Хусан кӗпӗрни

Хусан кĕпĕрнине 1708 çулта Пётр I хутайĕпе туса хунă. Малтан Хусан кĕперни Чулхулапа Аçтăрхана çити сарăлса выртнă. Унăн çĕрĕсене Атӑлăн сылтăмпа сулахай енчи çĕрĕсем кĕнĕ. Хусан, Сĕве, Пенза, Чĕмпĕр, Ĕпхӳ, Аçтăрхан тата ытти вăйпутлăхсенчен тытăнса тăнă. Вăйпутлăхсене 1719 çултан пуçласа провинцисем теме пуçланă. XVIII ĕмĕрте Хусан кĕпернинчен çĕнĕ тăватă кĕпĕрнене - Чулхула, Пенза, Чĕмпĕр, Аçтăрхан - уйăрнă.

undefined

Администрациллĕ пайлану

Ӳкерчĕк:Kazanskaya gubernia.png
Хусан кĕпĕрнин администрациллĕ пайланăвĕ

1781 çулта Хусан кĕпĕрнинчен Хусан енлĕхне туса хунă. 1796 çулта вара каллех кĕпĕрне ятне панă. Ку вăхăтра кĕпĕрнене çак уессем кĕнĕ: Хусан уесĕ, Арча уесĕ, Чикме уесӗ, Лаиш уесĕ, Маматăш уесĕ, Сĕве уесĕ, Сăпас уесĕ, Теччӗ уесӗ, Царевококшайск уесĕ, Ҫӗрпӳ уесӗ, Шупашкар уесӗ, Чистай уесĕ, Етӗрне уесӗ.

1795 çулта Арск, Сăпас тата Тетюш уесĕсем çухалнă, 1802 çӳлта вара вĕсене каллех туса хунă.

Çапла, 1802 çултанпа кĕпĕрнене пĕтеричченех 12 уес пулнă:

№ п/п Уес Уес хули Лаптăк,
кв.çухрăм²
Пурăнан халăх[1]
(1897), çын
1 Хусан Хусан (129 959 çын) 5012,4 350 719
2 Чикмĕ Чикмĕ (5284 çын) 4610,7 105 633
3 Лайăш Лайăш (3743 çын) 5033,1 172 460
4 Маматăш Маматăш (4195 çын) 4887,9 189 795
5 Сĕве Сĕве (2365 çын) 2774,2 126 603
6 Сăпас Сăпас (2770 çын) 5247,2 175 198
7 Теччĕ Теччĕ (4754 çын) 3480,2 185 865
8 Чархула Чархула (1658 çын) 7118,4 112 631
9 Çĕрпӳ Çĕрпӳ (2336 çын) 3044,9 164 284
10 Шупашкар Шупашкар (4738 çын) 3696,7 127 273
11 Чистай Чистай (20 104 çын) 8167,2 305 711
12 Етĕрне Етӗрне (2454 çын) 2881,9 154 493

Ӑнлантарусем

  1. ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок Демоскоп Weekly не указан текст

Темӑпа ҫыхӑннисем