Сĕве уесĕ
|
Сĕве уесĕ
|
Сĕве уесĕ — Хусан патшалăхĕ (1727 çултанпа - Хусан кӗпӗрни) йышĕнчи администраци-территориллĕ виçе. Уес хули — Сĕве.
Истори
Уес Сĕве вăйпутлăхĕнчен йĕркеленсе каайнă.
1708 çулта уесе пăрахăçланă, Сĕвене Хусан кӗпӗрнине хушнă. 1719 çулта, кĕпернесене Петра I «Об устройстве губерний и об определении в оныя правителей» хутайĕпе провинцисене пайланă чухне, Хусан кӗпӗрнири Сĕве провинцине кĕртнĕ. 1727 çулта Сĕве уесне Сĕве провинцинче тепĕр хут туса хунă. Сĕве провинцине (1719 - 1780) Сĕве, Шупашкар, Çĕрпӳ, Чикмĕ, Кокшай тата Царевококшайск уесĕсем кĕнĕ.
XVII—XVIII ĕмĕрсенче (1781-чен) Сĕве уесне хальхи Чăваш Республикин тухăç тата кăнтăр-тухăç территорин чылай çĕрĕ тата Тутарстан Республикин Атăлăн сылтăм çыранĕнчи çĕрĕсем кĕнĕ. Уесе 10 чăваш вулăсĕ (Хозесан, Ута, Темĕш, Шихали, Ар, Карамамеевская, Эйпичи, Елчĕк, Энтри, Чекур) тата темиçе чăваш ялĕллĕ 4 тутар сотни (Князь-Аклычева, Князь-Ишеева, Князь-Темеева, Князь-Байбулатова) кĕнĕ.
1781 çулта Хусан кĕпĕрнине Хусан енлĕхĕ ята куçарнă, 1796 çулта каллех кĕпĕрнене тавăрнă. 1781 çулта Сĕве уесне вакланă: халĕ Чăваш Республикинчи çĕрсене, Хусан кĕпĕрнинчи Шупашкар, Çĕрпӳ Теччӗ уесӗсене, тата кăштах анчахрах туса хунă Пăва уесне Чӗмпӗр кӗпӗрнине панă.
1917 çул тĕлне хальхи Чăваш Енĕн территорине Сĕве уесĕнчи Ширдан вулăсĕн темиçе ялĕ çеç кĕнĕ.
1920 çулта Сĕве уесне пăрахăçланă, унăн территорине Тутар АССР йышĕнчи Сĕве кантонне панă.
Пурнан халăх
Паллă çынсем
- Ваисов Багаутдин (1810—1893) — булгаризм идейине пауçараканĕ, ваисов юхăмне йĕркелекенĕ тата ертӳçи.
- Гимади Хайри (1912—1961) — историк, истори ăслăхĕсен кандидачĕ.
- Шамов Афзал Шигабутдинович (1901—1990) — тутар совет литературине пуçараканĕ.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
- Список с писцовой и межевой книги города Свияжска и уезда письма и межевания Никиты Васильевича Борисова и Дмитрия Андреевича Кикина (1565—1567 гг.). — Хусан: Тип. Имп. Ун-та, 1909 — XIII. — 143 с.
- Старые карты Свияжского уезда