Йошкар-Ола
Йошкар-Ола | |
Хула гербĕ![]() | |
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Мари Эл |
Никĕсленĕ: | 1584 |
Хула, çултан: | 1781 |
Халăх йышĕ, пин çын: | 253,4 (2005) |
Хула лаптăкĕ: | км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 56°38′ ç. ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 47°52′ х.т. д. |

Йошкар-Ола (çармăсла Йошкар-Ола; ĕлĕк - çармăсла Царла, Чарла, Цар-Ола, чăвашла Чархула; çармăсларан чăвашла куçарсан "Хĕрлĕ е хитре хула"), — Мари Эл республикин тĕп хули. Ĕлĕк чăвашла Чархула, вырăсла Царёвококшайск тенĕ. Хула Кĕçĕн Какшан юханшыв хĕрринче вырнаçнă.
1584 çулта никĕсленĕ, пĕтĕм лаптăкĕ 11 176 га танлашать. Администраци пуçлăх вырăнне Евгений Маслов йышăнать[1].
Халăхĕ
Хулара 248,6 пин çын пурăнать. Вĕсенчен вырăссем — 67,7%, марисем — 24%, тутарсем — 4,3%, 4% — урăх халăх çыннисем. Ӗçлекен çынсен шучĕ 178,8 пин çынпа танлашать.
Хуçалăхĕ
Хулара автобуссем, троллейбуссем çӳреççĕ, чугун çул вокзалĕ пур. Троллейбус маршучĕсен пĕтĕмĕшлĕ тăршшĕ 222,9 çухрăм, автобуссен — 151,1 çухрăм.
Çутĕç
Пĕтĕмпе хулара 39 шкул, лицей тата гимнази пур, вĕсенче пĕтĕмпе 40 пинрен ытла вĕренекен. Çавăн пекех 5 культура керменĕ, 5 театр, 3 кинотеатр, 3 пысăк музей, 7 ача-пăча ӳнер шкулĕ, 2 ача-пăча унер шкулĕ ĕçлет.
Мари нацин М. Шкетан ячĕллĕ драма театрĕ ĕçлет.
Истори
Йошкар-Ола таврашĕнче темиçе пин çул ĕлĕкех этем пурăнни паллă. Археологсем хулара та çумĕнче чылай ĕлĕххи ĕмĕрсен япалисене тупнă. Кĕçĕн Кокшака юханшыв хĕрринче авалхи çынсем мезолит тапхăрĕ вăхăтĕнчех пурăннă теме пулать.
Малтан (1584 çул) хула ячĕ Патша хули ятлă пулнă, кайран (ун пек ятлă урăх хуласем те пулнă), вăл хăш вырăнта вырнаçнине палăртма Кокшака çинчи патша хули ятне панă. Кайран вара, 1919 çулчен Царёвококшайск ятлă пулнă, 1919 (Нарӑс, 17) çултанпа 1928 (Кӑрлач, 23) çулчен — Краснококшайск.
1990 çулта Раççей истори хулисем шутне кĕртнĕ.
Тăванлă хулисем
Çавăн пекех пăхăр
Каçăсем
- Йошкар-Ола администраци сайчĕ 2005 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
- Йошкар-Ола фотографиĕсем
- Красно-Белая Йошкар-Ола
- Йошкар-Ола в Мари Эл
![]() |
Ку Мари Эл географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
![]() |
Йошкар-Ола РУВИКИ.Медиа-ра? |
---|
Мари Эл |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула: Йошкар-Ола Районсем: Атăл районĕ · Килемар районĕ · Куçенер районĕ · Мари Турек районĕ · Медведево районĕ · Моркă районĕ · Оршанка районĕ · Паранькă районĕ · Совет районĕ · Çернур районĕ · Ҫӗнӗ Торъял районӗ · Туçи Мари районĕ · Шуланкă районĕ · Юрнă районĕ Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |