Моркă районĕ

undefined

Тавралăхĕ

Район Мари Элĕн кăнтăр-тухăç пайĕнче вырнаçнă. Анăçра вăл Звениговăпа Совет районĕсемпе, çурçĕрте — Куçенерпа Паранькă районĕсемпе, тухăçра тата кăнтăрта — Паранькăпа Атăл районĕсемпе тата Тутарстанăн Атна районĕпе чикĕ тытать.

Район çĕрĕн-шывĕн лаптăкĕ — 2272 çм² е 227 200 га.

Шыв пурлăхĕ

Моркă районĕ Атӑлăн сулахай çыранĕнчи Илет юханшывăн вăтам юхам тăрăхĕнче вырнаçнă. Район территорипе Илет тата унăн сылтăм юппи Юшут, çаплах пĕчĕк шывсем — Арă, Вонжа, Ировка, Тюшумка, Шалинка, Шора, Яранка тата урăххисем — юхаççĕ.

Район территоринче 50 пĕчĕк кӳлĕ. Виççĕшĕ — Ергешьер, Кужьер, Шучьер — патшалăх хӳтĕлевĕнче. Çаплах районта 33 çăлкуç пур.

2002 çулта район территоринче 9500 га лаптăклă регион шайлă «Моркă» биологи çутçанталăк управне касса хунă.

Халăх

Районта 2006 çулхи кӑрлач, 1 тĕлне 33.98 пин çын пурăннă.

Кун-çулĕ

Района 1924 çулхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Ун шутне Царёв Кокшайск уесĕн Кумушъял, Морки, Шиньши вулăссен тата Сотнур вулăсĕн пай территрийе кĕнĕ.

Экономика

Минерал янтти

Морки районĕнче чылай минерал янтти пур: карбонат тăпри, цемент чĕрри, гипс тата ангидрид, çурт-йĕр тумалли тата силикат хăйăрĕ, тăм, чул.

Промăçлăхĕ

Халĕ районта 17 пĕчĕк промăçлă предприяти, 3 çурт-йĕр тăвакан фирма, 1 автотранспорт предприятийĕ, 1 газ-компрессор станцийĕ.

  • Зеленогорск вăрман комбиначĕ
  • Моркă хуçалахĕсен пĕрлешĕвĕ
  • Кужер вăрман хуçалахĕсен пĕрлешĕвĕ
  • Сĕт-çу завочĕ
  • Коркатово карьер управленийĕ
  • Йошкар-Ола «Контакт» тата çурмапроводник приборĕсен завочĕсен филиалĕсем
  • Моркă ЛМУМГ КС-21

Ял хуçалăхĕ

Транспорт

Паллă транспорт артерийĕ — Горький чукун çулĕн Юшут чукун çул турачĕ — района Суслонгер чарăнупа çыхăнтарать.

Хуçалăхсем хушшинчи çыхăну валли автомобиль транспорчĕпе усă кураççĕ.

Культура тата çутĕç

2004 çулхи пуш, 1 тĕлне районта пулнă:

  • 42 пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул, çав шутра
    • 17 вăтам
    • 13 тĕп
    • 10 пуçламăш
    • 2 шкул-сачĕ
    • 6 шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕ
    • 1 ача-пăча реабилитаци центрĕ
  • 1 професси училищи

Моркă районĕнче 70 культура йĕркелĕвĕ ĕçленĕ.

Вĕсем хушшинче:

  • канупа культура район центрĕ
  • 28 ял культура çурчĕ
  • 3 ял клубĕ
  • 31 библиотека
  • ӳнер ача шкулĕ
  • 4 музей
    • М.Н. Янтемир ячĕллĕ литературăпа этнографи музейĕ
    • С.Г. Чавайн ячĕллĕ литературăпа музей комплексĕ
    • Н.И. Казаков музейĕ
    • Н.С. Мухин музейĕ
  • 13 шкул музейĕ

Спорт

Районта ĕçлет:

  • 27 волейбол
  • 20 баскетбол
  • 13 футбол площадки
  • 18 футбол уйĕ
  • 8 стрелок тирĕ
  • 9 йĕлтĕр бази
  • шывра ишмелли бассейн
  • 18 спорт залĕ
  • ал пӳскипе вылямалли уй

Сывлăх сиплев çурчĕсем

2004 çулхи кӑрлач, 1 тĕлне районта 45 сиплев йĕркелĕвĕ пулнă, çав шутра:

  • район тĕп пульици
  • 1 участок пульници
  • 40 фельдшер-акушер пункчĕ
  • 3 сиплев пункчĕ

Вуламалли

Ӑнлантарусем

  1. ^ Марий Эл. Общая площадь земель муниципального образования
  2. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Tom1_tab-5_VPN-2020.xlsx
  3. ^ Перечень наименований населённых пунктов Республики Марий Эл на государственных языках Республики Марий Эл 2015 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.. Министерство культуры, печати и по делам национальностей Республики Марий Эл, комиссия по государственным языкам Республики Марий Эл, Марийский научно-исследовательский институт языка, литературы и истории им. В. М. Васильева.

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем