Пӳлер
Этимологийӗ
Пӳлĕр сăмаххи авал тĕн çыннине пĕлтернĕ. Пĕлӳ сăмахинчен пулнă. Тепĕр май каласан ăслă та тăнлă çынна пĕлтернĕ.
Истори
Вырăс летописĕсенче ăна «Мăнхула» (вырăс. Великий город) тесе çырнă. 1236 çулта хулана монгол çарĕсем аркатса пĕтернĕ.
Археологи ĕçĕсем вăхăтĕнче хула вырăнĕнче кăкшăмсене тата ытти савăт-сапана тупнă. Çавăн пекех Иранран, Вăтампа Малти Азирен, Кавказран, Руçрен тата Китайран илсе килнĕ япаласене тупнă.
Арап çулçӳревçи Ибн Фадлан каланипе, хулана атăл пăлхарĕсен Алмуш патша астулра чухне, 922 çулта никĕсленĕ[1]. Пӳлер хулашĕнче тупнă пĕрремĕш археологи материалĕсене X ĕмĕрте тунă[1].
Пӳлер Анăç Чулман Атăл лешьенĕнче, Кĕçĕн Çарамсан сулахай çыранĕнче (хальхи Тутарстан Республикин Алексеевски районĕ) вырнаçнă.
Вырăссен истори хроникисенче хулана 1164 çулта пĕрремĕш (Лаврентий çулталăка çырни) Мăнхула Великий Город тесе асăннă. XII ĕмĕртенпе Атăлçи Пăлхарăн тĕп хули[2]. Юлашкинчен Мăнхула пирки 1236 çулта çырни пур, ун чухне монголсем тапăнса килсе хулана çаратнă та çунтарса янă.
Чылай тĕпчевçĕ шухăшĕпе, пушкӑртсем хушшинче пăлхар кăкĕнчен тухнă буляр йăхĕ асăннă хуларан тухса пурăнма килнĕ.
Пӳлер хулашне кăтартни
Хулаш тикĕс плато çинче вырнаçнă, Кĕçĕн Çарăмсан юханшыв еннелле анса пырать. Хулаш урлă икĕ пĕчĕк шыв — Билярка тата Елшанка (иккĕшĕ те — Кĕçĕн Çарамсанăн сулахай юпписем) юхать. Хулашăн тăваткал хормиллĕ, кĕтесĕсем тĕнче пайĕсем çинелле тĕлленнĕ. Пайĕсем: цитадель, шалти хула, тулаш хула, посад.
Цитадель (юман хӳмесем, лаптăкĕ 20 га яхăн) хула варринче ларнă.
Пӳлер хулашĕн тĕп объекчĕсем
Литература
- Исследования Великого города. — М., «Наука», 1976. — 264с. [Билярское городище].
- Н. А. Кокорина, С. В. Кузьминых. .
Каçăсем
| Ку Историпе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
- ^ 1, 2 Биляр в БРЭ.
- ^ Хăшпĕр историк тĕп Пăлхара тĕп хула тет
