Çармăссем

Çармăссем (Марисем), — Мари Эл республикин тĕп халăхĕ. Хайсене мари теççĕ, малтан черимис ятлă пулнă. Ытларах енĕпе Мари Элте пурăнаççĕ пулсан та, çăвăн пекех Удмурт, Пушкӑрт тата Тутарстан Республикисенче, Киров, Чулхула, Пермь облаçĕсенче пур. Çармăс чĕлхипе калаçаççĕ.

Виçĕ пая пайланаççĕ: Ту, Çаран, Хĕвелтухăç енчисем. Хĕвелтухăç енчисем Пушкӑрт Республикинче пурăнаççĕ, Ту енчисем — Атăлăн сылтăм енче, Çаран енчисем — Атăлăн сулахай енче.

1970 çулхи перепись тăрăх пĕтĕмпе 599 пин пулнă, 1989 çулхи перепись тăрăх — 670,9 пин, 2002 çулхи перепись тăрăх — 604,3 пин.

Октябрь революцийĕ хыççăн мари халăхĕ хăйсен автономлă облаçне туса хунă.

Çавăн пекех

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем