Монголсемпе пӑлхарсем хушшинчи ҫапӑҫу

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Монголсемпе пӑлхарсем хушшинчи 1223 е 1224 ҫулхи ҫапӑҫӑвӗ (Жиджрӑн 620 ҫул вӗҫӗ) — Атӑлҫи Пӑлхар ҫарӗпе Субэдэйпа Джэбэ ертсе пынӑ монголсем хушшинчи ҫапӑҫу.

Истори

Ҫапӑҫу хӑш вӑхӑтра пулса иртнине тӗрӗс палӑртас енӗпе сиксе тухакан йывӑрлӑхсем ун пирки каласа паракан летописец вӑхӑта палӑртма мӑсӑльман календарӗпе(выр.)чăв. усӑ курнипе ҫыхӑннӑ.

1220 ҫулхи ҫуркунне Ала ад-Дин II Мухаммед хорезм султанне хӑваланӑ май, кайран Кавказпа Тухӑҫ Европӑри патшалӑхсене хирӗҫ пынӑ тӑватӑ ҫулхи поход вӑхӑтӗнче монгол ҫарӗсем Ҫурҫӗр Иран, Кавказ, Хура тинӗс ҫумӗнчи ҫеҫенхирсем урлӑ тухса Калка патӗнче вырӑссемпе половецсен ҫарӗсене ҫӗмӗрнӗ (1223 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗ). Калка ҫинчи ҫапӑҫу хыҫҫӑн Супетей Дон хӗрринчи ҫеҫенхирсене ҫул тытнӑ, унтан 1223 ҫулхи кӗркунне пӑлхарсен енне тапраннӑ[1].

Джэбэ пе Супетей ҫарӗсене «анӑҫ тутарӗсем» тесе асӑнакан Ибн аль-Асир арап летописецӗ вӗсем пирки ҫапла пӗлтерет[2]:

620 ҫул вӗҫӗнче Пӑлхара ҫул тытнӑ. Пӑлхар ҫыннисем вӗсем патне ҫывхарни ҫинчен илтсен темиҫе вырӑнта вӗсем ҫине вӑрттӑн тапӑнмалли вырӑнсем йӗркеленӗ, вӗсене (монголсене) хирӗҫ тухнӑ, вӗсемпе тӗл пулнӑ та, вӗсене вӑрттӑн вырӑнсем патне астарса кӗртсе тылран тапӑннӑ, ҫапла вара вӗсем (монголсем) варрине тӑрса юлнӑ; хӗҫ вӗсене пур енчен те ҫисе янӑ, шутсӑр нумай ҫынна вӗлсе пӗтнӗ. Вӗсенчен сахалӑшӗ ҫеҫ хӑтӑлнӑ. Вӗсем 4000 ҫын таран пулнӑ теҫҫӗ. Вӗсем (унтан) Саксина, хӑйсен патши Чингизхан патне таврӑннӑ, ҫапла май кӑпчаксен ҫӗрӗ вӗсенчен хӑтӑлнӑ; ҫӑлӑнса юлнисем хӑйсен ҫӗрӗ ҫине таврӑннӑ.

Ҫакна тепӗр ирӗклӗ ҫӑлкуҫра ҫирӗплетме май пур. Венгрире пурӑнакан пӗртӑван францискансем 1237 ҫулта Пӑлхара тата унӑн хӗвелтухӑҫ чиккинче пурӑнакан мадьярсем патне ҫитсе курнӑ хыҫҫӑн венгрсенчен хӑйсем вунтӑватӑ ҫул хушши тутарсемпе ҫапӑҫнине, вунпиллӗкмӗш ҫулта ҫеҫ вӗсене парӑнтарма пултарнине пӗлнӗ[3]. Пӑлхарсен ҫарӗ шутне тӗрлӗ отрядсем кӗнӗ, ҫав шутра Урал ҫумӗнчи мадьярсем те[1].

4 пин ҫын ҫеҫ хӑтӑлса юлнӑ монголсен ҫарне ҫапса аркатни икӗ тӗп сӑлтавпа ҫыхӑннӑ: Калка ҫинчи ҫапӑҫура монголсем пысӑк ҫухатусем тӳснӗ тата пӑлхарсен разведкине лайӑх йӗркеленӗ, тата вӗсен ҫарӗнче йӗрке пулнӑ. Монголсене хирӗҫ вӗсем юратакан тактикӑпах усӑ курнӑ — ултавлӑ чакса хыҫран вӑрттӑн вырнаҫнӑ отрядсемпе пырса ҫапнӑ. А. Х. Халиков шухӑшӗпе[4] пӑлхар ҫарӗсене вӑл вӑхӑтра Пӑлхар хулине тытса тӑнӑ Ильхам-хан ертсе пынӑ, ҫапӑҫу вара монголсем Атӑл урлӑ каҫнӑ хыҫҫӑн пулса иртнӗ.

Монголсен престолне Угэдэй йышӑннӑ хыҫҫӑн (1229) Супетее 30 пинлӗ ҫарпа каллех «Кӑпчак, Саксин тата Пӑлхар» енне (Рашид ад-Дин пӗлтернӗ тӑрӑх) ӑсатнӑ. Анӑҫалла кайнӑ поход тапхӑрӗнче Атӑлҫи Пӑлхара ҫӗнсе илнӗ (1236), монгол ҫарӗсем Руҫ ҫине тапӑнса кӗнӗ.

Ҫапӑҫӑва археологи тӗлӗшӗнчен ҫирӗплетни

Г. Н. Белорыбкин археолог Ылтӑнту хулаш[5] таврашӗнче ҫак ҫапӑҫу мӗнле пулса иртни тата вӑл ӑҫта вырнаҫнине каласа паракан япаласен туххине тупса палӑртнӑ[1].

Сӑр Лукин чи инҫет пайӗнче вырнаҫнӑ Ылтӑнту хулашӗ — Сӑр тӑрӑхӗнчи пӑлхар ҫӗрӗсен чи кӑнтӑр пайӗ, кунта темиҫе суту-илӳ ҫулӗ, сӑмахран, Рязаньпе, Киевпа, Анатри Атӑлпа ҫыхӑнтараканнисем, вырнаҫнӑ. Хулаш XI — XIII ӗмӗрӗн пӗрремӗш виҫҫӗмӗш пайӗнче пулнӑ, кунта пӑлхарсен хӳтӗлевне питӗ вӑйлӑ йӗркеленине асӑрхама пулать: вӑл сӑмсах евӗрлӗ пӗртен-пӗр хулаш пулнӑ, ҫерем енчен тӑватӑ рет канав тата вал хатӗрленӗ пулнӑ.

Ҫак хулаш таврашӗнче тупнӑ япаласен пуххи, уйрӑмах тӗрлӗ хӗҫ-пӑшала асӑрхани (тӗслӗхрен ҫӳлти виҫҫӗмӗш пайӗнче манжетлӑ хӗҫсем), чиксе касакан универсаллӑ хӗҫсем (пальмӑсем, ут хатӗрӗсемпе пиҫиххисен пайӗсем), вӗсене тӗп Азире е Инҫет Тухӑҫра (Амурҫум тӑрӑхӗ таран) ӑсталанине кӑтартаҫҫӗ. Асӑннӑ япаласен пуххи Хӗвелтухӑҫри Европӑна Субэдейпа Джэбэ ҫарӗсемпе пӗрле ҫеҫ лекме пултарнӑ[1].

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ӑнлантарусем

Ҫӑлкуҫсем

  • Ибн аль-Асир летопиҫӗ // Сборник материалов, относящихся к истории Золотой Орды / Пер. В. Г. Тизенгаузена. — СПб.: Тип. Императорской Академии Наук, 1884. — Т. 1: Извлечения из сочинений арабских.

Вуламалли

  • Аннинский С.А. Исторический Архив. — Изд-во АН СССР, 1940. — Т. 3. — С. 71-112.
  • Измайлов И. История татар с древнейших времён (в семи томах). Улус Джучи (Золотая Орда) XIII - середина XV в. — Академия Наук Республик Татарстан. Институт Истории им. Ш. Шарджани, 2009. — Т. 3. — 1055 с.
  • Белорыбкин Г.Н. Золотарёвское поселение. — ИИМК Рос.Академии Наук, 2001. — 190 с.
  • Фахрутдинов Р. Г. Очерки по истории Волжской Булгарии / Отв. ред. С. А. Плетнёва. — Наука, 1984. — С. 98. — 216 с. — 3000 экз.
  • Халиков А. Х. Монголы, татары, Золотая Орда и Булгария / Тутарстан ӐА. — Фэн, 1994. — 168 с.