваш Енри хула, Етĕрне районĕн администрацийĕ вырнаçнă. 2002 çулта пурĕпе 11,1 пин çын пурăннă. Хула Сăр юханшыв çинче ларать.

Хула пуçлăхĕ — Фоланин Викентий Иванович.

Тавралӑхӗ

Историйӗ

Етĕрне турцинчи Эдирне хула ячĕпе пĕр пек илтĕнет. Унта Эдирне малтанах тĕп хула пулнă, çавăнтах янычарсен (çĕнĕ çар) шкулĕсем пулнă. Васильсурска Хусан çĕрĕсĕн çывăхăнче никĕсленĕ хыççăнах ăна хирĕç хан форпост хывать. Ячĕ Эдирне, хальхи чăвашла Етĕрне пулать. Çав вăхăтрах тăрăха чăваш ятлă çар çыннисем килсе тухаççĕ. Чăваш тени вăл вăхăтра "ертсе пыракан çар çынни" пĕлтерĕшлĕ пулнă. Хусан ханлăхĕн чиккине çирĕплетме хан татăшах çарсем ярса тăнă. Çармăс ялĕсем хушшинче çĕнĕрен форпостсем çĕкленме тытăнаççĕ — Етĕрне (Эдирне), Чорбай, Ачак,Чотай, Майдан, Крымсарайкасси тата ыттисем. 1551 çулта Курбский çырнă тăрăх "чăвашсем пурăнмалли вырăнсем, çирĕплетнĕ кармансем çумĕнче вырнаçна". (Етĕрне вырăнĕнче ĕмĕртен-авалтан чăвашсем пурăннă, кунта вĕсен çирĕплетнĕ пысăк мар карман-хула пулнă.

В.Якимов 1927 çулта çырса илнĕ чăнлавра Етĕрне ятлă-сумлă чăваш çыннин ячĕ иккенни паллă. Унта çапла каланă:

Патша чăваш çĕрĕ çине уес хули тума шутланă. Чăвашсен ятлă-сумлă çыннисем çакна пĕлеççĕ те уес хулине хăйсен ялĕ вырăнĕнче пултарас тесе тавлашма тытăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри Тукач, тепри Сарплат, виççĕмĕшĕ — Асамат. Вĕсен кашнийĕн хăйсеп пуçласа янă ялсем пулнă. Вĕсене çак ятлă-сумлă ячĕпе чĕннĕ... Юлашкинчен уес хулине илмелли хута Тукач илнĕ. Анчах Асаматпа Сарплат çакăнпа килĕшмен, Тукача хирĕç кĕрешме тытăннă. Çав вăхăтра Тукач çуртне çĕрле Етĕрне паттăр чăваш çĕмĕрсе кĕнĕ те уес тумалли хута илсе кайнă. Етĕрнен хăй ячĕллĕ ялĕ пулнă, çавăнта вара уес хули туса никĕсленĕ.

Етĕрне хули Иван Болотников, Степан Разин тата Емельян Пугачев пăлхавĕсем вăхăтĕнче те питĕ палăрнă.

В.Димитриев çырнă тăрăх:

И Цивильск, и Ядрин были поставлен русскими властями для укрепления своего положения после подавления восстания чувашских и марийских крестьян 80-х годах XVI века...

Кунти çынсем Етĕрне çынни Ахман утаман паттăр çинчен хайлавсене паянкуна упраса çитернĕ.

Халӑх йышӗ

Халӑх йышӗ
1856[1]1897[2]1913[3]1931[4]1939[5]1959[6]1970[7]1979[8]1989[9]1992[10]1993[11]
2400250055003100540062736821730410 14910 70010 700
1996[12]1997[13]2001[14]2002[15]2003[16]2005[17]2006[18]2007[19]2009[20]2010[21]2011[22]
11 00011 00011 00010 57310 60010 20010 10010 100976796149600
2012[23]2013[24]2014[25]2015[26]2016[27]2017[28]2018[29]2019[30]2020[31]2021[32]
9220898387668691858584518387825281707918
2500
5000
7500
10 000
12 500
15 000
1897
1970
1996
2005
2011
2016
2021

Наци халӑхӗсем тӗлӗшӗпе: чӑвашсем — 66,7 %, вырӑссем — 31,1 %, марисем — 0,4 %, украинсем — 0,4 %, мордвасем — 0,3 %, тутарсем — 0,3 %, нимӗҫсем — 0,1 %.

Паллă çынсем

Паллă вырăнсем

  • Михал архангел чиркĕвĕ (XVII ĕмĕрĕн вĕçĕ — XVIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕ);
  • Виçпĕрлев чиркĕвĕ (1829);
  • XIX ĕмĕрти çуртсем
  • А. В. Асламас ячĕллĕ ача-пăча ӳнер шкулĕ[33]

Ӑнлантарусем

  1. ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/jadrin/index.html.
  2. ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/jadrin/index.html.
  3. ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/jadrin/index.html.
  4. ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/jadrin/index.html.
  5. ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/jadrin/index.html.
  6. ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus59_reg2.php.
  7. ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus70_reg2.php.
  8. ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus79_reg2.php.
  9. ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus89_reg2.php.
  10. ^ http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=./86/3743/5469/5473/5557.
  11. ^ http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=./86/3743/5469/5476/5585.
  12. ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/jadrin/index.html.
  13. ^ http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=./86/3743/5469/5476/5585.
  14. ^ http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=./86/3743/5469/5476/5585.
  15. ^ http://www.perepis2002.ru/ct/doc/1_TOM_01_04.xls.
  16. ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/jadrin/index.html.
  17. ^ http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=18&id=103482.
  18. ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/jadrin/index.html.
  19. ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/jadrin/index.html.
  20. ^ http://www.gks.ru/bgd/regl/B09_109/IssWWW.exe/Stg/d01/tabl-21-09.xls.
  21. ^ https://web.archive.org/web/20210727110743/http://gov.cap.ru/HOME/75/2012/02/240212/%D1%87%D0%B8%D1%81%D0%BB%D0%B5%D0%BD%D0%BD%D0%BE%D1%81%D1%82%D1%8C%20%D0%BD%D0%B0%D1%81%D0%B5%D0%BB%D0%B5%D0%BD%D0%B8%D1%8F%20%D1%87%D1%83%D0%B2%D0%B0%D1%88%D0%B8%D0%B8%20%D0%BF%D0%BE%20%D0%B2%D0%BF%D0%BD%202010.doc.
  22. ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/jadrin/index.html.
  23. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2012/bul_dr/mun_obr2012.rar.
  24. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2013/bul_dr/mun_obr2013.rar.
  25. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2014/bul_dr/mun_obr2014.rar.
  26. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2015/bul_dr/mun_obr2015.rar.
  27. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2016/bul_dr/mun_obr2016.rar.
  28. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2017/bul_dr/mun_obr2017.rar.
  29. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2018/bul_dr/mun_obr2018.rar.
  30. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2019/bul_dr/mun_obr2019.rar.
  31. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/CcG8qBhP/mun_obr2020.rar.
  32. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/tab-5_VPN-2020.xlsx.
  33. ^ Асламас ячӗллӗ шкул ачисемпе художниксем ӑсталӑх класӗ йӗркеленӗ

Вуламалли

Каçăсем