Захаров Георгий Нефёдович
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Гео́ргий Нефёдович Заха́ров (1908 ҫулхи акан 24-мӗшӗ, Кивĕ Симел, Самар кĕперни — 1996 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗ, Мускав) — совет саманин лётчик-истребителӗ тата ҫар пуҫлӑхӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945). Авиаци генерал-майорӗ (1940).
Ачапа ҫамрӑклӑх ҫулӗсем
Самар облаҫӗнчи хальхи Клевлӗ районне кӗрекен Кивӗ Симел чӑваш ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вырӑс. Ашшӗ-амӑшӗ вилнӗ хыҫҫӑн 1920 ҫулта 12 ҫулхи ача хӑйӗн йӑмӑкӗпе пӗрле кил-ҫуртсӑр ҫапкаланса ҫӳренӗ. Ача-пӑча приютӗнче чӗрӗ юлнӑ, унтан ӑна Хӗрлӗ Ҫартан демобилизациленсе киле таврӑннӑ пиччӗшӗ илсе кайнӑ. Хресчен хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ, батрак пулса ҫӳренӗ. 1925 ҫулта ялти хресченсен комитечӗн председателӗ пулма суйланӑ. 1927 ҫулта Рязановӑри ял хуҫалӑх техникумне вӗренме кӗнӗ, ӑна 1930 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. 1929 ҫултанпа ВКП(б) членӗ.
Ҫар хӗсмечӗн пуҫламӑшӗ
1930 ҫулта Хӗрлӗ Ҫар ретне чӗнсе илнӗ. 1933 ҫулта Сталинградри лётчиксен 7-мӗш ҫар шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1934 ҫулта А. Ф. Мясников ячӗллӗ лётчиксен 1-мӗш ҫар шкулӗ ҫумӗнчи звено командирӗсен курсне вӗренсе пӗтернӗ. 1934 ҫултанпа Киеври Украина ҫар округӗн ВВС 36-мӗш истребитель авиаци бригадин 109-мӗш авиаци эскадрильйинче асли лётчик тата звено командирӗ пулса хӗсметре тӑнӑ. Павел Рычаговӑн авиаотрядӗнче хӗсметре тӑнӑ, аслӑ пилотаж мастерӗ пулса тӑнӑ.
1936 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 1937 ҫулхи ака уйӑхӗччен Захаров лейтенант Энрико Лорес суя ятпа Испанири граждан вӑрҫине(выр.)чăв. хутшӑннӑ[1]. Рычаговӑн авиагруппинче И-15 истребительпе вӗҫнӗ, пилот пулнӑ, каярахпа ҫапӑҫусенче ӑна звено командирне лартнӑ. 1936 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗнче пӗчченех тӑшманӑн 12 истребительне хирӗҫ ҫапӑҫӑва кӗнӗ (хӑй каласа панӑ тӑрӑх, вӗсене хӑйсен самолёчӗсем тесе шутласа вӗсем патнелле вӗҫнӗ), йӑлт шӑтса пӗтнӗ машина ҫинче аран-аран анса ларма пултарнӑ. 1936 ҫулхи раштав уйӑхӗн варри тӗлне пӗччен 1 тата ушкӑнпа 2 хут ҫӗнтернӗ[2]. Ҫак вӑрҫӑра мӗнпурӗ миҫе хут ҫӗнтерни паллӑ мар, хӑш-пӗр авторсем вӑл пӗччен 6 тата ушкӑнпа 4 самолёт персе антарнӑ тесе ҫыраҫҫӗ[3].
Испанирен таврӑннӑ хыҫҫӑн, 1937 ҫулхи ҫӗртмерен пуҫласа чӳк уйӑхӗччен — 109-мӗш авиаэскадрильин отряд командирӗ (Васильков). 1937 ҫулта ӑна асли лейтенант ҫар хисепне панӑ.
1937 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 1938 ҫулхи юпа уйӑхӗччен правительство хушнипе Китайра командировкӑра пулнӑ. Унта Японипе Китай хушшинчи вӑрҫӑри(выр.)чăв. ҫапӑҫусене тӳррӗнех хутшӑннӑ тата чылай публикаци тӑрӑх, яппунсен 2 самолётне персе антарнӑ, китай пилочӗсене вӗрентнӗ, Вӑтам Азири аэродромсенчен Китая совет истребителӗсене хӑваласа кайса панӑ. СССР-а трофейлӑ япони истребительне илсе килнӗ чухне авиакатастрофӑра чутах вилмен, аллине кӑна хуҫнӑ. 1938 ҫул вӗҫӗнче Китайран таврӑнсан СССР хӳтӗлев халӑх комиссарӗ К. Е. Ворошилов хӑй хушнипе ӑна асли лейтенантран тӳрех полковник пулма лартнӑ.
1938 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 1940 ҫулхи чӳк уйӑхӗччен — Ҫӗпӗр ҫар округӗн ВВС командующийӗ. Ҫав вӑхӑтрах 1939—1940 ҫулсенче РККА Тӗп штабӗн академийӗ ҫумӗнчи ултӑ уйӑхлӑх курсене вӗренсе пӗтернӗ. СССР-та генерал ҫар хисепӗсене кӗртнӗрен СССР Халӑх комиссарӗсен канашӗн 1940 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе Г. Н. Захарова «авиаци генерал-майорӗ» ҫар хисепне панӑ. Вӑл СССР-ти чи ҫамрӑк генералсенчен пӗри пулнӑ (ун чухне вӑл 32 ҫулта пулнӑ), анчах та малалли 20 ҫул хӗсметре тӑнӑ вӑхӑтра ӑна малалли ҫар хисепе паман. 1940 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Хӗвеланӑҫри Уйрӑм ҫар округӗн ВВС 43-мӗш истребитель авиаци дивизи (1941 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен — 43-мӗш хутӑш авиаци дивизи) командирне лартнӑ.
1941 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Захарова ятарлӑ задани хушнӑ: советсемпе германи чиккин тепӗр енне разведка тума вӗҫсе каясси. Захаров По-2 ҫинче чикӗ ҫумӗнчи территорин нимӗҫсен пайӗ урлӑ кӑнтӑртан ҫурҫӗрелле 400 км яхӑн вӗҫсе иртнӗ. Вӑл «хальхиччен курман пек нумай ҫар пухӑннине» асӑрханӑ. Захаров хӑйӗн донесенийӗнче ҫапла ҫырнӑ: «патшалӑх чиккинчен хӗвеланӑҫнелле ҫар йышлӑ […] япӑх пытарнӑ е пачах та пытарман танксем, бронеавтомобильсем тата артиллери […] ҫулсем тӑрӑх мотоциклистсемпе автомобильсем ҫӳреҫҫӗ, штабрисем пулмалла»[4].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине пӗрремӗш кунран пуҫласах хутшӑннӑ. Вӑрҫӑ пуҫланас умӗн дивизин полкӗсем хирти аэродромсем тӑрӑх вырнаҫнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа нимӗҫ авиацийӗ тапӑнма пуҫласан пысӑк инкек тӳсмен, йӗркеллӗн ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Захаров генерал хӑй Минска сыхлама И-16 истребительпе вӗҫсе тухнӑ та хула ҫийӗн нимӗҫсен 2 бомбардировщикне персе антарнӑ. Малалла Хӗвеланӑҫ фронтӗнчи СҪВ йышӗнче ҫапӑҫнӑ, Белосток-Минск тата Смоленск хӳтӗлев ҫапӑҫӑвӗсене, Мускавшӑн пынӑ ҫапӑҫӑвӑн хӳтӗлев тапхӑрне хутшӑннӑ.
1941 ҫулхи юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Захаров генерала хӑйӗн авиадивизине Гжатскри аэродрома куҫарма хушнӑ. Вӑл ҫак аэродрома техника тӗлӗшӗнчен усӑ курма юрӑхсӑр тесе шутланӑран, ҫавӑн пекех тӑшманӑн тапӑнса килекен чаҫӗсем ҫывӑх пулнине шута илсе, приказа хирӗҫле дивизие хӗвелтухӑҫнелле — Можайскпа Кубинка районне куҫарнӑ. Аслӑрах командирсем ӑна приказ пурнӑҫламаншӑн тата хӑравҫӑ тесе айӑпласан, Захаров хӑй тӗрӗс тунишӗн ҫирӗп тӑнӑ. Ҫавах та ӑна дивизипе командӑланинчен хӑтарнӑ та тыла янӑ. Ҫакӑн пирки Захаров каярахпа хӑйӗн «Эпӗ — истребитель» мемуарӗсенче («Базӑна улӑштарни» сыпӑк) каласа панӑ.
1941 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 1942 ҫулхи ака уйӑхӗччен — Улан-Удэри Лётчик-истребительсен ҫар шкулӗн пуҫлӑхӗ. 1942 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа 1943 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен — Ташкентри Стрелок-бомбардирсен шкулӗн пуҫлӑхӗ.
1943 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен Ҫӗнтерӳ кунӗчченех — Хӗвеланӑҫ тата 3-мӗш Белоруҫ фрончӗсенче 1-мӗш сывлӑш ҫарӗнчи 303-мӗш истребитель авиаци дивизийӗн командирӗ. Дивизи пуҫлӑхӗ пулса Ржев-Вязьма тапӑнӑвӗн операцине, Курск ҫапӑҫӑвӗнчи, Смоленск, Орша, Беларуҫ, Балтикаҫум, Гумбиннен-Гольдап, Тухӑҫ Прусси тапӑнӑвӗсен операцине хутшӑннӑ. Дивизи йышне хрантсуссен «Норманди-Неман» истребитель авиаполкӗ кӗнӗ[5]. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче ҫапӑҫма 153 хут вӗҫсе тухнӑ, сывлӑшри 48 ҫапӑҫура хӑй 10 самолёт персе антарнӑ[6], ытти даннӑйсемпе хӑй 8 тата ушкӑнпа 2 самолёт персе антарнӑ[7]. Унӑн истребителӗ ҫинче хӑйӗн харпӑр эмблеми — Геббельс пуҫлӑ ҫӗлене сӑнӑпа чикекен Ҫӗнтерӳҫӗ Георгий пулнӑ[8].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи хӗсмет
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн малалла СҪВ-ра хӗсмете тӑснӑ. 1945 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 1-мӗш гварди истребитель авиаци корпусӗпе командӑланӑ. 1947 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен — Сывлӑш ҫар академийӗ ҫумӗнчи хутӑш авиадивизин командирӗ. 1947 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 1948 ҫулхи раштав уйӑхӗччен Карпатҫум ҫар округӗнчи 14-мӗш сывлӑш ҫарӗн командующийӗн пулӑшуҫи пулса хӗсметре тӑнӑ, унтан ӑна вӗренме янӑ.
1950 ҫулта К. Е. Ворошилов ячӗллӗ Аслӑ ҫар академине вӗренсе пӗтернӗ. 1950 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен — Беларуҫ ҫар округӗнчи 26-мӗш сывлӑш ҫарӗн командующийӗн строевой часть енӗпе пулӑшуҫи, 1951 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен Беларуҫ чикӗ районӗнчи ҫарсен командующийӗ — 26-мӗш сывлӑш ҫарӗн командующийӗн ҫумӗ пулнӑ. 1952 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен — Инҫет Тухӑҫ ҫар округӗнчи 29-мӗш сывлӑш ҫарӗн командующийӗн пулӑшуҫи. 1956 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен — Воронеж ҫар округӗн СҪВ командующийӗн пулӑшуҫи, 1959 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен вара — ҫак округӑн СҪВ командующийӗн ҫумӗ — ҫапӑҫу хатӗрленӗвӗн тата аслӑ вӗренӳ шкулӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ. 1960 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Г. Н. Захаров авиаци генерал-майорне отставкӑна кӑларнӑ.
Общество ӗҫӗ
Отставкӑра общество ӗҫӗпе хастар аппаланнӑ. «СССР — Франци» тата «СССР — Вьетнам» туслӑх обществисене ертсе пынӑ. Пӗрре кӑна мар Францире пулнӑ тата «Нормандия — Неман» полкӑн ветеранӗсене халалласа Франци телекуравӗпе кӑтартакан кӑларӑмсене хутшӑннӑ.
«Земля, до востребования» фильмӑн ҫар консультанчӗ.
Халӑх заседателӗ пулнипе Г. Н. Захаров Пауэрса явап тыттарнӑ суд процессне хутшӑннӑ[9].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945 ҫулхи акан 19-мӗшӗ);
- Жуков орденӗ (1995 ҫулхи акан 25-мӗшӗ, Раҫҫей Федерацийӗ);
- виҫӗ Ленин орденӗ (1945 ҫулхи акан 19-мӗшӗ, 1954 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ, 1955 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ);
- тӑватӑ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1937 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗ, 1937 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ, 1938 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ; 1951 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ);
- 2-мӗш степеньлӗ Кутузов орденӗ (1944 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ);
- Александр Невский орденӗ (1943 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗ);
- 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ (1985 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ);
- икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (1945 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ, 1955 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ);
- «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль (1944 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ);
- «Кёнигсберга илнӗшӗн» медаль;
- «Берлина илнӗшӗн» медаль;
- ытти СССР медалӗсем.
- Ют ҫӗршыв хисепӗсем
- Хисеплӗ легион орденӗн офицерӗ (1944, Франци);
- Хисеплӗ легион орденӗн командорӗ (1971, Франци);
- Пальма туратлӑ Ҫар хӗресӗ (Франци);
- Парижӑн хисеплӗ гражданинӗ[10].
Астӑвӑм
- Димитровград хулинче Георгий Нефёдович Захаровӑн бюстне вырнаҫтарнӑ.
- Воронеж хулинче Г. Н. Захаров 1956—1966 ҫулсенче пурӑннӑ ҫурт ҫине (Мир урамӗ, 3-мӗш ҫурт) асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[1].
- Тӑван Кивӗ Симел ялӗнче унӑн ячӗпе пер урам хисепленет.
Ӳнерти сӑнарӗ
- «Освобождение» киноэпопейӑра Г. Н. Захаров рольне Анатолий Кузнецов вылянӑ.
- Вӑл «Нормандия — Неман» илемлӗ фильмри Комаров генералӑн (ҫак роле Виталий Доронин вылянӑ) прототипӗ пулса тӑнӑ.
- Беларуҫ ҫыравҫин Антон Алёшкин «Дарогі без слядоў» (1968; вырӑсла куҫарӑвӗ «Дороги без следов», 1972) романӗнче Дичковский генерал ячӗпе кӑтартнӑ.
Ҫемьи
- Арӑмӗ: Захарова Людмила Георгиевна (1921 ҫулта ҫуралнӑ).
- Ывӑлӗсем: Захаров Игорь Георгиевич (1935—1978), Захаров Георгий Георгиевич (1943 ҫулта ҫуралнӑ).
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Герой Советского Союза Захаров Георгий Нефёдович. Патриотический интернет-проект «Герои страны». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Абросов, 2003, с. 495—496.
- ^ Гагин, 2001, с. 86—87.
- ^ http://www.IC-XC-NIKA.ru, 24 мая 1941 Сталин: «В ближайшее время на нас внезапно нападут…»;: 24 мая 1941 Сталин: «В ближайшее время на нас внезапно нападут…» www.ic-xc-nika.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Война в воздухе. pobeda.witebsk.by. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
- ^ Представление на присвоение Г. Н. Захарову звания Героя Советского Союза. pamyat-naroda.ru. ОБД «Память народа». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ.
- ^ Коллектив авторов. Великая Отечественная: Комдивы. Военный биографический словарь / В. П. Горемыкин. — Кучково поле, 2014. — Т. 2. — С. 557. — 1000 экз. — ISBN 978-5-9950-0341-0.
- ^ Антология Як. airfield.narod.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Судебный процесс по уголовному делу американского лётчика-шпиона Френсиса Гарри Пауэрса 17—19 августа 1960 г. / Н. Алентьева, Г. Фокина. — Государственное издательство политической литературы, 1960. — 200 000 экз.
- ^ Захаров Георгий Нефёдович. www.warheroes.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Коллектив авторов. Великая Отечественная: Комдивы. Военный биографический словарь / В. П. Горемыкин. — Кучково поле, 2014. — Т. 2. — С. 556-557. — 1000 экз. — ISBN 978-5-9950-0341-0.
- Корнюхин Г. В. Воздушная война над СССР. 1941. — M.: Вече, 2014. — 384 с. — (Военные тайны XX века). — ISBN 978-5-4444-0711-0. — С.54—59.
- Абросов С. В. В небе Испании. 1936–1939 годы. — 2003. — 432 с. — 2000 экз. — ISBN 5-08-0040-89-0.
- Гагин В. В. Воздушная война в Испании (1936-1939). — 2-е изд. — Воронеж, 2001. — 88 с. — 2000 экз. — ISBN 5-89981-222-2.
Каçăсем
Захаров Георгий Нефёдович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Г. Н. Захаров на сайте «Планета ВВС»
- Степанов В. Ф. Захаров Георгий Нефёдович
- Справка, послужной список и автобиография на сайте Подвиг народа.
- История