Етӗрне уесӗ
|
Етĕрне уесĕ (выр. Ядринский уезд) — 1708—1927 çулсенче пулнă Хусан кӗпӗрнин, Чăваш АО тата Чăваш АССР администрациллĕ-территориллĕ виçе. Уес хули - Етĕрне.
Етĕрне уесĕ XVI ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче 1590 çулта никĕсленĕ Етĕрне хула таврашĕнче йĕркеленнĕ. XVII ĕмĕрте уесри ытларахăш халăх чăваш ясак çĕр ĕçтешĕсем шутланнă. Тулли мар хыпарсемпе, XVII ӗмӗрĕн 80—90-мĕш çулĕсенче Етĕрне уесĕнче 1258 ясак тата 40 харпăр кил шутланнă. XVIII ĕмĕрен пĕрремĕш чĕрĕкĕнче ясак çĕр ĕçтешĕсемпе хĕсметри хăшпĕр категорири çынсене патшалăх шайне куçарнă.
Кун-çулĕ
1723 çулта Етĕрне усĕнчи куланай тӳлекен халăх йышĕ 9,2 пине çитнĕ — 581 хула çынни тата 8,6 пин ял çынни. Çĕр ĕçтешсем хушшинче чылайрахăшĕ патшалăх шайĕнче — 8 пин çын (чăвашсем); поместье çыннисем — 363 çын (вырăссем); чиркӳ-мăнастăрьте — 221 çын (вырăссем).
XVIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче чиркӳ-мăнастăрь çĕр ĕçтешĕсене патшалăх шайне куçарнă. Çапла ĕнтĕ 1795 çулта Етĕрне уесĕнче 60,7 пин патшалăх çĕр ĕçтешĕ — 59,7 пин чăваш, 971 вырăс тата 15 пин поместье вырăс çĕр ĕçтешĕ шутланнă. 1897 çулхи халăх çыравĕпе, Етĕрне уесĕнче, хуласăр пуçне, 152 пин çын (77,2 пин хĕрарăм, 74,8 пин арçын), çав шутра 140,3 пин чăваш; 11,6 пин вырăс; 40 тутар; 23 мордва тата урăх халăхсен 13 çынĕ пурăннă. Пĕрлĕлĕх енчен çапла пулнă: 150,8 пин çĕр ĕçтешĕ, 565 чун-чĕм çынĕ, 551 мещанин, 60 хисеплĕ граждан, 52 пайăр тата ăратлă дворянин, 17 купса, 1 касак хĕрĕ, 8 урăх сослови çынни, 7 çын сословине кăтартман (4 ар., 3 хĕр.).
Уесре пурнан чылайрах халăх çĕр ĕçĕпе пурăннă. XVIII ĕмĕрте (1774 çулчен.) уесре 4 эрех юхтарав савут (пурĕ харпăр алăра) ĕçленĕ. Çаплах А. И. Засыпкинăн сăран тăвакан тата çу уçлакан промăçлĕсем пулнă. 1882 çулта кунта 1 эрех юхтаракан тата 1 поташный савутсем пулнă. 1901 çулхи хыпарĕсемпе, уесре 1 эрех тăвакан тата 1 çу уçлакан савут, 827 пĕчĕк промăç лаççи (çав шутра 784 арман, çу уçлав т. ыт.), 4 пульницă, 131 шкул пулнă.
Хусан керменĕн приказĕ тытăмĕн территоринче шутланнă, 1708 çулта Хусан кĕпернине кĕнĕ; 1714 çулта ăна Чулхула кĕпĕрнине куçарннă та 1719 çулта çак кĕпернен Улатăр провинцине çырса хунă. 1779 çулта Етĕрне уесĕ каллех Хусан кӗпӗрнине таврăннă; 1781—96 çулсенче Хусан наместничественче тăнă; 1796 çулта тепер хут йĕркеленĕ Хусан кӗпӗрнине йышăннă.
1920 çулхи çĕртмен 24-мĕшĕнче уесе халь çеç йĕркеленĕ Чăваш АО йышне кĕртнĕ.
1925 çулхи акан 21-мĕшĕнче Чăваш АССР йышне кĕртнĕ.
1927 çулхи юпан 1-мĕшĕнче Етĕрне уесне пăрахăçласа унăн территоринче Етĕрне районĕ туса хунă.
Вулăссем
|
|
|
|
Вуламалли
- Полное собрание законов Российской империи. 1-е изд. СПб., 1830. Т. 30. № 1579;
- Первая всеобщая перепись населения Российской империи 1897 г. СПб., 1903. Т. XIV. Казанская губерния;
- Брокгауз Ф. А., Ефрон И. А. Энциклопедический словарь. СПб., 1904. Т. XLI;
- Статистический ежегодник России 1916 г. Пг., 1918. Вып. I;
- Димитриев В. Д. Чувашия в эпоху феодализма. Ч., 1986.
Асăрхавсем
Каçăсем
уесĕсем | ||
---|---|---|