Шукăль
Шукăль — Самар облаçĕн хули, Атăлçи Пăлхарăн авалхи хули.
Тавралăхĕ
Хула Атӑлăн вăтам юхăмĕн сылтăм çыранĕнче, «Самар Луки» наци паркĕн Шукăль тăвĕн айлăмĕсенче вырнаçнă.
Халăх йышĕ — 55,5 пин çын (2005).
Тавралăхĕ
Тольяттипе тата Самар облаçĕн Ставрополь районĕпе юнашар.
Кун-çулĕ
Хула Атӑлан сылтăм çыранĕнче, çӳллĕ сăртсем çинче капланса ларнă пулнă. Çав Шукăль тăвĕсем хулана ташманран сыхланă. Халĕ вĕсене Шукăль тăвĕсем теççĕ. 800 çул каялла питĕ çӳллĕ, чуллă та хысаклă пулнă.
1236 çулта Атăлçи Пăлхарăн шĕкĕр хулине — Пӳлере — тутар-монголсем çĕмĕрсе тăксассăн Пачманпа Ылттăнчеч Шукăльре çирĕпленсе лараççĕ. Вĕсем кунта пĕр çулталăка яхăн тăшманпа кĕрешеççĕ. 1237 çул вĕçĕнче урса кайнă тăшмансем Шукăль хулине çунтарса яраççĕ.
Хула ретне 1952 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче РСФСР Аслă Канаш Президиумĕн хушăвĕпе Жигулёвск ĕçтĕш паçулкинчен туса хураççĕ.
2006 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне муниципаллă йĕркеленӳ — Шукăль хула тăрăхне — туса хунă. Хула тăрăхĕ шутне — Бахилова Поляна, Зольное, Солнечная Поляна, Богатырь тата Ширяево — ялсем кĕнĕ. Çак ялсем 25 км тăршшĕ Атăлăн сылтăм çыранĕ хĕрринче Самар лукин çав тери хӳхĕм вырăнĕнче лараççĕ.
Шукăльтен Атăлăн сылтăм çыранĕнче, 5 çм турирех, хулана кĕрекен Панулми Çырми микрорайон (малтан — хула евĕр паçулкă) вырнаçнă.
Шукăль тĕлĕнче XVII ӗмӗртенпе Моркваши тата Отважное ялсем пулнă. 1942 çулта Панулми Çырми патĕнче Девон тапхăрĕн нефтьне тупнă. Нефте Самар лукин урăх вырăнĕсенче те тупнă. 1950-мĕш çулсен пуçламăшĕнче хула районĕнче ĕçĕ кĕртнĕ самантра тĕнчере чи пысăк шутланнă В. И. Ленин ячĕллĕ Атăл ГЭС-не (халĕ Шукăль ГЭСĕ) 1957 çулта туса лартнă. 1950—1960 çç. Панулми Çырми ялĕнче пысăк цемент савутне хута янă.
Климат
- континентлĕ;
- сивĕ хĕлтен шăрăх çăва çанталăк хăвăрт куçать;
- çулталăкра вăтамран — 440 мм нӳрĕк ӳкет;
- çулталăкри вăтам температура +3,6 °C;
- кăрлачри вăтам температура −13 °C;
- утăри вăтам температура +20,3 °C.
Промăçлăх
Паллă çынсем
- Балахонов Сергей Григорьевич (1952 çур.) — Шукăлен малтанхи пуçлăхĕ.
- Муравленко Сергей Викторович (1950 çур.) — Патшалӑх думин депутачĕ, Этем пĕрлĕх Ту Ăслăх Академийĕн чăн пайташĕ.
- Плохов Евгений Михайлович (1947 çур.) — 2000 çултанпа Куйбышев чукун çулĕн ертӳçи.
- Саитов Олег Элекпаевич — раççей боксёрĕ, Олимп вăййисен чемпионĕ.
- Свешников Николай Всеволодович (1953 çур.) — Самар облаçĕн промăçлăхĕпе энергетика министрĕ
Вуламалли
- Джувейни (перси историкĕ), "Тарих-и Джахангушай" (Тĕнчене çĕнтерсе илни).
- Тизенгаузен В.Г., «Сборник материалов, относящихся к истории Золотой Орды», 1941.
- Рашид-Эд-дин, «Сборник летописей», 1960.
- Фатых Урманчеев, «Героический эпос татарского народа».
- Юхма Мишши, "Авалхи чăвашсем", 1996, Шупашкар.
Каçăсем
- Хула администрацин официаллă сайчĕ
- Шукăль хула тăрăхĕн порталĕ
- Хула сайчĕ
- Шукăлĕн халăх транспорчĕ 2008 ҫулхи акан 23-мӗшӗнче архивланӑ.
- Прогноз погоды в Жигулёвске
- Шукăль хулин герб историйĕ( ӗҫлемен каҫӑ)
- Шукăль çутçанталăк усравĕн хыпарĕсем 2008 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- Всё о Самарской Луке и Жигулевском заповеднике
- Самарская Лука наци паркĕн хыпарĕсем
- Самар Луки нацпарк хыпарĕсем 2008 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Шукăлĕн Радиотехника Техникумĕн сайчĕ