Гипс

Гипс — сульфатсен класĕнчи минерал, ăшĕнчипе кальций сульфачĕн гидрачĕ(CaSO4·2H2O).

Сӳслĕ тĕрлĕлĕхĕ селенит, тĕшĕлли — алебастр ятлă.

Усă курни

Сӳслĕ гипса (селенит) йӳнĕ ювелир япалисене тунă чухне усă кураççĕ. Алебастр минералĕнчен ĕлĕкренех шултра ювелир япалисене — интерьер валли (вазăсем, сĕтел çийĕсем, чернил савăчĕсем т. ыт. те) — тăваççĕ.


Сарăрах тата тачăрах тĕрлĕ гипс ĕçлемешкĕн лайăх материал шутланать.