Ярмушка
Ярмушка — Чăваш Республикин Вӑрнар районӗнчи ял.
Тавралăхĕ
Ярмушка ялĕ Вăрнар паçулкинчен анăç еннелле 20 çухрăмра вырнаçнă. Яла район центрĕпе асфальтлă çул çыхăнтарать. Ял Мăн Çавал хĕрринче ларать.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
2006 çул тĕлне ялта 408 çын пурăннă.
МУ СХП "Гвардеец", Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул, медицина пункчĕ, çыхăну уйрăмĕ, культура керменĕ, ял вулавăшĕ, лавкка.
Урамсем
Тухăç, Комсомол, Ленин, Тăнăç, Çамрăксен, Шкул урамĕсем.
Кун-çулĕ
Малтан Етӗрне уесӗн Ассакасси вулăсне кĕнĕ. 1925 çулхи юпа уйăхĕн 28 хыççăн Ҫӗрпӳ уесӗн Кĕçĕн Явăш вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Вăрнар районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 17 хыççăн Калинин районне кĕнĕ. 1956 çулхи чӳк уйăхĕн 26 хыççăн хальхи вăхăтчен Вăрнар районне кĕрет.
Этимологи
Ярмушка ялĕ ячĕ акă çапла пулса кайнă: малтанах ял тăрăхĕнче вăрман кăна пулнă. Çак вăрмансенче çĕр ĕçтешĕсем патша çыннисенчен налук тӳлеме май çуккипе тарса çӳренĕ. Пĕр çĕр ĕçтĕш çăл патĕнче чарăнса тăнă та çак вырăнтах пурăнма юлнă. Çак çын Ярмуш ятлă пулнă, вăл Ярмушка ялне никĕсленĕ теççĕ.
Паллă çынсем
Вуламалли
Ӑнлантарусем
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |