Ҫӗнӗ Мӗлӗш
Ҫӗнӗ Мӗлӗш (выр. Булатово) — Чăваш Енĕн Вӑрнар районӗнчи ял, Кушлавăш уйĕн ялĕсен шутне кĕрет.
Тавралăхĕ
Кун-çулĕ
Чăваш историкĕ В.Димитриев тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, Мӳрĕш ялĕсене пуçлакансем Шупашкар уесӗнчи Çатракассисемпе вĕсен таврашĕнчи ялсенчен куçса пынă çынсем пулнă. Анчах кунта тата çакна та шута илмелле. Çатракассисем çех пулнă пулсан вĕсем хăйсен ялĕсене Мӳрĕш текен ят парас çук. Ку ялсене чи малтан пуçлакансем Ҫӗрпӳ уесӗнчи Нӳрĕш (Нӳрши) е урăхла Мӳреш ялĕнчен куçса пынă çынсем пулнă пулмалла. Çĕрпӳ районĕнчех ĕлĕк Мамалаевăпа Булатово текен ялсем те пулнă.[1].
Малтан Етӗрне уесӗн, районсене туса хуриччен Нурăс вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Вăрнар районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 17 хыççăн Калинин районне кĕнĕ. 1956 çулхи чӳк уйăхĕн 26 хыççăн хальхи вăхăтчен Вăрнар районне кĕрет.
1958 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнче 21:30 сехетре Ҫӗнӗ Мӗлӗш ҫывӑхӗнче «Аэрофлот» (СССР) авиакомпанин Ту-104А самолечӗ персе аннӑ.
Паллă ентешсем
- Бурмистров Владимир Николаевич (1946 ҫ.ҫ.) — театрпа кино актёрӗ.
- Короткова Ольга Степановна (1945 ҫ.ҫ.) — вӗрентекен.
- Михайлова Антонина Васильевна (1943 ҫ.ҫ.) — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
Каçăсем
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |