Атăлçум районĕ (Самар облаçĕ)
Атăлçум районĕ — Самар облаçĕн (РФ) кăнтăр-анăçĕнчи администрациллĕ-территориллĕ виçи (район) тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллӑ район).
Администраци центрĕ — Атăлçум сали.
Тавралăхĕ
Лаптăкĕ — 1 379,3 çм². Район çурçĕрте тата тухăçра Самар облаçĕн Пĕçен тата Хворостянски районĕсемпе, кăнтăрта — Сарă ту облаçĕн çĕрĕсемпе чикĕленет. Самар шăвармалли-шывлатмалли каналĕтанчен районти пĕтĕм ялхуçалăх çĕрне шăвараççĕ.
Юханшывсем — Атӑл, Чакра.
Халăх йышĕ, район тытăмĕ
Район халăхĕ — 24 пин çын. Пурĕпе 24 пурăну вырăнĕ.
Кун-çулĕ
Района 1930 ç. йĕркеленĕ. 1963 ç. аркатса янă, 1967 ç. пуçламăшĕнче — каллех пуçтарнă.
Каçăсем
- Сведения на сайте областной администрации 2008 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- Портал Самарской Губернской Думы и представительных органов муниципальных образований в Самарской области 2008 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче архивланӑ.:
- ( ӗҫлемен каҫӑ) Муниципалла районăн Уставĕ
- Муниципаллă районăн гербĕ 2010 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче архивланӑ.