Сук (юханшыв)
Сук — Атăлăн сулахай юппи, Самар облаçĕ тата Ӗренпур облаҫӗ тăрăх юхать.
Тăршшĕ 364 км, бассейн лаптăкĕ 11,7 пин. км².
Пелепей-Пăкăльма сăртлăхĕнче пуçланать. Самар хулин çурçĕр пайĕнче Сарăту шывуправне кĕрет. Шывĕн нумайрах пайĕ юртан пулать. Ака уйăхĕнче е çу уйăхĕн пуçламăшĕнче ейӳ илет. Юпа уйăхĕн вĕçĕнче, чӳк уйăхĕн пуçламăшĕнче шыв пăрланать. ака уйăхĕнче пăр каять. Юханшыв çинче шыв юхăмне тикĕслеме пĕвесем тунă. Юпписем çинче пĕвăсем пур. Сергий салине Сук юханшывĕн шывĕпе тивĕçтереççĕ. Сук юханшывĕ çинче Серноводск (Самар облаçĕ), Сургут (Самар облаçĕ) вырнаçнă. Аялти пайĕнче Сук тăрăх кимĕсем çуреме пултараççĕ.
Истори
Юпписем
Каçăсем
- Историко-географическая экспедиция «К истокам реки Сок в Оренбургской области» 23-25 июля 2004 года 2009 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Плавание по р. Сок. д. Соколинка — c.Красный Яр
- Сок — ПСЭ
- ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 12. Нижнее Поволжье и Западный Казахстан. Вып. 1. Нижнее Поволжье / под ред. О. М. Зубченко. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 287 с.