Клевлĕ районĕ

Клевлĕ райо́нĕСамар облаçĕн (РФ) çурçĕр-тухăçĕнчи администрациллĕ-территориллĕ виçи (район) тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллӑ район)

Администраци центрĕКлевлĕ хула.

Клевлĕ районĕ, — Самар облаçĕн çурçĕр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă район. Район лаптăкĕ — 1255,6 км2. Район центрĕ Самар хулинчен 215 çухрăмра ларакан Клевлĕ станциĕнче вырнаçнă. Района 1965 çулта туса хунă.

Çурçĕр енче Тутарстан, хĕвел анăç енче Шăнтал тата Исаклă районĕсем, кăнтăр енче Хăмăш районĕ, хĕвелтухăç енче Оренбург облаçĕ вырнаçнă. Çурçĕртен кăнтăралла 35 çухрăма, анăç енчен тухăç еннеле 38 çӳхрăма тăсăлнă.

Район пуçлăхĕ — Соловьев Иван Николаевич.

Халăх йышĕ

Районта пурĕ 53 ял. 16, 4 пин çын пурăнать. Вырăссем – 34,5%, чăвашсем (районта 16 чăваш ялĕ) – 30,6%, ирçе – 27,7%, тутарсем – 5,4% тата ыттисем – 1,8%.

Çĕр айĕнчи пурлăхсем

Районта нефть, çурт хăпартмалли материалсем, бутовăй чул, гипс, хăйăр, тăм пур. Районăн тĕп отрасĕлĕ вырăнĕнче ял хуçалăх тăрать.

Вуламалли

Ӑнлантарусем

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем