Имерети патшалăхĕ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Имерети патшалăхĕ — Картлипе Кахети йĕркеленнĕ.

Патшалăхăн тĕп хули Кутаисинче пулнă.

Кун-çулĕ

XVI ĕмĕр вĕçĕ тĕлне патшалăх çĕрĕсем шутне Имерети çеç кĕнĕ. 1555 çулхи иранпа турккă хушшинчи мирлĕ килĕшӳ тăрăх вăл Исман империне пăхăннă, куланай тӳленĕ. Куланай шутне ирĕксĕр çынсем, укçа тата кунта туса илекен çимĕçсем кĕнĕ.

Патшалăхра тăтăш пăлханусем сиксе тухнă, влаçшăн пĕр-пĕринпе хирĕçни час-час пулнă. Çавăн пекех кунта çынсене сутасси йăлара пулнă. Кнеçсем пĕр-пĕринпе хирĕçесси уйрăмах XVII ĕмĕрте вăйлă пулнă. I Соломон вăхăтĕнче (вăл I Соломон хăйĕн влаçне çирĕплетнĕ хыççăн çынсене сутма чарнă, Анăçри Грузине пĕрлештерме тытăннă. II Картли Ираклий унпа вăрçă килĕшĕвне алă пуснă.

XVIII ĕмĕрте Имерети патшисем час-часах Раççейрен пулăшу ыйтнă, анчах та лешĕсем Турципе хирĕçсе кайс мар тесе пулăшма васкаман.

1774 çулта вырăссемпе турккăсем Кючук-Кайнарджи мирлĕ килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ. Вăл килĕшӳ тăрăх патшалăх Турцине куланай тӳлеме пăрахнă.

II Соломон патша Раççей патшалăхне пăхăнма килĕшнĕ. 1811 çулта патшалăх çĕрĕсем çинче Имерети облаçне туса хунă.

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем