Юрнă районĕ

Юрнă райо́нĕ (ту çинчи мари Йӱрнӹ кымдем[3], улăхри мари Йӱрнӧ кундем, выр. Юринский район)  — Мари Эле (РФ) кĕрекен администрациллĕ-территориллĕ виçе тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллӑ район). Мари Элĕн анăçĕнче, Атăлăн сулахай енче вырнаçнă.

Администраци центрĕ — Юрнă хула евĕр паççулкă.

Район лапăкĕ 2154 çм² е 215400 га.

Ӳкерчĕк:Mary El map.png
Мари Эл республикин картти
undefined

Тавралăхĕ

Атӑлăн сулахай çыранĕнче вырнаçнă. Чулхула облаçĕн Воскресенски тата Воротынски районĕсемпе, тухăç енче Мари Элĕн Килемар тата кăнтăр енчен Туçи Мари районĕсемпе юнашар вырнаçнă. Атăл юппи Ветлуга района иккĕне çурать.

Район çĕрĕ тăрăх çаплах Ветлуга, Люнда, Дорогуча шыв юхать. Республика чылай пĕчĕк юхан шывпа, кӳлĕпе пуян.

Район тытăмĕ, халăх йышĕ

2005 çулхи кӑрлач, 1 тĕлне районра 10 800 çын пурăннă. Нумай вырăссем пурăнаççĕ, çармăссем те чылай.

Кун-çулĕ

Района 1924 ҫурла, 28 йĕркеленĕ.

Район хуçалăхĕ

Çутçанталăк янтă управĕсем

Район çĕрĕ тăрăх Атăл, Ветлуга, Люнда, Дорогуча шывсем юхаççĕ. Пĕчĕк юханшыв, кӳле чылай.

Чĕрĕ пуянлăх шутĕнче: торф, тăм, хăйăр (Марьино тата Зиновьев чĕруправĕсем).

Районăн 75% ытла территорине хутăш вăрман хуплать, çĕр пичĕ тӳрем.

Промăçлăхĕ

Промăç предприятисем йывăç касаççĕ, вутă, ĕç йывăç материалĕ сутаççĕ, торф кăлараççĕ.

Этеплĕх, çутĕç

Çутĕç

  • 5 вăтам шкул
  • 4 тулли мар вăтам шкул
  • 9 пуçламăш шкул
  • ПТУ-31.

Этеплĕх

  • Районăн тĕп тата ача-пăча библиотеки, кĕвĕ шкулĕ.
  • Истори ӳнерлĕх музейĕ.

Палăкĕсем

undefined
  • Кил йăви архитектура палăкĕ «Шеремет карманĕ»
  • Михаил-Архангел храмĕ
  • Район территоринче пурĕпе:
    • 59 археологи палăкĕ
    • 21 истори палăкĕ
    • 13 архитектура палăкĕ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Республика Марий Эл. Общая площадь земель муниципального образования
  2. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Tom1_tab-5_VPN-2020.xlsx
  3. ^ Перечень наименований населенных пунктов Республики Марий Эл на государственных языках Республики Марий Эл 2015 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.. Министерство культуры, печати и по делам национальностей Республики Марий Эл, комиссия по государственным языкам Республики Марий Эл, Марийский научно-исследовательский институт языка, литературы и истории им. В. М. Васильева.

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем