Кăтрак

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Кăтрак (выр. Котраг, пăлх. Котраг, тут. Котраг, Көдрә хан) — Аслӑ Пӑлхарти пӑлхар йӑхӗсенчен пӗрин — куҫса ҫӳрекен халӑхӑн кутригурсен — ертӳҫи. Кӑтрак ертсе пынипе кутригурсем VII ӗмӗрте хасарсем аркатнӑ Аслӑ Пӑлхартан Вӑтам Атӑлҫи тӑрӑхне куҫса килнӗ, унта Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне туса хунӑ[1].

Кунҫулӗ

Кӑтрак — Аслӑ Пӑлхар ертӳҫин, Купрат ханӑн иккӗмӗш ывӑлӗ[2].

Купрат хан вилнӗ хыҫҫӑн (650-мӗш ҫулсенче — 660-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче вилнӗ) унӑн (Аспарух, Питпуян тата ытти ывӑлӗсем пӑлхар йӑхӗсен пӗрлӗхне упраса хӑварайман: Аслӑ Пӑлхар саланма пуҫланӑ. Малтан Аслӑ Пӑлхар икӗ пӗрлӗхе пайланнӑ, перне Питпуаян, теперне Аспарух ертсе пынӑ. Пӗрремӗшне Аслӑ Пӑлхарӑн хӗвелтухӑҫ пайӗ (Дон юханшывӗнчен аяларах) тивӗҫнӗ, иккӗмӗшне — хӗвеланӑҫ пайӗ[3].

Хасар каганачӗпе вӑрҫса выляса яни (650—660) тата арабсем тӑтӑш тапӑнса тӑни пӑлхар йӑхӗсене Дунай, Дон, Атӑл юханшывӗсем ҫывӑхне тата ытти ҫӗрсене куҫма хистенӗ[4].

Хасарсем хӗсӗрленипе 660-мӗш ҫулсенче Аспарух ертсе пыракан пӑлхарсем Дунай ҫине куҫса кайнӑ, унта Дунайҫи Пӑлхар(выр.)чăв. патшалӑхне туса хунӑ. Питпуян ертсе пыракан йӑхсем Азов тинӗсӗ ҫывӑхӗнчех юлса хасарсен влаҫне йышӑннӑ. Азовпа(выр.)чăв. Кубань(выр.)чăв. тӑрӑхӗнче пӑлхарсем («хура пӑлхарсем») йышлӑн юлнӑ, вӗсем хасарсене парӑнса вӗсене хырҫӑ тӳлесе тӑнӑ. Ҫапла вара вӑл вӑхӑтра хасарсем Каспипе Хура тинӗс хутлӑхӗнче хуҫа пулса тӑраҫҫӗа[5].

Феофан Пĕлтеревçĕн истори çăлкуçӗнче Кӑтрак Аслӑ Пӑлхар ҫӗрӗнчен куҫса кайни пирки çапла каланă[6].:

Тепĕр ывăлĕ, Кӑтрак ятлăскер, Танаис[7] урлă каçса аслă пиччĕшне хирĕçле вырнаçнă.

Астӑвӑм

2022 çулхи ҫӗртме уйӑхĕн 30-мĕшĕнче Чӑваш Республикин Шӑмӑршӑ районӗнче Атăлçи Пăлхар никĕслевçи Кăтрак ячĕпе палăк лартнă[8].

undefined

2023 çулхи кӑрлач уйӑхĕн 16-мĕшĕнче Самар облаçĕнчи Ширяево(выр.)чăв. ялĕн территорийĕнче Атăлçи Пăлхар никĕслевçи Кăтрак ячĕпе палăк лартнă[9][10].

Ӑнлантарусем

  1. ^ История татар с древнейших времен в семи томах. — Казань: РухИЛ, 2006. — Т. II. Волжская Булгария и Великая Степь. — С. 45—46.
  2. ^ Смирнов А. П. Волжские булгары. — М.: Государственный исторический музей, 1951. — С. 9.
  3. ^ Шеуджен, Фатима. Где была великая Болгария? Как Фанагория стала столицей булгаров. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ.
  4. ^ Забытая империя хазар (выр.). topwar.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ.
  5. ^ История Татарстана(Волжская Булгария, Казанское ханство) (2014-04-18). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ.
  6. ^ Хронография Феофана Исповедника по переводу версии О. Бодянского, 1854 год 2007 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
  7. ^ Дон шывне çапла каланă.
  8. ^ Открытие памятника великому предку чувашского народа, основателю Волжской Булгарии, скульптурной композиции «Котраг на коне»
  9. ^ В Самарской области установили памятник основателю Волжской Булгарии (выр.). ГТРК «Самара» (16 кӑрлачӑн 2023).
  10. ^ На берегу Волги установили памятник первому хану Волжской Булгарии — Концептуальная война. Болгарско-российские отношения. 07:22  18 января 2023 / ИА Красная Весна

Вуламалли

Темӑпа ҫыхӑннисем