Ершепуç

Тавралăхĕ

Путавăш юханшывĕ хĕрринче, Йӗпреҫ-Вӑрнар çул çинче вырнаçнă. Кушлавăш уйĕнчи ялсен шутне кĕрет.

Кун-çулĕ

Ершипуç малтан икĕ ялтан тăнă: пĕрине Пармантейкасси, теприне Утьăккасси (Одиково) тенĕ. Вĕсем улăхлă Пăтавăш çырмипе уйрăлса тăнă. Икĕ касси те 1710 — 1720 çулсем тĕлнелле пуçланнă пулмалла. Халăхри сăмахсем тăрăх Пармантей çыннисем Шупашкар районӗнчи Ишлей çывăхĕнче ларнă Йĕрĕхшывпуçĕ ятлă ялтан куçса пынă пулать[2]

Малтан, районсене туса хуриччен, Етӗрне уесӗн, Нурăс вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Чăваш Енĕн Вăрнар районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 17 хыççăн Калинин районне кĕнĕ. 1956 çулхи чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăтчен Вăрнар районне кĕрет.

Вуламалли

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем