Хăмăшлă районĕ

Хăмăшлă районĕСамар облаçĕн çурçĕр-тухăçĕнче вырнаçнă çĕр. Администраци центрĕ — Хăмăшлă ялĕ.

Тавралăхĕ

Лаптăкĕ 823 çм2 Паллă шывĕсем — Сук тата унăн юпписем.

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

Районта 12 пин çын пурăнать. Район шутне 22 пурăну вырăнĕ кĕрет, вĕсенчен 13-че тутарсем пурăнаççĕ.

Кун-çулĕ

Района 1929 çулхи юпан 9-мĕшĕнче йĕркеленĕ.

Наци йышĕ

  1. Тутарсем — 9613 çын (81 %)
  2. Вырăссем — 1115 çын (9,4 %)
  3. Чăвашсем — 617 çын (5,2 %)
  4. Мордвасем — 176 çын (1,48 %)
  5. Украинсем — 93 çын (0,78 %)
  6. Азербайджансем — 93 çын (0,78 %)

Экономика

Хăмăшлă районĕнче 10 колхоз, çĕр ĕçтĕшĕсен хуçалăхĕсен ассоциацийĕ, 26 çĕр ĕçтĕш фермер хуçалăхĕ.

Районăн промăçлăхĕ йышне Хăмăшлăри Промкомбинат тата Хăмăшлăри сĕт-çу савучĕ кĕрет. Районти транспорт отраçлĕнче АООТ «Автотранспорт предприятийĕ» тата АООТ «Хăмăшлăри Агропромтранс». Банк ĕçлет.

Культура

Хăмăшлă районĕнче тутар халăх театрĕ, «Ак каен» («Шурă хурăн») фольклор ансамблĕ, вырăнти «Нур» телекурав каналĕ. «Камышлы хәбәрләре» («Хăмăшлă хыпарĕсем») хаçат тухать, редакторĕ — Резеда Мухтабаровна Тухбатшина.

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем