Кушар-Юнтапа
| Герб | Ялав |
|---|---|
| Кушар-Юнтапа '' | |
| Патшалăх | Раҫҫей Федерацийӗ |
| Республика | Чăваш Республики |
| Район | Вӑрнар районӗ |
| Ял тăрăхĕ | Ярмушка ял тăрăхĕ |
| Лаптăк | 413км² |
| Халăх йышĕ | 216 (2006) |
| Никĕсленĕ | 1883 |
| Телефон префиксĕ | +7 83244 |
| Почта индексĕ | 429000 |
| Вăхăт тăрăхĕ | UTC+3, çулла UTC+4 |
Кушар-Юнтапа — Чăваш Республикин Вӑрнар районӗнчи ял.
Тавралăхĕ
Кушар-Юнтапа ялĕ Вăрнар посёлăк район центрĕн хĕвел анăç енче вырнаçнă. Яла район центрĕпе асфальтлă çул çыхăнтарать. Тăршшĕ – 25 çухрăм. Кушар-Юнтапа Çавал юханшыв çыранĕ хĕрринче вырнаçнă.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
2006 çул тĕлне ялта 216 çын пурăннă.
МУ СХП "Юнтапа", медицина пункчĕ, çыхăну уйрăмĕ, культура керменĕ, ял вулавăшĕ, лавкка.
Урамсем
Тĕп урам, Çĕнĕ, Çамрăксен, Уй-хир урамĕсем
Кун-çулĕ
Кушар-Юнтапа ялĕ 150 яхăн çул каялла никĕсленнĕ. Тĕрлĕ музейри архив хыпарĕсепме çăлкуçĕсем тăрăх, ватă çынсем каласа хăварнипе ял пуçланса кайнине тĕрлĕрен ăнлантарма пулать. Анчах та чи тĕрĕсси вĕсенчен ял 1883 çулта никĕсленни çинчен палăртать.
Этимологи
Кушар-Юнтапа ялĕ ячĕ акă çапла пулса кайнă: малтанах ял тăрăхĕнче вăрман кăна пулнă. Çак вăрмансенче патша çыннисенчен налук тӳлеме май çуккипе çĕр ĕçтешĕсем тарса çӳренĕ. Пĕр çĕр ĕçтĕш çăл патĕнче чарăнса тăнă та çак вырăнтах пурăнма юлнă. Çак çын Кушар ятлă пулнă, вăл Кушар-Юнтапа ялне никĕсленĕ теççĕ.
Кушар-юнтапа ял тăрăхĕ
- Кушар-юнтапа,
- Уйкас-Юнтапа,
- Хурапыр
Халĕ Ярмушка ял тăрăхне кĕрет.
Каçăсем
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |