Алмуш
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Алмуш е Алмас (мӑсӑльман ячӗ Джагфар ибн Абдуллах е Джагфар бен Абдулла[1]), ҫавӑн пекех Алмас-Хан ятпа паллӑ[1]; 895—925 ҫулсенче — Атӑлҫи Пӑлхар элтеперӗ (патши), Шилка ывӑлӗ (Силка, «Абдуллах»), пӑлхарсемпе сӑварсен йӑхӗсене пӗрлештерекенӗ тата финн-угор йӑхӗсем те кӗнӗ пӗрлӗхлӗ патшалӑха йӗркелекенӗ[2].
Биографийӗ
Алмуш пирки 922 ҫулта Аббасидсен халифӗн(выр.)чăв. аль-Муктадирӑн(выр.)чăв. элчелӗхӗн секретарӗ пек килсе кайнӑ араб ҫулҫӳревҫи Ибн Фадлан Атӑлҫи Пӑлхарта пулнине ҫырса кӑтартнинче асӑннӑ[3][4]. Вӑл патшара ларнӑ вӑхӑтра Атӑлҫи пӑлхарсем ислам тӗнне патшалӑх тӗнӗ пек официаллӑ йышӑннӑ. Дербентпа танлаштарсан (унта ислам тӗнне арапсем ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн илсе килнӗ, унсӑр пуҫне хасарсем мӑсӑлмансене нумай хут тӗп тунӑ), Атӑлҫи Пӑлхара ислам тӗнӗ мирлӗ кӗнӗ[5].
Алмуш хан IX ӗмӗр вӗҫӗнчех Джагфар бин Габдулла (унӑн мӑсӑльман ячӗ) ячӗпе укҫа кӑларнӑ пулин те, 922 ҫулта Багдадран Алмуш чӗннипе Аббасилсен халифатӗнчен Атӑлҫи Пӑлхара Ибн Фадлан ертсе пынӑ виҫӗ пинлӗ арапсен караванӗ килнӗ.
Ахмад Ибн Фадлан секретарь ячӗпе Алмуш хан хӑйӗн ывӑлне Ахмад ят панӑ.
Ҫемйи
- Арӑмӗ — огуз ҫарпуҫӗн Этрэкӑн хӗрӗ (е йӑмӑкӗ)[6].
- Ибн Фадлан Алмушӑн ывӑлӗсем пурри ҫинчен ҫырнӑ[7].
- Хӗрӗсем: пӗрремӗшӗ — хасар хаканӗн арӑмӗ[8], иккӗмӗшӗ — эскелсен йӑх ертӳҫин арӑмӗ[8].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Марджани хӑйӗн ӗҫӗнче унӑн ятне ҫапла ҫырать (куҫаруҫи: В. В. Радлов).
- ^ В.Д. Димитриев. Алмуш // Электронная Чувашская энциклопедия. — Дата обращения: 08.09.2020.
- ^ Ковалевский А. П.: Книга Ахмеда ибн-Фадлана, 1956, с. 13.
- ^ Биляр / Н. А. Кокорина, С. В. Кузьминых // «Банкетная кампания» 1904 — Большой Иргиз. — М. : Большая российская энциклопедия, 2005. — (Пысӑк Раҫҫӗй энциклопедийӗ : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов ; 2004—2017, т. 3). — ISBN 5-85270-331-1.
- ^ Ахтямова С.И. Проникновение и распространение ислама в Волжской Булгарии (конец IX - начало X в.) // Вестник Самарского государственного университета. — 2012.
- ^ Ковалевский А. П.: Книга Ахмеда ибн-Фадлана, 1956, с. 16.
- ^ Ковалевский А. П.: Книга Ахмеда ибн-Фадлана, 1956, с. 132.
- ^ 1, 2 Ковалевский А. П.: Книга Ахмеда ибн-Фадлана, 1956, с. 141.
Вуламалли
- Греков Б.Д., Воробьев Н.И., Гимади X.Г. История Татарской АССР. — Таткнигоиздат, 1955. — Т. I.
- Ковалевский А. П. Книга Ахмеда ибн-Фадлана о его путешествии на Волгу в 921—922 гг.. — Издательство Харьковского государственного университета, 1956.
- Ахунов А. М. Исламизация Волжско-Камского региона (VII—X вв.). — Отечество, 2003.
- В.Д. Димитриев Алмуш // Электронная Чувашская энциклопедия