Пӑртассем
РАН экспертизи
РАН экспертизи


тӗрӗслесе тухнӑ
Пӑртассем — вӑтам Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнче вырнаҫнӑ йӑх пӗрлешӗвӗ. Араб авторӗсем ун пирки IX ӗмӗрте пӗрремеш хут асӑннӑ, вырӑс литература палӑкӗсенче — XIII ӗмӗртенпе[1]. Пӑртассем хӑш этноса кӗни пирки тавлашаҫҫӗ. IX—X ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче Хасар хаканлӑхне пӑхӑннӑ. Атӑл-Кама пӑлхарӗсемпе Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ытти халӑхпа пӗрпекленнӗ[2].
Историйӗ
IX ӗмӗрӗн пӗрремӗш чӗрӗкӗнчен пуҫласа «пӑртас» этнонима вӑтам ӗмӗрсенчи араб тата перс географӗсен (Ибн Руста, Ибн Хаукаля, Аль-Масуди тата ыт. те) ӗҫӗсенче тата ытти истори ҫӑлкуҫӗнче асӑннӑ[3].
Пӑртассем V—XI ӗмӗрсенче Атӑлӑн икӗ ҫыранӗпе (хальхи Сызраньрен пуҫласа Волгоград таран паянхи Сарӑту, Чӗмпӗр[4] тата Пенза облаҫӗсен ҫӗрӗсем ҫинче) пурӑннӑ[5].
VII—VIII ӗмӗрсенче вӗсен ҫӗрӗсем тӑрӑх пӑлхарсем куҫнӑ, пӑртассен ҫурҫӗр енчи ҫӗрӗсене йышӑннӑ[6][7][4]. VII ӗмӗрте пӑртассем Атӑлҫи пӑлхарсемпе печенегсем ҫине кайнӑ вунӑ пин таран юланутҫӑ тӑратнӑ. VII ӗмӗр вӗҫӗнченпе вӗсем Хасар хаканлӑхӗн аллинче пулнӑ, X ӗмӗр вӗҫӗнче вара Руҫе пӑхӑнса тӑнӑ[8].
XI ӗмӗрте половецсем килнӗ хыҫҫӑн пӑртассем хӑйсен витӗмне майӗпен ҫухатнӑ[8]. XI ӗмӗрте малалла ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнелле, Сӑрӑн ҫулти бассейнне тата кӑштах Мӑкшӑ тата Цна юханшывӗ еннелле, куҫнӑ[8].
XII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче вырӑс летопиҫӗсенче (мӑкшӑсемпе тата черемиссемпе пӗрле) Киев кнеҫӗсене пӑхӑнса тӑракан халӑх пек асӑннӑ. 1380 ҫулта пӑртассем Куликово ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑ Мамай беклербекӗн ҫарӗсен йышне кӗнӗ. XVI—XVII ӗмӗрсенчи акт докуменчӗсенче вӗсене Мордвари тата Мещёра облаҫӗнчи ютран килнӗ халӑх пек асӑннӑ[9].
Пенза облаҫӗнчи Городище хули патӗнче авалхи Пӑртас хулин юлашкисем пур[10]. Пӑртассем Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен - Атӑлҫи пӑлхарсен, тутарсен[11] (тутар-мишарсен[12]), мӑкшӑсен, пушкӑртсен тата ыттисен[13] — этнокультура аталанӑвне витӗм кӳнӗ. Мишарсене XVIII ӗмӗрчченех «пӑртассем» этнонимпа палӑртнӑ[14][8].
Вырӑс ҫӑлкуҫӗсенче пӑртассене асӑнманпа пӗрех. «Вырӑс ҫӗрӗ пӗтни ҫинчен сӑмах» авалхи вырӑс литературин палӑкӗнче вӗсене Руҫӗн финн чӗлхиллӗ кӳршисен йышӗнче асӑннӑ. Вырӑс летопиҫӗсенче пӑртассене Ылтӑн Урта халӑхӗсен йышӗнче асӑнса хӑванӑ. Тӗслӗхрен, Устюга летопиҫӗнче вӗсене Мамай ҫарӗ йышӗнче асӑннӑ, 1396 ҫулхи Никон летопиҫӗнче Пермьпе кӳршӗллӗ кӑтартнӑ[15].
Пулса кайнин теорийӗсем
Пӑртассем хӑш этнолингвистикӑна кӗни ӑслӑлӑх дискуссийӗ пулса юлать. Кун пирки тӗрле шухӑш пур[16]. Историграфире ҫак этнос ушкӑнне халалланӑ чылай статья пур[15].
Алано-ассо теорийӗ
Перси хронисчӗ Рашид ад-Дин пӑртассене мухшӑсемпе (мӑкшӑсемпе) тата арджансемпе (ирҫесемпе) пӗрле асӑнать[15]. Археолог Г.Е. Афанасьев вӗсене алансемпе пӗр пек тесе палӑртать. Иран пӗрпеклӗхне палӑртакансем «пӑртас» этнониме fard-as (асы-перевозчик) пек реконструкцилеҫҫӗ[17]. Араб ҫӑлкуҫӗсенче пӑртассен чӗлхи пӑлхар тата хасар чӗлхисенчен уйрӑлса тӑнине палӑртнӑ. Пӑртассем ирансемпе пӗр пек тесе О.И. Прицак, И.Г. Добрододов гипотеза тӑратнӑ, ӑна В.В. Напольских, Д.С. Раевский тата ыттисем ырланӑ. Археологи тӗлӗшпе пӑртассен палӑкӗсем, пӑлхарсен палӑкӗсем пекех, салтово ареалӗ шутне кӗреҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫын пытарас йӑла-йӗркере тата костюмсенче осетинсемпе мӑкшӑсен пӗрпеклӗхӗ пур[15]. Е.С. Галкина пӑртассем ҫын виллине ҫунтарса янине ҫирӗплетет, ҫакна сармато-алансен йӑли-йӗркипе пӗр пек пулнине палӑртать[18][19].
Тӗрӗк теорийӗ
Ӑсчахсен пӗр пайӗ пӑртассене тӗрӗксем тесе шутлать[20][21] (И. Смирнов, С.М. Середонин, Ф.Ф. Чекалин, В. Вестберг, А.Х. Халиков, М.Г. Сафаргалиев, Ш. Бахтиев, С. Ромашов, Г.Н. Белорыбкин, М.Р. Полесских). Ҫак шухӑш Тахир ал-Марвази тата Гардизи хайлавӗсенче тӗрӗксем пирки ҫырнӑ пайра пӑртассем ҫинчен калакан сведенисемпе ҫирӗпленнӗ. Ҫавӑн пекех пӑртассен тӗнӗ огузсен тӗнӗ евӗр пулнине палӑртнӑ. М.Р. Полесских пӑртассен хӗрлӗ-хӑмӑр керамикӑллӑ поселенисемпе пӗрпеклӗх пуррине палӑртнӑ. Хӑш-пӗр енӗпе вӑл пӑлхарсенни евӗр. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, партассем 965 ҫулта аслӑ кнеҫ Святослав Игоревич Хасар хаканлӑхне ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑн пулас Пенза облаҫӗн территорийӗнче пулса кайнӑ. М.Р. Полесских (1952—1978 ҫ.ҫ.) тата Г.Н. Белорыбкин (1998—2000 ҫ.ҫ.) экспедицисенче Золотарёв хулашне тӗпченӗ. Унӑн территорийӗнче тӗве шӑммисене тупнӑ. Ку чӗрчун суту-илӳ караванӗпе килнӗ-и пӑртассем ӑна хӑйсем ӗрчетнӗ-и — паллӑ мар[22].
Мӑкшӑ (финн-угор) теорийӗ
П.С. Савельeв, Й. Маркварт, В.В. Бартольд, В.Ф. Минорский партассем мӑкшӑсен пайӗ тесе шутлаҫҫӗ[15]. П. Голден вӗсем финн-угор халӑхӗсен пӗр пайӗпе, мишарсемпе ирҫесен мӑн аслашшӗсемпе, пӗрпекрех тесе палӑртнӑ. А.П. Новосельцев пӑртассене Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вилсе пӗтнӗ финн халӑхӗ тенӗ[15].
Теори вӗсене Городецк археологи культурин палӑкӗсемпе ҫыхӑнтарать[8][23]. Пӑртассен археологи палӑкӗсене мӑкшӑсем вырнаҫнӑ территорисенче тупнӑ. Анчах вӗсем мӑкшӑсенчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ[15].
Ӗҫӗ-хӗлӗ
Вӗсем выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнӗ, ҫӗр ӗҫӗпе аппаланнӑ, сунара ҫӳренӗ тата вӑрманти хурт-хӑмӑртан пыл пухнӑ[2]. Марвази ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, мӑйракаллӑ выльӑхсӑр пуҫне «вӗсен сыснасем пулнӑ». Сыснасем ҫинчен асӑнни пӗрремӗш вырӑнта тӑрать, ҫакӑ пӑртассем куҫса ҫӳрекен халӑх мар, хирпе юнашар вӑрманлӑ хирӗн кӑнтӑр пайӗнче пӗр вырӑнта выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетсе пурӑннине кӑтартать.
Вӗсем тирпе суту-илӳ тунӑ. «Пӑртассен ҫӗршывӗнчен хаклӑ йышши хура тилӗсен тирӗсене илсе тухаҫҫӗ, — тесе ҫырать Аль-Масуди. — Темиҫе тӗрлӗ: хӑмӑр тата шурӑ тӗслӗ, пахалӑхӗпе сӑсарпа ҫурҫӗр тиллинчен кая мар… Хура тилӗ тирӗсем, ҫак ҫӗршывпа унӑн кӳршисемсӗр пуҫне, тӗнчере урӑх ниҫта та тӗл пулмаҫҫӗ. Араб мар патшасем ҫак тирсенчен ҫӗленӗ чаплӑ кӗрӗксемпе ӑмӑртаҫҫӗ, вӗсенчен ҫӗлӗксемпе кӗрӗксем тӑваҫҫӗ. Эппин, хура тире питӗ хаклаҫҫӗ. Вӗсене Баб-ул-Абваба (хальхи Дербент), Бердана, (Кавказ леш енчи хула) тата Хорасанӑн ытти ҫӗршывне илсе тухаҫҫӗ. Славян ҫӗрӗсен ҫурҫӗрти ҫӗршывӗсене час-часах илсе тухаҫҫӗ … унтан Франципе Испание илсе каяҫҫӗ. Унтан хура тата хӗрлӗ тилӗ тирӗсене Магрибӑна илсе тухаҫҫӗ». Тилӗ тирӗсӗр пуҫне пӑртассем сӑсар, юс, хура сӑсар, пакша, хӑнтӑр тирӗсене экспорта янӑ. Кун пек чӗрчунсем вӑрманлӑ хирте кӑна пулма пултарнӑ[2].
Вӗсен пӗр пуҫлӑх пулман, старейшина ертсе пынӑ[8]. Пӗр ҫӑлкуҫра «вӗсен хӗл каҫмалли йывӑҫ ҫуртсем тата ҫулла пурӑнмалли чатӑрсем пулнӑ» тесе ҫырнӑ[24].
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ Буртасы — История России до 1917 года (выр.). russiahistory.ru. Пӑхнӑ кун: 28 Пуш уйӑхӗн 2025.
- ^ 1, 2, 3 Буртасы — история России до 1917 года (выр.). russiahistory.ru. Пӑхнӑ кун: 31 Пуш уйӑхӗн 2025.
- ^ Буртасы. Большая российская энциклопедия
- ^ 1, 2 Смирнов А. П. К вопросу о буртасах / / Краеведческие записки (Ульяновский областной краеведческий музей), в. 2. — Ульяновск: 1958.
- ^ Пилипчук Я.В. Кем были буртасы? // Историческая этнология. — 2018. — Т. 3, № 2. — .
- ^ Алихова А. Е. К вопросу о буртасах / / Советская этнография. — 1949. — № 1.
- ^ Заходер Б. Н. Каспийский свод сведений о Восточной Европе, т. 1. — М.: 1962.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Брасос — Веш. — М. : Советская энциклопедия, 1971. — 600 с. — (Большая советская энциклопедия : [в 30 т.] / гл. ред. А. М. Прохоров ; 1969—1978, т. 4).
- ^ БУРТАСЫ. Большая российская энциклопедия — электронная версия
- ^ Пензенская область . pn.triumph.ru. Пӑхнӑ кун: 31 Пуш уйӑхӗн 2025.
- ^ Мокшин Н. Ф. Из истории мордовско-тюркских связей, 1994, с. 80
- ^ Мухамедова Р. Г. Татары-мишары: историко-этнографическое исследование, 1972, с. 16
- ^ Мажитов Н. А., Яминов А. Ф. Пӑртассем // Пушкӑрт энциклопедийӗ / гл. ред. М. А. Ильгамов. — Уфа : ГАУН «Башкирская энциклопедия», 2015—2020. — ISBN 978-5-88185-306-8.
- ^ Р. Г. Мухамедова Татары-мишари. Историко-этнографическое исследование. — М.: Наука, 1972.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Пилипчук Я.В. Кем были буртасы? // Историческая этнология. — 2018. — Т. 3, № 2. — . — ISSN 2587-9286.
- ^
По этнокультурному определению буртас в результате двухсотлетнего изучения сложилось множество точек зрения, которые можно объединить в 3 основные: тюркская, аланская и мордовская (наименее распространённая). Буртасы//Ислам в центрально-европейской части России: энциклопедический словарь / Коллект. автор; сост. и отв. редактор Д. З. Хайретдинов. — М.: Издательский дом «Медина», 2009, С.55.
- ^ Афанасьев Г. Е. Буртасы и лесостепной вариант салтово-маяцкой культуры // Советская этнография. — 1985. № 3.
- ^ Галкина Е. С. Тайны Русского каганата М., 2002
- ^ Буртасы // БРЭ. Т.4. М.,2006.
- ^ Халиков, А. Х. К вопросу об этнической территории буртасов во второй половине VIII — начале Х вв. //Советская этнография. № 5.1985. — С. 161—164
- ^ Пензенская Энциклопедия , Wayback Machine çинчи 2008 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ Золотаревское городище Пензенская область кто там жил?(паллӑ мар). kop-nn.ru. Пӑхнӑ кун: 31 Пуш уйӑхӗн 2025.
- ^ Новосельцев А. П. Хазарское государство и его роль в истории Восточной Европы и Кавказа, гл.2, прим.96., гл.4 прим. 186—187.
- ^ Заходер Б. Н. Каспийский свод сведений о Восточной Европе. М., 1962. С. 27-28
Вуламалли
- Алихова А. Е. К вопросу о буртасах // Советская этнография. — 1949. — № 1.
- Афанасьев Г. Е. Исчезнувшие народы: Сборник статей (по материалам журнала «Природа») / Сост. С. С. Неретина; Под ред. П. И. Пучкова; Худож. оформл. Е. Л. Гольдина. — Наука, 1988. — С. 85—96. — 176 с. — 25 000 экз. — ISBN 5-02-023568-7. (обл.)
- Закиев М. З. Происхождение тюрков и татар. — Инсан, 2002. — 496 с. — ISBN 5-85840-317-4.
- Заходер Б. Н. Каспийский свод сведений о Восточной Европе, т. 1. — М., 1962.
- Смирнов А. П. К вопросу о буртасах // Краеведческие записки (Ульяновский областной краеведческий музей), в. 2. — Ульяновск: 1958.
- Хайретдинов Д. З. Ислам в центрально-европейской части России: энциклопедический словарь / Коллект. автор; сост. и отв. редактор Д. З. Хайретдинов. — М.: Издательский дом «Медина», 2009. — 404 с., ил. — (Ислам в Российской Федерации; Вып. 4).
- Мухамедова Р. Г. Татары-мишары: историко-этнографическое исследование. — Наука, 1972. — 246 с. — ISBN 978-5-7761-1836-4.
- Мокшин Н. Ф. Этнографическое обозрение. — Институт этнологии и антропологии имени Н. Н. Миклухо-Маклая РАН, 1994. — С. 75-86. — 175 с.
Каҫӑсем
- Мажитов Н. А., Яминов А. Ф. Пӑртассем // Пушкӑрт энциклопедийӗ / гл. ред. М. А. Ильгамов. — Уфа : ГАУН «Башкирская энциклопедия», 2015—2020. — ISBN 978-5-88185-306-8.
Финн-укăр халăхĕсем |
|
---|---|
Атăлçи | |
Перĕм | |
Балтиçум | |
Саамсем | |
Укăрсем |
Атăлçи Пăлхар |
|
---|---|
Истори |
Атăлçи Пăлхар ислам йышăнни • Владимир Святославович аслă кнеçĕн пăлхар харçи (985) • Монгол-пăлхар çапăçăвĕ (1223 е 1224) • Монголсен хĕвеланăç харçи • Монголсем Атăлçи Пăлхара ярса илни • Пӳлере хӳптĕрлени • Ылтăнту çапăçăвĕ • Ылтăн Уртан Пăлхар Улусĕ • Кашан кнеçлĕхĕ • Вырăс кнеçĕсен пăлхар харçи (1376) |
Тытăмçăсем |
|
Географи | |
Пурăнан халăх | |
Экономика |