Сидюков Алексей Фёдорович
Сидюков Алексей Фёдорович — Совет Союзӗн Паттӑрӗ, снайпер. Вăл 1909 çулта Самар облаçĕн Клевлĕ районĕчи Клевлĕ ялĕнче çуралнă. 1944-мĕн çултан КПСС пайташĕ.
Вăрçăра 1941-мĕш çулхи раштав уйăхĕнчен. 222-мĕш гварди стрелоксен полкĕн (72-мĕш гварди дивизийĕ, 7-мĕш гварди çарĕ, Çеçенхир фрончĕ) снайперĕ Алексей Сидюков 25.9.43 каçхине малтисен хушшинче Днепропетровск облаçĕн Верхнеднепрвск районĕн Бородаевка ялĕ патĕнче Днепр юханшывĕ урлă каçнă. Плацдарма тытса тăнă тата сарнă вăхăтра снайпер 14 гитлеровеца пĕтернĕ.
1945-мĕш çулхи Мускаври Çĕнтерӳ парадне хутшăннă. Клевлĕ районĕнчи Чигмалиновка ялĕнче пурăннă, колхозра ĕçленĕ.
Чыславсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ № 1500;
- Ленин орденӗ;
- Тăван çĕршыв вăрçин орденĕ (1 шай)
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ - 2.
Хура Çăл ялĕнче ăна асăнса урам ятне панă.
Асăрхавсем
Вуламалли
- Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 2. М.: Воениз., 1988
- Наши земляки - Герои Советского Союза. 3-е изд. Чебоксары, 1980.
- Подвиг во имя Родины. Книга 1. Куйбышев, 1965
Каçăсем
Сидюков Алексей Фёдорович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |