Вӑрнар районӗ
муниципаллӑ район | |||||
Вăрнар районĕ | |||||
---|---|---|---|---|---|
Вăрнар районĕ | |||||
| |||||
|
|||||
55°30′ с. ш. 46°55′ в. д.GЯO | |||||
Патшалӑх |
![]() |
||||
Кӗрет |
![]() |
||||
Адм. центрӗ | Вăрнар посёлокӗ | ||||
Историйӗпе географийӗ | |||||
Йӗркеленӗ вӑхӑт | 1927, авӑн, 5 | ||||
Лаптӑк |
1012,59[1]
|
||||
Сехет тӑрӑхӗ | |||||
Халӑх йышӗ | |||||
Халӑх йышӗ |
|
||||
Официаллӑ чӗлхе | чăваш, вырăс | ||||
Цифрӑллӑ идентификаторсем | |||||
ISO 3166-2 кочӗ | 1927, авӑн, 5 | ||||
Телефон кочӗ | +7 83537 | ||||
Почта индексӗ | 429220 | ||||
|
|||||
Официаллӑ сайт | |||||
![]() |
|||||
![]() |
Вăрна́р райо́нĕ (чăв. Вăрнар районĕ) — Чăваш Республики (Раççей Федерацийĕ) йышĕнчи администрациллĕ-территориллĕ виçе тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллӑ район).
Администраци центрĕ — Вăрнар посёлокĕ.
Тавралăхĕ
Чăваш Ен варринче вырнаçнă. Çурçĕр енче Чăваш Енĕн Элĕк тата Красноармейски районӗсемпе, анăç енче Ҫӗмӗрле районӗпе, тухăç енче Канаш районĕпе, кăнтăр енче Йӗпреҫ районӗпе юнашар вырнаçнă. Çурçĕртен кăнтăралла, тухăçран анăçалла 35 çухрăм тăсăлать. Район çĕрĕ-шывĕн лаптăкĕ — 1012,6 км2. Район администрацийĕ Вăрнар посёлокӗнче вырнаçнă.
Халăх йышĕ, район тытăмĕ
1999 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче районта 44,2 пинĕ çын пурăннă, çав шутра 13,2 пинĕ çын — хулара (29,8 %) тата 31,0 пинĕ çын — ял çыннисем (70,2 %). Вăрнар районĕнче пĕр поселок, 101 ял. Ялта вăтамран 323 çын пурăнать. Халăх-çын тăвăрлăхĕ - 44,3 çын/тăваткалçухрăм. 91 % пурăнаканĕ — чăвашсем.
Семен Элкер Вăрнар районне кĕрекен Çармăс ялĕсем çинчен çапла çырнă:
...Кушлавăшсем пуçланнă ĕмĕрте Çавалăн анат вĕçĕнче, паллах, сĕм вăрмансем пулнă, унта çармăссем те пурăннă. Этнографсем каланă тăрăх, чăвашсемпе хутшăнса кайнă çармăс йăхĕсем пурăна киле йăлтах чăвашланса çитнĕ. Çавлăн анат вĕçĕнче те, Кушлавăш тăрăхĕнче техаль çармăссем çук. Анчах та чăваш хушшинчи хăш-пĕр ялсемпе çырма-çатра ячĕсем паян кунчченех çармăс чĕлхине е çармăс халăхне аса илтереççĕ. (Кушлавăш уйĕпе унăн çывăхĕнчех Пăтавăш, Кăкавăш, Мăркавăш ятлă пĕчĕк юханшывсем, Уравăш, Явӑш, Туçи-Çармăс, Хурăнсăр-Çармăс ятлă ялсем пур тата ытти те)...
Истори
Района 1927 çулхи авăнăн 5-мĕшĕнче уйăхĕнче туса хунă.
Çутçанталăкĕ
Çутçанталăк кунта вăтам континентлă. Вăтам температура кăрлачра -12,9°С сивĕ, утăра — 18,3°С ăшă, чи шартлама сивĕ -44 °C, питĕ шăрăх- 39,7°С. Çулта çĕр çине 552 мм çумăр-юр ӳкет. Юханшывĕсем пысăках мар. Çурçĕр-хĕвелтухăç енче Мăн Çавал 43 çухрăм тăршшĕ, кăнтăр-хĕвелтухăçĕнче — Кĕçĕн Çавал 28 çухрăм тăршшĕ юхать.
Хуçалăх
Районта Вăрнарти аш-пăш комбиначĕ ĕçлет. Чукун çул чарăнăвĕ вырнаçнă, пассажир автотранспорт йĕркелĕвĕ пур.
Паллă çынсем
- Абашев Владимир Никифорович — литература тĕпчевçи, филологи ăслăхĕсен кандидачĕ.
- Ашмаров Фёдор Иванович — Совет Союзӗн Паттӑрӗ.
- Емельянов Анатолий Викторович — çыравçă, политик.
- Иванов Алексей Иванович — Совет Союзӗн Паттӑрӗ.
- Илларионов Степан Илларионович — Совет Союзӗн Паттӑрӗ.
- Кипек Дмитрий Афанасьевич — çыравçă.
- Коротков Сергей Ксенофонтович — Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ.
- Мерчен Сергей Павлович — çыравçă, сăвăç.
- Михайлов Максим Дормидонтович — опера юрăçи.
- Праски Витти — чăваш халăх ӳкерӳçи.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
Краснов П.И. . — Вăрнар. — 2 000 экз.
Каçăсем
Чăваш Ен |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула: Шупашкар Районсем: Вăрмар | Вăрнар | Елчĕк | Етĕрне | Йĕпреç | Канаш | Комсомольски | Красноармейски | Куславкка | Муркаш | Патăрьел | Пăрачкав | Сĕнтĕрвăрри | Çĕмĕрле | Çĕрпӳ | Тăвай | Улатăр | Хĕрлĕ Чутай | Шăмăршă | Шупашкар | Элĕк | Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |
![]() |
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |