Улан-Удэ

Улан-Удэ (бур. Улаан-Үдэ хото) — Раҫҫей Федерацийӗ шутне кӗрекен Буряти Республикин тӗп тата чи пысӑк хули. Северобайкальскпа пӗрле республика пӗлтерӗшлӗ хула шутланать[4][5]. Улан-Удэ агломераципе пӗрешкел ятлӑ хула тӑрӑхӗн центрӗ[6][7].

Халӑх йышӗ — 437 514[8] (2021).

Тухӑҫ Ҫӗпӗрӗн (географи регионӗ) культура, ӑслӑлӑх тата промышленность енӗпе тысӑк центр шутланать. Администраци тӗлӗшӗнчен 2018 ҫултанпа Инҫет Тухӑҫ федераци округне (ДФО) кӗрет, халӑх йышӗпе Владивостокпа Хабаровск хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш хула шутланать.

2023 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗнче РФ президенчӗн указӗпе Улан-Удэне Раҫҫей Федерацийӗн «Ӗҫ мухтавӗн хули» хисеплӗ ятне панӑ[9].

Этимологи

1666 ҫулта Селенга юппин Уда (авалхи монгол чӗлхинче «уда» — «лӑпкӑ юхӑм») юханшыв хӗрринче Уда хӗл каҫӑвне никӗсленӗ. 1689 ҫулта Уда хӗл каҫӑвӗн ятне Уда острогӗ ҫине улӑштарнӑ. 1735—1773 ҫулсенче ку вырӑна Удинск хулаҫумӗ тесе асӑннӑ, 1775 ҫултанпа — Удинск провинци хули тесе, 1783 ҫултанпа — Верхнеудинск уес хули ятпа. Е. М. Поспелов шухӑшӗпе хула ятӗнчи верхне- формант кунта «ҫӳлти юхӑмри» (хула Уда вӑрринче, урӑхла каласан, унӑн юхӑмӗн чи аялти пайӗнче вырнаҫнӑ) тенине пӗлтермест, ку ятпа хулана Тасеевӑй юппи шутланакан Уда юханшыв ҫинче вырнаҫнӑ Нижнеудинск хулинчен уйӑрма усӑ курнӑ.

1934 ҫулта Верхнеудинскӑн ятне «Улан-Удэн» (тӳррӗн куҫарсан «Хӗрлӗ Уда»: «Улаан» бурятла — «хӗрлӗ», «Yдэ» — Уда юханшывӗн бурятла ячӗ) ҫине улӑштарнӑ[10].

Символики

Улан-Удэ гербӗ

1790 — 1920 г.1998 — 2005 г.2005 г.

2005 ҫулхи юпан 20-мӗшӗнче Улан-Удэ хула депутачӗсен Канашӗ Улан-Удэ хулин гербӗ пирки положенине ҫирӗплетнӗ[11].

Ылтӑн уйра сулахаялла ӳпӗнтернӗ симӗс мӑйрака хӗресленсе тӑрать, мӑйраки ун ӑшӗнчен тухакан симӗс ҫулҫӑллӑ, хӗрлӗ ҫимӗҫлӗ, ун ҫийӗнче хура Меркурий туйи вырнаҫнӑ. Питлӗхе ҫийӗн пилӗк шӑллӑ ылтӑн тӗслӗ башня евӗр корона пур, унӑн тӗп шӑлӗ ҫинче соёмбо ӳкернӗ — ӗмӗрхи пурнӑҫа палӑртакан монголсен символӗ (хӗвел, уйӑх, вучах) — ҫаврашка, унӑн айӗнче пулмалли ҫурмауйӑхлӑ пиҫиххи, ҫӳлте — ҫулӑмпа виҫӗ чӗлхе ҫинчен кӑтартни пур, коронӑн аялти пайӗнче наци орнаменчӗ вырнаҫнӑ, вӑл наци йӑли-йӗркине палӑртать.

Улан-Удэ хулин гербне геральдика енчен сӑнласа пани.

Башнӑллӑ корона вырнаҫтарни Улан-Удэ хула статусне — Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗн тӗп хули пулнине кӑтартать. Коронӑн тӗп шӑлӗ ҫине соёмбо ӳкерни вӑл Буряти Республикинче шутланнине кӑтартать. Питлӗхӗн аялти пайӗнче — Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗн ленти, ӑна хулана 1984 ҫулта чысланине асра тытса вырнаҫтарнӑ.

Улан-Удэ ялавӗ

2005 ҫулхи юпан 20-мӗшӗнче Улан-Удэ хула депутачӗсен Канашӗ Улан-Удэ хулин гербӗ тата Улан-Удэ хулин ялавӗ пирки положенине ҫирӗплетнӗ[12].

Тӑват кӗтеслӗ, ҫӳллӗшӗпе тӑршшӗ хушши 2:3 пек калӑпӑршлӑ пир икӗ вертикаллӑ йӑрӑмран тӑрать — кӑвакки (патак ҫумӗнче, тӑршшӗн 2/9 пайне йышӑнать) тата сарри; кӑвак йӑрӑмӑн ҫӳлти пайӗнче сарӑ ҫаврашка, ун айӗнче сарӑ ҫурма уйӑх, ҫӳлте виҫӗ чӗлхе пирки калакан сарӑ ҫулӑм пур; сарӑ йӑрӑмӑн варринче — Улан-Удэ хулин гербӗнчи фигурӑсем — чалӑшшӑн ӳпӗнтернӗ симӗс мӑйрака, унтан тухакан симӗс ҫулҫӑллӑ, вуллинчен уйӑрнӑ хӗрлӗ ҫимӗҫлӗ тулӑх мӑйраки, ун ҫийӗн хура Меркурий жезлӗ. — Улан-Удэ хулин ялавӗ ҫинчен калакан Положенирен.

Улан-Удэ гимнӗ

Хула гимнӗ пек Чингис Павлов(выр.)чăв. композитор Даши Дамбаевӑн(выр.)чăв. сӑвввипе 1966 ҫулта «Улан-Удэн» кӗвӗленӗ музыка хайлавӗ шутланать.

1999 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗнчи Улан-Удэ хула депутачӗсен Канашӗн 444-50 №-лӗ йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ[13].

Административлӑ пайланӑвӗ

undefined

Улан-Удэ хули 3 хула районне пайланать[14][15]:

Хулари администрациллӗ-территориллӗ виҫесем (районсемпе вӗсен йышне кӗрекен микрорайонсемпе посёлоксем) муниципаллӑ виҫе шутланмаҫҫӗ[16]. Республикӑн административлӑ территориллӗ йӗркеленӗвӗ шайӗнче Улан-Удэ республика шайӗнчи хула шутланать[14][17]; муниципаллӑ йӗркеленӳ шайӗнче вӑл Улан-Удэ хули муниципаллӑ виҫе йӗркелет, унӑн статусӗ хула округӗ пулса тӑрать, унӑн йышне пӗр хула кӑна кӗрет[15].

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх

undefined

Улан-Удэ мэрӗсем

  1. Виктор Кукшинов — 1987 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 1990 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен — горисполком председателӗ; 1990 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа 1992 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен — хула канашӗн председателӗ; 1992 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа 1994 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен — Улан-Удэ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ
  2. Александр Лубсанов — 1994 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 1995 ҫулхи раштав уйӑхӗччен Улан-Удэ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ
  3. Валерий Шаповалов — 1995 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 1997 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен — вырӑнти хӑй тытӑмлӑх пуҫлӑхӗ — Улан-Удэ хула мэрӗ
    1. Анатолий Прейзнер — 1997 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа 1998 ҫулхи пуш уйӑхӗччен — Улан-Удэ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан
  4. Геннадий Айдаев — 1998 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗччен — вырӑнти хӑй тытӑмлӑх пуҫлӑхӗ — Улан-Удэ хула мэрӗ
  5. Александр Голков — 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен хула мэрӗ шутланнӑ (Улан-Удэ хула тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ)
  6. Игорь Шутенков(выр.)чăв.[18] — 2019 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнчен — Улан-Удэ хула мэрӗ.

1994 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2012 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗччен тата 2019 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнчен пуҫласа хальхи вӑхӑтчен хула мэрӗ харӑсах администраци пуҫлӑхӗ те шутланать.

2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Бурятин Халӑх хуралӗ(выр.)чăв. Улан-Удэ мэрне тӳррӗн суйлавне пӑрахӑҫлас шухӑшлӑ пуҫарӑва ырланӑ. Хула пуҫлӑхне малашне хула канашӗн депутачӗсем суйлӗҫ[19].

Улан-Удэ сити-менеджерӗсем

2012 ҫулта мэр тивӗҫӗсенчен Улан-Удэ хула администрацине ертсе пынине пӑрахӑҫланӑ, Улан-Удэ хула администраци пуҫлӑхӗн («сити-менеджер») вырӑнне йӗркеленӗ, мэр вара Улан-Удэ хула тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пек юлнӑ.

2019 ҫулта Улан-Удэ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн должноҫне («сити-менеджер») пӑрахӑҫланӑ. Администраци пуҫлӑхӗн тата хула округӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пӗрлештернӗ хыҫҫӑн вӗсене йӑлтах Улан-Удэ мэрӗ пурнӑҫламалла тунӑ.

  1. Евгений Пронькинов[20] — 21.12.2012—21.12.2014 — Улан-Удэ администрацийӗн пуҫлӑхӗ (сити-менеджер)
  2. Зандра Сангадиев — 26. 02. 2015—25. 02. 2016 — Улан-Удэ администрацийӗн пуҫлӑхӗ (сити-менеджер)
  3. Александр Аюшеев — 23. 06. 2016—21. 02. 2019 — Улан-Удэ администрацийӗн пуҫлӑхӗ (сити-менеджер)
  4. Игорь Шутенков(выр.)чăв. — 26. 02. 2019—8. 09. 2019 — Улан-Удэ администрацийӗн пуҫлӑхӗ (сити-менеджер) + (Улан-Удэ мэрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан).

Географи

Улан-Удэ Анӑҫ Байкалхыҫра, Уда юханшыв Селенгӑна юхса кӗнӗ вырӑнта, Байкалран ҫӗр ҫухрӑм тухӑҫалла, Мускавран 5532 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Хула тусем хушшинче кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ еннелле сарӑлса выртакан сахал сӑртлӑ Иволгино-Уда айлӑмӗнче тӑрать. Айлӑмӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче Хамар-Дабан ту хырҫи(выр.)чăв. вырнаҫнӑ, ҫурҫӗр енчен Улан-Бургас(выр.)чăв. ту хырҫи, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче — Ганзуринскипе Цаган-Дабан(выр.)чăв. ту хырҫиcем[21][22].

Хамар-Дабанӑн тӑвайккисем хулаҫум тӑрӑхӗнче чи ҫӳллӗ вырӑнта 1114 метр ҫӳллӗшне ҫитеҫҫӗ, вӗсем Селенга шывӗн айлӑм ҫӳллӗшӗнчен 500—700 м ҫӳллӗрех вырнаҫнӑ. Улан-Бургас хырҫин тӑвайккисен вӑтам ҫӳллӗшӗ 800—1000 метр тара ҫитеҫҫӗ. Хула ҫумӗнчех вырнаҫнӑ Цаган-Дабан ҫурҫӗр енчи тӑвайккисен чи пысӑк ҫӳллӗшӗ 813 метра ҫитет, ку вӑл Уда юханшывӗн айлӑмӗнчен 310 м ҫӳлерех. Хула лаптӑкӗнчи ҫӳллӗшсем 500—800 метрта вырнаҫнӑ.

Кукша ту ҫинчи «Ринпоче Багша» дацан лаптӑкӗнчен курӑнакан Улан-Удэ панорами
Кукша ту ҫинчи «Ринпоче Багша» дацан лаптӑкӗнчен курӑнакан Улан-Удэ панорами

Улан-Удэ тӗнчери вуникӗ хула-антипод мӑшӑрӗ шутне кӗрет — унӑн антипочӗ Чилири Пуэрто-Наталес хула шутланать.

Хула Улан-Удэ агломерацийӗн центрӗ шутланать, унӑн шутне Буряти Республикин тӗп хули ҫумӗнчи 4 муниципаллӑ район кӗрет: Иволгинск, Байкалҫум, Заигево, Тарбагатай.

Тӑпрасем

Рельеф тӗрлӗ енлӗ пулнӑран Улан-Удэри тӑпрасем те питӗ тӗрлӗрен тӗл пуаҫҫӗ. Хулан сӑртлӑ пайӗнче ытларах вӑрман ҫеремӗллӗ тата хӑйӑрлӑ тӑпрасем, Селенгӑпа Уда юханшывсен айлӑмлӑ вырӑнӗсенче ҫӑмӑл механика йышне кӗрекен аллювиаллӑ улӑх тӑприсем вырнаҫнӑ[23]. Айлӑмри лутра вырӑнсенче шурлӑхлӑ тата шурлӑх ҫаранлӑ тӑпрасен пысӑках мар лаптӑкӗсем тӗл пулаҫҫӗ. Хулан тухӑҫ пайне йышӑнакан ҫеҫенхир вӑрманлӑ тата ҫеҫенхир лаптӑклӑ Селенга шывӗн сулахай ҫыранӗнче, ҫавӑн пекех Удӑн сылтӑм ҫыранӗнче, каштан тата тӑварлӑ тӑпрасем вырнаҫнӑ[24][25].

Гидрографи

Улан-Удэ хулинче икӗ пысӑк юханшыв — Селенга (Забока, Степной, Посельскӑй тата ытти юпписемпе) тата Уда юхаҫҫӗ.

Селенга — Байкала юхса кӗрекен чи пысӑк юханшыв (унӑн бассейнӗнчи мӗнпур юхса кӗрекен шывӑн 50 %). Хула таврашӗнче юханшывӑн темиҫе ҫулӗ пысӑк утравсем йӗркелеҫҫӗ. Вӗсенчен сулахай ҫыран ҫумӗнчи утравсем ҫинче — Утлӑ (Левый берег микрорайон), Обществӑллӑ тата Посельски (дача юлташлӑхӗсем вырнаҫнӑ) — ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Юханшыв тӗп ҫулӗн сылтӑм енчи пысӑк утравсем — Богородски (пӗр пайне дача кооперативӗ йышӑннӑ) тата Спасски (хула шывуправӗн промплощадки). Юханшыв ҫулӗсем урлӑ автомобиль кӗперӗсем хывнӑ. Юханшыв тӗп ҫулӗ урлӑ Советски районӗнче пӗртен-пӗр автомобиль кӗперӗ пур, вӑл центра аэропортпа тата «Байкал» федераллӑ автомагистральпе ҫыхӑнтарать.

Уда — Селенгӑн сылтӑм юппи. Хула варринче юханшыв урлӑ трамвай ҫулӗсемлӗ икӗ автомобиль кӗперӗ хывнӑ тата ун урлӑ Трансҫӗпӗр магистралӗн чукун ҫул кӗперӗ иртет. Юханшыв ҫулӗ ҫурҫӗр енче Советски тата Чукун ҫул районӗ (пӗр пайӗ) хушшинчи, кӑнтӑр енче Октябрьски район хушшинчи чикӗ пулса тӑрать.

Ытти юханшывсем: Селенга юпписем — Нижнеберёзовски, Сужа; Уда юпписем — Тури Берёзовка, Воровка, Байданов шывӗ тата ыттисем.

Селенга юханшывӗ
Селенга юханшывӗ
Сехет тӑрӑхӗ

Улан-Удэ МСК+5 сехет тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ. Вырӑнти вӑхӑт UTC-ри вӑхӑтран +8:00 чухлӗ уйрӑлса тӑрать[26]. Усӑ куракан вӑхӑтпа тата географи долготипе килӗшӳллӗн[27] Улан-Удэре вӑтам хӗвеллӗ кӑнтӑр кунӗ 12:50 сехетре ҫитет.

Климат

undefined

Хула климачӗ континентлӑ типӗ, ҫакӑ хула пысӑк шывсенчен (сӑмахран, Байкал кӳлли хуларан Хамар-Дабан тата Улан-Бургас ту хырҫисемпе хупланать) тусен хушшинчи айлӑмра вырнаҫнипе тата вӑл анлӑ еврази материкӗн варринче пулнипе сӑлтавланать[28]. Хулари хӗл пилӗк уйӑх ытла тӑсӑлать, вӑл юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче пуҫланать те ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче (таблицӑна пӑхӑр) вӗҫленет. Ҫулталӑкӑн сивӗ вӑхӑтӗнче Ҫӗпӗрӗн тухӑҫ енче Ҫӗпӗр антициклонӗ вӑй илет, вӑл юпа уйӑхӗнче аталанма тытӑнать те ака уйӑхӗнче кӑна вӑйне ҫухатать. Ҫавна пула хӗллехи тапхӑр хушшинче хулара хӗвеллӗ кунсем нумай, ҫилсем те вӑйсӑр. Ҫил вӗрменнине пула тусем хушшинчи Иволгино-Уда айлӑмра сывлӑш пӗр вырӑнта хускалмасӑр тӑрать, ҫапла май сивӗнет. Ҫак сӑлтава пула хӗллехи сывлӑш температури самай пӗчӗк, апла пулин те, сывлӑш нӳрӗклӗхӗ пӗчӗккине пула хӗле чӑтма йывӑр мар. Ҫак тапхӑрта юх сахал ҫӑвать, тӗпрен илсен юр хӗлӗн пӗрремӗш пайӗнче (чӳкпе раштав уйӑхӗнче) ӳкет.

Ҫуркунне хулана ака уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗсенче килет. Унӑн уйрӑмлӑхӗсем — сивӗсем час-часах таврӑнни тата Ҫӗпӗр антициклонӗ саланнине пула вӑйлӑ ҫилсем тухни. Унсӑр пуҫне атмосфера пусӑмӗ чакать, тата хулапа республика лаптӑкне Ҫӗпӗрӗн ҫурҫӗр пайӗнчен сивӗ сывлӑш килет. Ку вӑхӑтра ҫанталӑк ҫав тери улшӑнуллӑ, юр-ҫумӑр сахал ҫӑвать.

Климатлӑ ҫулла икӗ уйӑх ытларах кӑна тӑсӑлать. Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче — ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче хула лаптӑкне Лӑпкӑ океан ҫыранӗнчи циклонсем ҫитеҫҫӗ, ҫавна пула ҫумӑр тӑтӑшах ҫӑвать. Ҫак вӑхӑт ҫулталӑк хушшинчи чи йышлӑ юр-ҫумӑр ҫӑвакан тапхӑр шутланать. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗртме тата утӑ уйӑхӗсенче ҫанталӑк ытларах енӗпе типӗ те шӑрӑх тӑрать.

Ҫулла хыҫҫӑн кӗркунне сисӗнмесӗр ҫитет; Раҫҫейӗн Европа пайӗнчи климачӗпе танлаштарсан (кӗркунне унта час-часах ҫумӑр ҫӑвать) ҫулталӑкӑн ҫак тапхӑрӗ Улан-Удэре ҫумӑр сахал ҫунипе уйрӑлса тӑрать. Сывлӑш температури талӑк хушшинче вӑйлӑ улшӑнса тӑнипе тата ҫӗрлехи шӑнтнисем хӑвӑрт ҫитнипе палӑрать.

Ҫулталӑкри вӑтам сывлӑш температури –0,1 °C танлашать. Кӑрлач уйӑхӗнчи сывлӑшӑн талӑкри вӑтам температури –23,3 °C, унӑн чи пӗчӗк виҫине, −54,4 °C таран аннине, 1931 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче палӑртнӑ; метеосӑнав историйӗнче сывлӑш температури аллӑ градусран аяла чакнине пӗртен-пӗр хут сӑнанӑ. XXI ӗмӗрте чи пӗчӗк температура − 42,6 °C танлашнӑ, ӑна 2001 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗнче регистрациленӗ[29], хӗрӗх градусран аяларах сывлӑш температури 2001 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче, 2001/2006/2010 ҫулсенчи нарӑс уйӑхӗнче кӑна аннӑ. Утӑ уйӑхӗ, вӑл вӑхӑтра талӑкри вӑтам температура +19,8 °C танлашать, чи шӑрӑх уйӑх шутланать, чи пысӑк температурӑна, +40,6 °C танлашнине, 2016 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗнче сӑнанӑ.

Хула хӗвел радиацийӗ ҫӳллӗ шайра пулнипе палӑрса тӑрать, ҫулсерен хӗвеллӗ сехет йышӗ кунта питӗ пысӑк (2400 сехет ытла); ҫак кӑтартупа хула Раҫҫейӗн Анапа е Находка евӗр кӑнтӑрти хуласемпе танланать. Сывлӑшӑн вӑтам нӳрӗклӗх (76—77 %) чӳк—кӑрлача уйӑхӗсене тивет, чи пӗчӗк кӑтарту (49 %) — ҫу уйӑхӗнче. Ҫулталӑк хушшинче 155 кунта юр-ҫумӑр ҫӑвать. Улан-Удэ хула лаптӑкӗнче ҫулталӑк хушшинче вӑтамран 265 мм юр-ҫумӑр ӳкет, вӗсенчен ытларах пайӗ ҫулла ҫӑвать. Чи нумай ҫумӑр ҫурла уйӑхӗнче (68 мм) ҫӑвать; чи сахалли (3 мм) — нарӑспа пуш уйӑхӗсене лекет.

  • Ҫулталӑкри вӑтам температура: –0,1 °C.
  • Ҫулталӑкри вӑтам ҫил хӑвӑртлӑхӗ: 2,0 м/с.
  • Ҫулти вӑтам сывлӑш нӳрӗклӗхӗ: 67 %.
  • Хӗвел пӑхни 2424 сех.
Улан-Удэ климачӗ
Кӑтарту Кӑрл. Нар. Пуш Ака Ҫу Ҫӗрт. Утӑ Ҫур. Авӑн Юпа Чӳк Раш. Ҫул.
Чи пӗчӗк температура, °C 0,4 7,9 18,4 28,7 35,6 40,0 40,6 39,7 32,2 24,7 11,3 5,2 40,6
Чи пысӑк вӑтам температура, °C −17,6 −10,6 0,4 10,7 18,6 25,5 27,5 24,2 16,8 6,9 −5,2 −14,8 6,5
Вӑтам температура, °C −22,8 −17,5 −6,7 3,4 10,9 17,9 20,6 17,7 10,0 0,8 −10,3 −19,4 0,1
Чи пӗчӗк вӑтам температура, °C −27,2 −23,5 −13 −3 3,8 11,1 14,6 12,3 4,6 −4 −14,4 −23,2 −5,5
Чи пӗчӗк температура, °C −54,4 −44,9 −40,4 −28 −15,1 −3,9 1,2 −4 −11,4 −27,9 −38 −48,8 −54,4
Юр-ҫумӑр норми, мм 5 3 3 6 18 43 65 68 28 7 10 9 265
Вӑтам нӳрӗклӗх, % 77 75 66 53 49 57 64 69 68 68 76 78 67
Вӑтам ҫил хӑвӑртлӑхӗ, м/с 1,3 1,4 1,9 2,8 2,7 2,5 2,3 1,9 2,0 1,9 1,8 1,5 2,0
Ҫӑлкуҫ: Погода тата климат
Улан-Удэри климат тапхӑрӗсем[30]
Тапхӑр ячӗ Хӗлле Ҫуркунне Ҫулла Кӗркунне
Тапхӑр пуҫланнин вӑтам кунӗ
Тапхӑрти кун шучӗ
Тапхӑрӑн танлаштаруллӑ тӑршшӗ (ҫулталӑк тӑршшӗн проценчӗпе)
Хӗвел пӑхни, уйӑхри сехет[31].
Уяӑх Кӑр Нар Пуш Ака Ҫу Ҫӗр Утӑ Ҫур Авӑн Юпа Чӳк Раш Ҫул
Хӗвел пӑхни, сех. 115 155 226 249 288 288 270 248 210 167 114 93 2424
Улан-Удэри хӗвел ҫутиллӗ тапхӑр[32]
Уйрӑмлӑх Кӑтарту Кун
кунӑн чи кӗске долготи (кун хутшӑнни) 7 сех 45 мин 54 с раштавӑн 22-мӗшӗ
кунӑн чи вӑрӑм долготи (кун таврӑнни) 16 сех 42 мин 10 с ҫӗртмен 21-мӗшпе 22-мӗшӗ
ҫурхи кунпа ҫӗр танлашнине чи ҫывӑх кун долготи 11 сех 59 мин 42 с пушӑн 18-мӗшӗ
кӗрхи кунпа ҫӗр танлашнине чи ҫывӑх кун долготи 11 сех 59 мин 28 с авӑнӑн 26-мӗшӗ
Хӗвел чи ир тухни 04 сех 31 мин 14 с ҫӗртмен 17-мӗшпе 18-мӗшӗ
Хӗвел чи кайран тухни 08 сех 58 мин 24 с раштавӑн 30-мӗшӗпе 31-мӗшӗ
Хӗвел чи ир анни 16 сех 40 мин 13 с раштавӑн 14-мӗшӗ
Хӗвел чи кайран анни 21 сех 14 мин 12 с ҫӗртмен 25-мӗшӗ
Климат диаграмми

Историйӗ

undefined
undefined

Хула кун-ҫулӗ 1666 ҫулта вырӑс казакӗсем Удински ятлӑ хӗл каҫмалли вырӑна никӗсленӗрен пуҫланнӑ[33], ӑна вырӑнти тунгус йӑхӗсенчен ясак пуҫтарма туса лартнӑ пулнӑ[34]. Вырӑна Уда шывӗн ҫӳллӗ сылтӑм ҫыранӗнче, вӑрри патнеллерех суйланӑ пулнӑ.[35][36]

1678 ҫултанпа Уда острогӗ ятпа паллӑ.

1689 ҫулта Верхнеудински крепость туса хунӑ[33]. 1690 ҫулта острог хула статусне илнӗ, ӑна Удинск ят панӑ, 1735 ҫулта хулан ятне Верхнеудинск ҫине улӑштарнӑ.

1775 ҫулта II Кӗтерне Хуласене ирӗклӗх паракан грамотӑпа килӗшӳллӗн вӑл хула статусне тата герблӑ пулса тӑнӑ, 1783 ҫултанпа — Иркутск кӗпӗрнин уес хули[33]. XVIII—XX ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче — Анӑҫ Байкалхыҫӑн, Байкалхыҫ облаҫӗн административлӑ, ҫар, культура, суту-илӳпе промышленность центрӗ, ҫавӑн пекех Верхнеудинск уесӗн административлӑ центрӗ.

1917 ҫул хыҫҫӑн Верхнеудинск — Байкал кӗпӗрнин центрӗ; 1920 ҫулхи ака-юпа уйӑхӗсенче — Инҫет Тухӑҫ республикин (ДВР) тӗп хули; 1923 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен Бурятипе Монголи АССРӗн тӗп хули[33].

1934 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗнче СССР ЦИК Президиумӗн постановленийӗпе ятне Улан-Удэ (бур. Улаан Υдэ — Хӗрлӗ Уда) ҫине улӑштарнӑ[37][38][39][40].

Республика ятне улӑштарнӑ май 1957 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа Бурят АССРӗн тӗп хули пулса тӑнӑ.

1971 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Байкалхыҫ посёлока Улан-Удэ хулин Октябрьски районне административлӑ пӑхӑнӑвӗнчен Улан-Удэ районне куҫарнӑ[33].

1992 ҫулхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен Улан-Удэ — Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗн, Буряти Республикин, тӗп хули.

Буряти Республикин 2010 ҫулхи пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи 1313-IV №-лӗ «Буряти Республикин «Буряти Республикин муниципаллӑ виҫесен чиккисене палӑртасси, йӗркелесси тата статуспа тивӗҫтересси ҫинчен» Сакунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» саккунӗпе килӗшӳллӗн Заречнӑй, Сокол хула евӗрлӗ посёлоксене, Байкалхыҫ, Исток, Солдатски, Степной, Тулунжа посёлоксене, Мостовой станци ҫумӗнчи посёлока уйрӑм пурӑнмалли вырӑнсен шутӗнчен кӑларса Улан-Удэ хула шутне кӗртнӗ[41].

2023 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗнче хула ҫыннисем Тӑван ҫӗршывӑн 1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӗве пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, промышленность предприятийӗсенче ҫар тата граждан продукцине татти-сыпписӗр туса кӑларнишӗн, ҫав вӑхӑтрах ӗҫ паттӑрлӑхне йышлӑ кӑтартнӑшӑн тата хӑйсене шеллемесӗр ӗҫленӗшӗн РФ президенчӗн хушӑвӗпе Улан-Удэ хулине Раҫҫей Федерацийӗн «Ӗҫ мухтавӗн хули» хисеплӗ ятпа чысланӑ[9].

Халӑх йышӗ

undefined
undefined
Халӑх йышӗ
169517701820182518291835
198147063000202429723544
18511856[42]1860188218901897[43]
374634004032413052238086
1915191719231926[44]1931[45]1933[46]
17 20021 58222 40129 42544 00155 800
1937[47]1939[48]1956[49]1959[50]1960[51]1961[52]
115 992125 690158 000175 172179 700187 300
1962[53]1963[54]1964[55]1965[56]1966[57]1967[58]
196 100200 400209 000214 900221 100229 600
1968[59]1969[60]1970[61]1971[62]1972[63]1973[64]
238 500246 300253 569258 900265 300272 400
1974[65]1975[66]1976[67]1977[68]1978[69]1979[70]
278 800289 000289 200293 700297 600300 370
1980[71]1981[72]1982[73]1983[74]1984[75]1985[76]
303 200307 100311 500316 200322 000327 000
1986[77]1987[78]1988[79]1989[80]1990[81]1991[82]
333 000351 000345 200352 530358 000361 700
1992[83]1993[84]1994[85]1995[86]1996[87]1997[88]
366 000365 000365 000363 300364 600370 000
1998[89]1999[90]2000[91]2001[92]2002[93]2003[94]
366 100371 400370 400368 900374 854359 300
2004[95]2005[96]2006[97]2007[98]2008[99]2009[100]
356 500352 600347 800343 000340 800340 247
2010[101]2011[102]2012[103]2013[104]2014[105]2015[106]
404 426405 799411 646416 079421 453426 650
2016[107]2017[108]2018[109]2019[110]2020[111]2021[112]
430 550431 922434 869435 496439 128437 565
2023[113]2024[114]
436 138435 751
100 000
200 000
300 000
400 000
500 000
1695
1835
1890
1926
1956
1963
1968
1973
1978
1983
1988
1993
1998
2003
2008
2013
2018
2024

Халӑхсен йышӗ

Халӑх 1899 ҫул
ҫын[115]
1904 ҫул
ҫын[116]
1923 ҫул
ҫын[116]
1939 ҫул
ҫын[117]
1979 ҫул
ҫын[118]
1989 ҫул
ҫын[118]
2002 ҫул
ҫын[119]
2010 ҫул
ҫын[120]
Вырӑссем 4356 (79,86 %) 7500 (78,69 %) 17389 (80,37 %) 108589 (77,89 %) 232541 (77,56 %) 255849 (72,57 %) 231131 (66,53 %) 251071 (62,08 %)
Бурятсем 52 (0,95 %) 90 (0,94 %) 28 (0,12 %) 11086 (7,95 %) 50045 (16,69 %) 74243 (21,06 %) 102044 (29,37 %) 128968 (31,88 %)
Украинсем 22 (0,40 %) 60 (4,39 %) 363 (1,67 %) 8529 (6,11 %) 6935 (2,31 %) 9139 (2,59 %) 3767 (1,1 %) 2386 (0,58 %)
Тутарсем 85 (1,55 %) 100 (1,04 %) 631 (2,91 %) 1410 (1,01 %) 2635 (0,87 %) 2054 (0,58 %) 1943 (0,6 %) 2065 (0,51 %)
Эрменсем 8 (0,14 %) 15 (0,15 %) 32 (0,14 %) 56 (0,04 %) 246 (0,08 %) 361 (0,10 %) 850 (0,2 %) 1082 (0,26 %)
Китайсем 60 (1,1 %) 60 (0,62 %) 505 (2,33 %) 373 (0,26%) 476 (0,1 %) 852 (0,21 %)
Азербайджансем 44 (0,03 %) 162 (0,05 %) 339 (0,09%) 662 (0,2 %) 806 (0,19 %)
Кӑркӑссем 309 (0,1 %) 789 (0,19 %)
Узбексем 116 (0,08 %) 251 (0,08 %) 304 (0,08%) 248 (0,1 %) 737 (0,18 %)
Тувинсем 101 (0,03 %) 249 (0,07 %) 95 (0,02 %) 631 (0,15 %)
Беларуссем 1097 (0,78 %) 1434 (0,47 %) 2044 (0,58 %) 839 (0,2 %) 516 (0,12 %)
Ыттисем 871 (15,96 %) 1735 (18,2) 2687 (12,41 %) 8482 (6,08 %) 5461 (1,82 %) 7948 (2,25 %) 5007 (1,44 %) 14523 (3,59 %)
Пурӗ 5454 (100 %) 9530 (100 %) 21635 (100 %) 299811 (100 %) 300370 (100 %) 352530 (100 %) 347371 (100 %) 404426 (100 %)
Чукун ҫул районӗ
Халӑх йышӗ,
ҫын (2010)
[121]
мӗнпуртан % % нацине
кӑтарт-
нисен
йышӗнчен
пурӗ 143 486 100,00 %
1 Вырӑссем 98 924 68,94 % 70,64 %
2 Бурятсем 36 353 25,33 % 25,96 %
3 Ыттисем 8209 5,72 % 5,86 %
Октябрьски районӗ
Халӑх йышӗ,
ҫын (2010)
[121]
мӗнпуртан % % нацине
кӑтарт-
нисен
йышӗнчен
пурӗ 179 100 100,00 %
1 Вырӑссем 108 397 60,52 % 62,19 %
2 Бурятсем 59 135 33,01 % 33,93 %
3 Ыттисем 11 568 6,45 % 6,63 %
Советски районӗ
Халӑх йышӗ,
ҫын (2010)
[121]
мӗнпуртан % % нацине
кӑтарт-
нисен
йышӗнчен
пурӗ 81 840 100,00 %
1 Вырӑссем 43 750 53,45 % 54,44 %
2 Бурятсем 33 480 40,90 % 41,66 %
3 Ыттисем 4610 5,63 % 6,63 %

Архитектура

Удински острога, тӗрлӗ даннӑйпа 1677, 1678 е 1680 ҫулта туса лартнӑ. 1716 ҫул тӗлне пилӗк башньӑллӑ острог ҫумне ҫӗнӗ хӳме туса лартнӑ. Ҫӗнӗ тӳремре тачӑ вырнаҫнӑ ҫуртсем вырнаҫнӑ. Удинск тавра стенасем хӑпартнӑ хыҫҫӑн вӑл Ҫӗпӗрте анлӑ сарӑлнӑ крепость пек пулса тӑнӑ — «икӗ хут хӳтӗленнӗ острог».

1770-мӗш ҫулсем тӗлне шӗвӗр тӑрӑллӑ крепость сӑрт ҫинчех вырнаҫнӑ, анчах унта пурӑнакансем пурте слободана пурӑнма куҫнӑ.

1792 ҫулта хула икӗ пая пайланнӑ: хула тата слобода пайӗсене. Хула пайӗнче острог сыхланса юлнӑ, слобода пайӗнче пилӗк апат-ҫимӗҫ лавкки, канцеляри, казарма, эрех путвалӗ, ӗҫмелли ҫуртсем, суту-илӳ лавккисем, богадельня, тӑватӑ административлӑ ҫурт, 110 хула ҫынисен ҫурчӗ, икӗ йывӑҫ тата пӗр чул чиркӳ вырнаҫнӑ.

1780 ҫултанпа хулара ҫулсерен икӗ ярмӑркка ирттерме пуҫланӑ. Ярмӑрккасем Пасар тӳремӗнче (халӗ 1905 ҫулхи Революци тӳремӗ) иртнӗ.

1741 ҫулта Одигитри соборне — хулари пӗрремӗш чул ҫурта — тума пуҫланӑ. Собортан Туҫи тӳремне ҫити Аслӑ урам хывнӑ. Каярахпа ӑна Аслӑ Николаевски теме пуҫланӑ, халӗ вӑл Ленин ячӗпе ҫӳрет — хулан тӗп урамӗ.

Хулан авалхи пайӗнче тӗрӗс кварталсем геометри формипе вырнаҫнӑ, урамӗсем тӳрӗ те тикӗс.

1990 ҫултанпа Улан-Удэ хули Раҫҫейӗн авалхи хулисен списокне кӗнӗ, анчах 2010 ҫулта хатӗрленӗ ҫӗнӗ, чылай кӗскетнӗ редакцие, вӑл кӗмен.

Паллӑ вырӑнсем

Улан-Удэн хӑйне евӗрлӗ историпе культура еткерлӗхӗ пур: хула лаптӑкӗнче 234 культура еткерлӗхӗн объекчӗ вырнаҫнӑ: архитектурӑпа хула строительствин палӑкӗсем, ӳнер палӑкӗсем (федераци пӗлтерӗшлӗ 11 объект, 223 — республика пӗлтерӗшлӗ культура еткерлӗхӗ). Культура пурнӑҫӗпе республикӑри 5 музей, 1 муниципалитет музейӗ, 5 ведомство музейӗ, 6 театр, 8 культурӑпа кану учрежденийӗ, ҫавӑн пекех нумай музыкӑпа пултарулӑх коллективӗсем паллаштараҫҫӗ[122].

Паллӑ вырӑнсен чылайӑшӗ лайӑх сыхланса юлнӑ XIX ӗмӗрти архитектура палӑкӗсен шутне кӗрет, вӗсен йышӗнче: мещенсемпе купсасен ҫурчӗсем, суту-илӳ ҫурчӗсем, чиркӳсем, училищӗсен ҫурчӗсем, Революци тӳремӗнчи «Хӑна речӗсем». Тӗпрен илсен, вӗсем хулан авалхи пайӗнче вырнаҫнӑ[123].

2018 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри V «Ҫулталӑк маршручӗ» туристла премийӗнче «Баргузин тайгинчи ылтӑн пӗрчисем!» туристсен маршручӗ «Чи лайӑх маршрут шухӑшӗ» номинацире 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ, «Вӑрҫӑ ҫинчен астӑвӑм юлнӑ …» турмаршрут «Чи лайӑх ҫарпа истори маршручӗ» номинацире 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ, «Байкал хъалапӗсем» турмаршрут «Чи лайӑх ача-пӑча маршручӗ» номинацире 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ[124].

Хулан хӑш-пӗр паллӑ вырӑнӗсем:

  • 1666 ҫулта никӗсленӗ Удински острогӑн вырӑнӗ — Батарей тӑвӗ ҫинчи Уда юханшывӗн ҫӳллӗ сылтӑм ҫыранӗнче.
  • Хулан тӗп тӳремӗнчи — Советсен тӳремӗнчи — Ленин палӑкӗ, ӑна унӑн пуҫӗ евӗр хатӗрленӗ. 42 тонна таякан тата 14 м ҫӳллӗш монумента 1970 ҫулта Ленин ҫуралнӑранпа ҫӗр ҫул ҫитнине халалласа ӑсталама пуҫланӑ. Вун-вун проект хатӗрленӗ, ҫӗнтернӗ вариант вара СССР-та ҫеҫ мар, Монреалти тӗнче шайӗнчи куравра та чи лайӑххи тесе палӑртнӑ[125].
  • «Тарават Буряти» кӳлепе композицийӗ — ӑна Селенга кӗперӗн тухӑҫ вӗҫӗ патӗнче вырнаҫтарнӑ, ҫапла май вӑл хулан тӗп пайне анӑҫ енчен килекенсене пурне те кӗтсе илет. «Тарават Бурятине» алӑра «хадак» (хӑнасене хапӑлласа кӗтсе илнин палли) тытакан хӗрарӑм-анне евӗр сӑнарланӑ. Маларах Буряти патшалӑх оперӑпа балет театрӗ умӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ.
  • Тыл ӗҫченӗсене тата вӑрҫӑ ачисене халалланӑ палӑк.
  • Байкалхыҫ халӑхӗсен этнографи музейӗ — Раҫҫейри уҫӑ тӳпе айӗнчи чи пысӑк музейсенчен пӗри. Музейра хунну тапхӑрӗнчен пуҫласа XX ӗмӗр варри ҫити тупнӑ авалхи япаласене пухнӑ, ҫав шутра унта Ҫӗпӗрти халӑхсен йывӑҫ архитектурин хӑйне евӗрлӗ тӗслӗхсен пуххи пур — 40 ытла архитектура палӑкӗ.
  • Буряти ҫутҫанталӑкӗн музейӗ — музейӗн хальхи экспозицийӗ шутне хӑйне евӗрлӗ палеонтологи, зоологи, геологи тата ботаника коллекцийӗсем кӗреҫҫӗ.
  • Буряти историйӗн музейӗнче бронза, тимӗр, вӑтам ӗмӗр, хунну, этнографи коллекцийӗ тата XVIII ӗмӗртен пуҫласа хальхи вӑхӑтчен Байкалумпа(выр.)чăв. Байкалхыҫра пурӑнакан халӑхсен декораципе прикладной ӳнерӗн япалисен пуян археологи коллекцийӗ вырнаҫнӑ. Уйрӑм ятарлӑ вырӑн культлӑ япаласенчен таракан будда коллекцийӗ йышӑнать. Музей сайра тӗл пулакан кӗнекесен фончӗпе мухтанма пултарать, унӑн йышӗнче тибет(выр.)чăв. тата кивӗ ҫырулӑхлӑ монгол чӗлхипе ҫырнӑ будда литератури пур. Музей экспоначӗсем хушшинче хӑйне евӗрлӗхӗпе тата музей пӗлтерӗшӗпе чи пахи «Тибет медицинин атласӗ» шутланать — сӑнарлӑ ӳнерӗн чаплӑ палӑкӗ тата вӑтам ӗмӗрсенчи будда тӗнчин культурине тӗпчемелли тӗрлӗ енлӗ ҫӑлкуҫӗ.
  • Одигитри кафедра соборӗ — Бурят митрополин православи храмӗ, ҫӗпӗр барокко архитектурин палӑкӗ. Хула варринче, Уда шывӗн сылтӑм ҫыранӗнче, Селенгӑна юхса кӗнӗ тӗлте вырнаҫнӑ.
  • Хулара пӗрремӗш Иосиф Сталин палӑкне 2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче уҫнӑ. Бюста Радужный микрорайонта вырнаҫтарнӑ[126].

Вӗренӳ

1793 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Верхнеудинскра кӗҫӗн халӑх училищине уҫнӑ. 1806 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче халӑх училищи вырӑнӗнче Верхнеудинск уес училищине йӗркеленӗ.

1920-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче хулара пурӑнакансем хушшинче хутла пӗлни 40 % таран ӳснӗ, 1939 ҫулта вара — 86,7 % таран.

1932 ҫулта Верхнеудинскра 14 техникум, 8 рабфак пулнӑ, кунта учительсене, транспортниксене, ял хуҫалӑх, медицина ӑстисене тата ытти ӗҫ ҫыннисене хатӗрленӗ, ҫав ҫулах республикӑра пӗрремӗш вуз уҫнӑ — агропедагогика институтне[127].

2021 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне вузсенче пӗлӳ илекен студенчӗсен шучӗ 20 пин ҫын пулнӑ, вӗсен хушшинче 10,9 пин хӗрарӑм тата 9,1 пин арҫын, аслӑ тата ятарлӑ вӑтам вӗренӳ заведенийӗсенче пурӗ 47,7 пин ҫын вӗреннӗ[128].

Хулара пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 84 шкул[129], 80 шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗ (вӗсенчен 72 муниципалитетӑн) шутланать.

2022 ҫулта 1275 вырӑнлӑ Инҫет Тухӑҫ федераллӑ округри чи пысӑк шкула туса лартнӑ[130].

Аслӑ вӗренӳ заведенийӗсем
  • В. Р. Филиппов ячӗллӗ Буряти патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ (БГСХА),
  • Буряти патшалӑх университечӗ (БГУ),
  • Тухӑҫ-Ҫӗпӗр патшалӑх культура институчӗ (ВСГИК),
  • Тухӑҫ-Ҫӗпӗр патшалӑх технологисемпе управлени университечӗ (ВСГУТУ),
  • Бурятири инфокоммуникаци институчӗ (БИК СибГУТИ) (СибГУТИ уйрӑмӗ),
  • «Гуманитари институчӗн» (Мускав хули) Бурятири филиалӗ,
  • Байкалти экономикӑпа право институчӗ,
  • Дамба Даржа Заяев ячӗллӗ «Даши Чойнхорлин» буддистла университет.
Ятарлӑ вӑтам пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсем
  • Агротехника колледжӗ (БГСХА),
  • Байкалти никӗслӗ медицина колледжӗ,
  • Байкалти ҫӗр пуянлӑхӗпе усӑ курмаллин колледжӗ,
  • Байкалти туризмпа сервис колледжӗ,
  • Байкалти нумай профильлӗ колледж,
  • М. Н. Ербанов ячӗллӗ Буряти аграри колледжӗ,
  • Буряти технологисемпе вӑрманпа усӑ курмаллин колледжӗ,
  • Буряти республикин индустри техникумӗ,
  • Буряти республикин информаципе экономика техникумӗ,
  • Буряти республикин инноваци технологийӗсен нумай профильлӗ техникумӗ,
  • Буряти республикин педагогика колледжӗ,
  • Буряти республикин автомобиль транспорчӗн техникумӗ,
  • Буряти республикин строительство тата промышленность технологийӗсен техникумӗ,
  • Л. П. Сахьяновӑпа П. Т. Абашеев ячӗллӗ Буряти республикин хореографи колледжӗ,
  • Буряти финанспа кредит колледжӗ,
  • Гусиноозёрск энергетика техникумӗ,
  • Джидинск нумай профиллӗ техникум,
  • Закаменскри агропромышленность техникумӗ,
  • БГУ колледжӗ (БГУ),
  • БИИК колледжӗ
  • СибГУТИ (БИИК) вӑтам професси пӗлӗвӗн БИИК уйрӑмӗн колледжӗ,
  • П. И. Чайковский ячӗллӗ ӳнер колледжӗ,
  • Байкалхыҫ халӑхӗсен йӑлана кӗнӗ ӳнер колледжӗ,
  • Политехника техникумӗ,
  • Э. Р. Раднаев ячӗллӗ республикӑри базӑллӑ медицина колледжӗ,
  • Республикӑри отрасльсен техникумӗ,
  • Республикӑри нумай шайлӑ колледж,
  • Строительствӑпа хула хуҫалӑхӗн техникумӗ,
  • Технологи колледжӗ (ВСГУТУ),
  • Улан-Удэ авиаци техникумӗ
  • Улан-Удэри чукун ҫул транспорчӗн колледжӗ (ИрГУПС филиалӗ),
  • Улан-Удэри суту-илӳпе экономика техникумӗ.

Тӑванлӑ хуласем

Тӑванла хуласен алфавитпа вырнаҫтарнӑ списокӗ[131]:

  1. Улан-Удэ Анян (Кӑнтӑр Корея) (1997 ҫултан)
  2. Flag of the United States.svg Беркли (АПШ) (1992 ҫултан)[132].
  3. Монголи ялавĕ Дархан (Монголи) (1967 ҫултан)
  4. Раççей Федерацин ялавĕ Донецк (2011 ҫултан)
  5. Улан-Удэ Йонволь (Кӑнтӑр Корея)[133] (2014 ҫултан)
  6. Улан-Удэ Ланьчжоу (Китай) (2016 ҫултан)
  7. Улан-Удэ Маньчжури (Китай) (1993 ҫултан)
  8. Улан-Удэ Румои (Япони) (1971 ҫултан)[134]
  9. Тайвань ялавĕ Тайбэй (Тайвань) (1996 ҫултан)
  10. Монголи ялавĕ Улан-Батор (Монголи) (2000 ҫултан)
  11. Улан-Удэ Уланчаб (Китай) (2018 ҫултан)
  12. Улан-Удэ Хулун-Буир (Китай) (2015 ҫултан)
  13. Улан-Удэ Хух-Хото (Китай) (2000 ҫултан)
  14. КХДР ялавĕ Хэджу (КНДР) (2012 ҫултан)
  15. Улан-Удэ Чанчунь (Китай) (2000 ҫултан)
  16. Раççей Федерацин ялавĕ Чита (Раҫҫей)
  17. Раççей Федерацин ялавĕ Элиста (Раҫҫей)
  18. Монголи ялавĕ Эрдэнэт (Монголи) (2002 ҫултан)
  19. Улан-Удэ Эрлянь (Китай) (2011 ҫултан)
  20. Раççей Федерацин ялавĕ Ялта[135] (Раҫҫей)
  21. Улан-Удэ Ямагата (Япони) (1992 ҫултан)
  1. Украина ялавĕ Днепр[136] (2011 ҫултан 2016 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗччен[137])
  2. Украина ялавĕ Киев (2015 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗччен[138])

Ӑнлантарусем

  1. ^ Историческая справка с сайта Администрации г. Улан-Удэ. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
  2. ^ Запрос к Базе данных показателей муниципальных образований. www.gks.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
  3. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Сhisl_MO_01-01-2024.xlsx
  4. ^ ОБ АДМИНИСТРАТИВНО-ТЕРРИТОРИАЛЬНОМ УСТРОЙСТВЕ РЕСПУБЛИКИ БУРЯТИЯ (с изменениями на: 07.07.2017), Закон Республики Бурятия от 10 сентября 2007 года №2433-III. docs.cntd.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗ.
  5. ^ О Реестре административно-территориальных единиц и населенных пунктов Республики Бурятия (с изменениями на 15 августа 2019 года), Постановление Правительства Республики Бурятия от 18 ноября 2009 года №431. docs.cntd.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  6. ^ ОБ УСТАНОВЛЕНИИ ГРАНИЦ, ОБРАЗОВАНИИ И НАДЕЛЕНИИ СТАТУСОМ МУНИЦИПАЛЬНЫХ ОБРАЗОВАНИЙ В РЕСПУБЛИКЕ БУРЯТИЯ (с изменениями на: 07.07.2017), Закон Республики Бурятия от 31 декабря 2004 года №985-III. docs.cntd.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ.
  7. ^ Устав муниципального образования «город Улан-Удэ». Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2007 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
  8. ^ Численность постоянного населения Российской Федерации по муниципальным образованиям на 1 января 2021 года (выр.). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи акан 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
  9. ^ 1, 2 Указ о присвоении почётного звания «Город трудовой доблести». Официальный сайт президента России (11 авӑнӑн 2022).
  10. ^ Поспелов, 2002, с. 430—431.
  11. ^ Положение о гербе города. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ.
  12. ^ Положение о флаге города. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ.
  13. ^ О гимне города. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ.
  14. ^ 1, 2 ОКАТО 81 401
  15. ^ 1, 2 Устав города Улан-Удэ. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗ.
  16. ^ Устав городского округа «Город Улан-Удэ». Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи чӳкӗн 23-мӗшӗ.
  17. ^ Закон Республики Бурятия «Об административно-территориальном устройстве Республики Бурятия» , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗнчи копийӗ; Реестр административно-территориальных единиц и населённых пунктов Республики Бурятия , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнчи копийӗ
  18. ^ Выборы мэра Улан-Удэ выиграл Игорь Шутенков , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнчи копийӗ
  19. ^ Одна из последних столиц российского региона отменила прямые выборы мэра (2024-03-28). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ.
  20. ^ Мэр Улан-Удэ Геннадий Айдаев проиграл выборы сити-менеджера. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
  21. ^ Природа г. Улан-Удэ. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ.
  22. ^ Платов В.С. и др. Государственная геологическая карта Российской Федерации масштаба 1:200 000, серия Селенгинская, лист M-48-VI. Объяснительная записка. — Изд-е 2-е. — Московский филиал ВСЕГЕИ, 2013. — С. 72. — 156 с. , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗнчи копийӗ
  23. ^ Убугунова В.И., Убугунов В.Л., Корсунов В.Н., Балабков П.Н. Аллювиальные почвы речных долин бассейна Селенги. — БНЦ СО РАН, 1998. — 255 с. с.
  24. ^ Гынинова А.Б., Сымпилова Д.П. Почвы лесостепного ландшафта зелёной зоны г.Улан-Удэ // Проблемы географии Байкальского региона : Сб.науч.тр.конф. / Отв.ред. А.К.Тулохонов, Б.Л.Раднаев. — Улан-Удэ, 1997. — .
  25. ^ Ишигенов И.А. Агрономическая характеристика почв Бурятии. — Бурят. кн. изд-во, 1972. — 211 с. с.
  26. ^ Федеральный закон от 03.06.2011 № 107-ФЗ «Об исчислении времени», статья 5 (выр.) (3 ҫӗртмен 2011).
  27. ^ Время в Улан-Удэ, Республика Бурятия, Россия. Сколько сейчас времени в Улан-Удэ (выр.). dateandtime.info. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.
  28. ^ Географическое положение и климат. egov-buryatia.ru. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи нарӑсӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ.
  29. ^ Климатический монитор. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи акан 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи акан 29-мӗшӗ.
  30. ^ Погода тата Климат - Климат мониторӗ: Улан-Удэри ҫанталӑк. www.pogodaiklimat.ru. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи нарӑсӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ.
  31. ^ Гонконгская обсерватория. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2018 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.
  32. ^ Время восхода и захода Солнца на сегодня и завтра (погода, календарь, график). Продолжительность светового дня (долгота дня сегодня). voshod-solnca.ru. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи нарӑсӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ.
  33. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок 2014CD не указан текст
  34. ^ Бураева О. В. Новое в истории Удинского зимовья/острога. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ.
  35. ^ История Бурятии. В 3 т. Т. II. XVII — начало XX в. — Улан-Удэ: Изд-во БНЦ СО РАН, 2011.
  36. ^ На Батарейной горе стояли Обоо — Коллективный блог Газета РБ. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ.
  37. ^ История города Улан-Удэ / Под ред. Г.А. Айдаева и др.. — Кузбассвузиздат, 2012. — 160 с. — ISBN 978-5-202-01114-6. , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗнчи копийӗ
  38. ^ Улан-Удэ — сердце Российской Азии / под ред. Г.А. Айдаева, М.Б. Бадмацыреновой, С.М. Тучкова. — Экос, 2011. — 208 с. с. — ISBN 978–5-905013–07–2. , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗнчи копийӗ
  39. ^ История города , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗнчи копийӗ на сайте Улан-Удэнского муниципалитета
  40. ^ От Верхнеудинска до Улан-Удэ , Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗнчи копийӗ на сайте республиканского агентства по туризму
  41. ^ Закон Республики Бурятия от 9 марта 2010 года № 1313-IV «О внесении изменений в Закон Республики Бурятия „Об установлении границ, образовании и наделении статусом муниципальных образований в Республике Бурятия“». Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.
  42. ^ http://www.mojgorod.ru/r_burjatija/ulanude/.
  43. ^ http://www.mojgorod.ru/r_burjatija/ulanude/.
  44. ^ http://docs.historyrussia.org/ru/nodes/47581-vsesoyuznaya-perepis-naseleniya-1937-goda-obschie-itogi#mode/inspect/page/64/zoom/4.
  45. ^ http://istmat.info/files/uploads/17630/sssr_ad-ter_delenie_1931_rsfsr.pdf.
  46. ^ http://istmat.info/files/uploads/53487/adm._delenie_sssr_1934.pdf.
  47. ^ http://docs.historyrussia.org/ru/nodes/47581-vsesoyuznaya-perepis-naseleniya-1937-goda-obschie-itogi#mode/inspect/page/64/zoom/4.
  48. ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus_pop_39_3.php.
  49. ^ http://istmat.info/files/uploads/17165/narhoz_sssr_1956_svodnyy.pdf.
  50. ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus59_reg2.php.
  51. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  52. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  53. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  54. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  55. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  56. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  57. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  58. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  59. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  60. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  61. ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus70_reg2.php.
  62. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  63. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  64. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  65. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  66. ^ http://istmat.info/files/uploads/41385/rossiyskiy_statisticheskiy_ezhegodnik_1998_g.pdf.
  67. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  68. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  69. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  70. ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus79_reg2.php.
  71. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  72. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  73. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  74. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  75. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  76. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  77. ^ http://istmat.info/files/uploads/18276/stat._ezh._rf_1994_demografiya.pdf.
  78. ^ https://www.webcitation.org/6ibsmTCzx.
  79. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  80. ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus89_reg2.php.
  81. ^ http://istmat.info/files/uploads/43527/rossiyskiy_statisticheskiy_ezhegodnik_2002.pdf.
  82. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  83. ^ http://istmat.info/files/uploads/18276/stat._ezh._rf_1994_demografiya.pdf.
  84. ^ http://istmat.info/files/uploads/18276/stat._ezh._rf_1994_demografiya.pdf.
  85. ^ http://istmat.info/files/uploads/18276/stat._ezh._rf_1994_demografiya.pdf.
  86. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  87. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  88. ^ http://istmat.info/files/uploads/45329/4naselenie.pdf.
  89. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  90. ^ http://istmat.info/files/uploads/45390/07naselenie.pdf.
  91. ^ http://istmat.info/files/uploads/45859/07_naselenie.pdf.
  92. ^ http://istmat.info/files/uploads/21317/nx_5.pdf.
  93. ^ http://www.perepis2002.ru/ct/doc/1_TOM_01_04.xls.
  94. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a866c400476c15d4bf74ff1e21662943/числ-ть+населения.xls.
  95. ^ http://istmat.info/files/uploads/46358/r_05.doc.
  96. ^ http://www.gks.ru/doc_2005/year05.zip.
  97. ^ http://www.gks.ru/doc_2006/year06.zip.
  98. ^ http://www.gks.ru/doc_2007/year07.zip.
  99. ^ http://www.gks.ru/doc_2008/year08.zip.
  100. ^ http://www.gks.ru/bgd/regl/B09_109/IssWWW.exe/Stg/d01/tabl-21-09.xls.
  101. ^ http://www.gks.ru/free_doc/new_site/perepis2010/croc/Documents/Vol1/pub-01-11.xlsx.
  102. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/d537ed8043fb0d72ad80efd92111eac8/Население+на+1+января.xlsx.
  103. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2012/bul_dr/mun_obr2012.rar.
  104. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2013/bul_dr/mun_obr2013.rar.
  105. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2014/bul_dr/mun_obr2014.rar.
  106. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2015/bul_dr/mun_obr2015.rar.
  107. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2016/bul_dr/mun_obr2016.rar.
  108. ^ http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/bfdd1e0040f0c9af8dea8da3e1dde74c/%D0%9D%D0%B0%D1%81%D0%B5%D0%BB%D0%B5%D0%BD%D0%B8%D0%B5+%D0%BF%D0%BE+%D0%9C%D0%9E+%D0%A1%D0%9F.xlsx.
  109. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2018/bul_dr/mun_obr2018.rar.
  110. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2019/bul_dr/mun_obr2019.rar.
  111. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/CcG8qBhP/mun_obr2020.rar.
  112. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/tab-5_VPN-2020.xlsx.
  113. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Bul_MO_2023.xlsx.
  114. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Сhisl_MO_01-01-2024.xlsx.
  115. ^ {{cite web |author = |url = http://www.ethnonet.ru/lib/Radnaev.html=
  116. ^ 1, 2 {{cite web |author = |url =http://www.ethnonet.ru/lib/Radnaev.html
  117. ^ {{cite web |author = |url =http://www.demoscope.ru/weekly/ssp/rus_nac_39_ra.php?reg=2135
  118. ^ 1, 2 {{cite web |author|url =http://www.ethnonet.ru/lib/Radnaev.html
  119. ^ {{cite web |author = |url =https://dima1989.livejournal.com/143897.html
  120. ^ {{cite web |author = |url =https://web.archive.org/web/20190712153204/http://burstat.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/burstat/resources/a75c640041fa12979ff1df2d59c15b71/pub-04-04_Терр=81000000.pdf
  121. ^ 1, 2, 3 Перепичь населения 2010. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2019 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ.
  122. ^ Улан-Удэ , Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗнчи копийӗ на сайте визитно-информационного центра республики Бурятия
  123. ^ Объекты архитектуры и памятники Улан-Удэ , Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗнчи копийӗ на сайте республиканского агентства по туризму
  124. ^ Всероссийская премия туристических маршрутов. Russian Travel Tour Awards.  » Стали известны имена лауреатов Всероссийской туристской премии «Маршрут года» 2018. tourawards.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
  125. ^ Памятник В. И. Ленину. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2007 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
  126. ^ В Улан-Удэ открыли первый в городе памятник Иосифу Сталину. otr-online.ru (5 ҫӑвӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ.
  127. ^ Иминохоев А. М. История повседневности и динамика качества жизни населения Верхнеудинска/Улан-Удэ в 1920—1930-е гг. //Диссертация. Институт монголоведения, буддологии и тибетологии СО РАН. — Улан-Удэ, 2009.
  128. ^ В Бурятии подсчитали число учащихся вузов и ссузов (выр.). ИА REGNUM. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
  129. ^ Школы России — Республика Бурятия, Улан-Удэ. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ.
  130. ^ В Улан-Удэ открылась самая большая школа Дальнего Востока (выр.). Минпросвещения России (28 пушӑн 2022).
  131. ^ Зарубежные города-побратимы , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗнчи копийӗ — сайт администрации города Улан-Удэ
  132. ^ Sister Cities - City of Berkeley, CA. www.ci.berkeley.ca.us. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ.
  133. ^ Байкал Медиа Консалтинг. Улан-Удэ и Енгволь установили побратимские отношения (6 НОЯБРЯ, 13:16). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗ.
  134. ^ Палхаева Е. Н. Становление и развитие самоуправления в г. Верхнеудинске — Улан-Удэ (1917—1989 ГГ.) // Вестник БГУ . 2009. № 7.
  135. ^ Города-побратимы - Правительство Республики Крым. yalta.rk.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ.
  136. ^ Днепропетровск. www.ulan-ude-eg.ru. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗ.
  137. ^ Днепр разорвал побратимские отношения с городами России. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.
  138. ^ «Москаль нам не брат»: в Киеве приняли решение по российским городам-побратимам. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ.

Вуламалли

Темӑпа ҫыхӑннисем