Ӗҫ мухтавӗн хули

Ӗҫ мухта́вӗн хули́ (выр. Город трудовой доблести, ҫавӑн пекех — Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули, Ӗҫ хастарлахӗн хули) — Раҫҫей Федерацийӗн хисеплӗ ячӗ, ӑна федераци саккунӗпе 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче[2] «1941—1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне ӗмӗрлӗхе халӑх асӗнче хӑварас тӗллевпе» палӑртнӑ[3]; ӑна «1941—1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтерӗве пысӑк тӳпе хывнӑ, хула территоринче вырнаҫнӑ промышленноҫ предприятийӗсенче ҫар тата граждан продукцине кӑларас тесе ырми-канми ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтрах массӑллӑ ӗҫ паттӑрлӑхӗпе тата хӑйне шеллемесӗр ӗҫленипе палӑрса тӑнӑ» Раҫҫей Федерацийӗн хулисене параҫҫӗ[4].

«Ӗҫ мухтавӗн хули» ята памалли йӗрке:

  1. предприятисене патшалӑх наградисемпе чыслани тата (е) вӗсене Патшалӑх Хӳтӗлев Комитечӗн куҫса ҫӳрекен Хӗрлӗ ялавне пани;
  2. предприятисенче ӗҫлекенсене ӗҫри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн патшалӑх наградисемпе чыслани;
  3. 1941—1945 ҫулсенче хулара пурӑнакансен ӗҫ паттӑрлӑхӗн документпа ҫирӗплетнӗ фактсем[5].

«Ӗҫ мухтавӗн хули» ята тивӗҫнӗ хулара:

  1. хула гербне ӳкерсе тата Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн ҫак ята хулана пани ҫинчен калакан указӗн текстне ҫырса стела лартаҫҫӗ;
  2. ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче (Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ), ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче (Ҫӗнтерӳ кунӗ), ҫавӑн пекех Хула кунӗнче массӑллӑ мероприятисемпе уяв салючӗсем иртеҫҫӗ[6].

«Ӗҫ мухтавӗн хули» ята Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн указӗпе тивӗҫтереҫҫӗ[7].

undefined
undefined

Ят памалли йӗрке

Раҫҫей Федерацийӗн территорийӗнчи хулана «Ӗҫ мухтавӗн хули» ята парасси ҫинчен ҫак хулари вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене Раҫҫей гражданинӗ е общество пӗрлешӗвӗ сӗнӳ пама пултарать[8]. Хулари вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем, ҫак пуҫарӑва ырласан, ӑна регион парламентне тата Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗн регионти администрацине параҫҫӗ[9], вӗсем ӑна пӑхса тухаҫҫӗ те Раҫҫей Федерацийӗн Президентне «Ӗҫ мухтавӗн хули» ята парасси ҫинчен ыйтса ҫыраҫҫӗ е сӗнӗве пӑрахӑҫлаҫҫӗ[10].

Енчен те регион влаҫӗсем Раҫҫей Президентӗнчен хӑйсен регионӗн хулине ҫакӑн пек ята пама ыйтса ҫыраҫҫӗ пулсан, вӗсен ҫыру ҫумне Раҫҫей наукисен академийӗн хулана хисеплӗ ята пама сӑлтавсем пуррине ҫирӗплетекен эксперт пӗтӗмлетӗвне хушмалла[11].

«Ӗҫ мухтавӗн хули» ята парасси пирки «Ҫӗнтерӳ» Раҫҫей оргкомитечӗ пӑхса тухать[11], «Ӗҫ мухтавӗн хули» хисеплӗ ята Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ тивӗҫлӗ указӗпе ҫирӗплетет, ку тӗпрен илсен, Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ умӗн (ҫу, 1) пулса иртет[7].

Пуҫарулӑх кун-ҫулӗ

1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче ӗҫре паттӑрлӑх кӑтартнӑ Раҫҫей хулисене хисеплӗ ят туса хурас пуҫарупа Раҫҫейри обществӑпа политика деятелӗсем пӗрре мар тухнӑ. Обществӑлла организацисем ҫакӑн йышши обществӑлла ятсем йӗркеленӗ.

2009 ҫулта «Паттӑр-хуласен патшалӑхсем хушшинчи пӗрлешӗвӗ» коммерцилле мар юлташлӑх (председателӗ — икӗ хут Совет Союзӗн Паттӑрӗ Виктор Горбатко космонавт) пӗтӗм тӗнчери «Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӗн хули» хисеплӗ ят туса хунӑ[12], унӑн положенине ҫирӗплетнӗ. Асӑннӑ обществӑлла ята коммерцилле мар юлташлӑх темиҫе хулана панӑ[13].

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче тыл ӗҫченӗсем хастарлӑх, тӳсӗмлӗх тата массӑллӑ паттӑрлӑх кӑтартнӑ хуласене «Ӗҫ мухтавӗн хули» хисеплӗ ят парасси ҫинчен Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине Патшалӑх Думин депутачӗсем Валентин Варенниковпа Валерий Востротин 2007 ҫулта сӗнӳ тӑратнӑ[14], ҫавӑн пекех Челепи облаҫӗн Саккун кӑларакан Пухӑвӗ 2008 ҫулта[15], Патшалӑх Думин депутачӗсем Виктор Шрейдер, Борис Зубицкий, Сергей Каргинов, Вячеслав Тимченко, Сергей Поддубный, Федераци Канашӗн членӗ Валерий Шнякин 2014 ҫулта[16][17], Патшалӑх Думин депутачӗ Олег Смолин 2016 ҫулта[18].

2017 ҫулта «Ӗҫ мухтавӗн хули» хисеплӗ ята тӑвас пуҫарӑва «Раҫҫейри обществӑлла пуҫару» порталта пичетлесе кӑларнӑ[19].

2019 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине Удмурт Республикин Патшалӑх Канашӗ «Раҫҫей Федерацийӗн «Ӗҫпе ҫар мухтавӗн хули» хисеплӗ ячӗ ҫинчен» федераци саккунӗн проектне тӑратнӑ[20], Чулхула облаҫӗн Саккунсем кӑларакан пухӑвӗ вара — «Раҫҫей Федерацийӗн «Ҫарпа ӗҫ мухтавӗн хули» хисеплӗ ячӗ ҫинчен» федераци саккунӗн проектне[21].

2019 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин «Раҫҫей Федерацийӗн «Ӗҫ мухтавӗн хули» хисеплӗ ячӗ ҫинчен» федераци саккунӗн проектне Раҫҫей Патшалӑх Думине тӑратнӑ[22]. 2020 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче саккун проектне Раҫҫейӗн Патшалӑх Думи виҫҫӗмӗш (татӑклӑ) вулавпа йышӑннӑ, 2020 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Канашӗ ырланӑ та 2020 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин 41-ФЗ №-лӗ «Раҫҫей Федерацийӗн «Ӗҫ мухтавӗн хули» хисеплӗ ячӗ ҫинчен» федераци саккунне алӑ пуснӑ[23].

2020 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнче СНГ парламентсен хушшинчи ассамблейи Раҫҫейри хуласене «Ӗҫ мухтавӗн хули» ят парас практикӑна ырланӑ, ҫак пуҫарӑва ытти ҫӗршывсене кӗртме сӗннӗ[24].

Ят-сума тивӗҫнӗ хуласем

2021

2021 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗнче «Ӗҫ мухтавӗн хули» ята Раҫҫей Федерацийӗн вуникӗ хули — Барнаул, Каменск-Уральский, Киров, Коломна, Комсомольск-на-Амуре, Красноярск, Магадан, Пенза, Рыбинск, Северодвинск, Тӗмен, Шупашкар — тивӗҫнӗ[26].

2021 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗнче «Ӗҫ мухтавӗн хули» ята Раҫҫей Федерацийӗн тата вуникӗ хулине панӑ: Алдан, Бологое, Воркута, Дзержинск, Кемӗр, Кострома, Лысьва, Мончегорск, Оха, Ступино, Сызрань тата Чита[27].

2022

2022 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнче «Ӗҫ мухтавӗн хули» ята Раҫҫей Федерацийӗн ҫичӗ хули тивӗҫнӗ: Аҫтӑрхан, Вологда, Златоуст, Каспийск, Норильск, Орск тата Якутск. Ҫавӑн пекех хисеплӗ ята Горловка тата Луганск хулисене панӑ[28].

2023

2023 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗнче «Ӗҫ мухтавӗн хули» ята Раҫҫей Федерацийӗн 10 хулине панӑ: Владимир, Воткинск, Находка, Новомосковск, Подольск, Прокопьевск, Рязань, Рубцовск, Улан-Удэ тата Ханты-Мансийск[29].

2025

2025 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче «Ӗҫ мухтавӗн хули» ята Раҫҫей Федерацийӗн 7 хули тивӗҫнӗ: Тури Пышмӑ, Зеленодольск, Ишимпай, Курган, Ленинск-Кузнецк, Миасс, Салехард[30].

Нумизматикӑра

Раҫҫей банкӗ 2021—2023 ҫулсенче ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулисене халалланӑ «Ӗҫ мухтавӗн хули» ярӑмпа 12 тӗрлӗ укҫа кӑларнӑ[31]. 2024 ҫулта асӑннӑ ярӑма тӑсса тепӗр 4 тӗрлӗ укҫа кӑларнӑ[32].

Ӑнлантарусем

  1. ^ https://www.ntv.ru/novosti/2365240/?fb
  2. ^ Федеральный закон от 01.03.2020 № 41-ФЗ «О почетном звании Российской Федерации „Город трудовой доблести“». publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
  3. ^ Преамбула Федерального закона от 01.03.2020 № 41-ФЗ «О почетном звании Российской Федерации „Город трудовой доблести“». publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
  4. ^ Часть 1 статьи 1 Федерального закона от 01.03.2020 № 41-ФЗ «О почетном звании Российской Федерации „Город трудовой доблести“». publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
  5. ^ Часть 2 статьи 1 Федерального закона от 01.03.2020 № 41-ФЗ «О почетном звании Российской Федерации „Город трудовой доблести“». publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗ.
  6. ^ Часть 3 статьи 2 Федерального закона от 01.03.2020 № 41-ФЗ «О почетном звании Российской Федерации „Город трудовой доблести“». publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2 Часть 4 статьи 1 Федерального закона от 01.03.2020 № 41-ФЗ «О почетном звании Российской Федерации „Город трудовой доблести“». publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗ.
  8. ^ Часть 1 статьи 3 Федерального закона от 01.03.2020 № 41-ФЗ «О почетном звании Российской Федерации „Город трудовой доблести“». publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗ.
  9. ^ Часть 2 статьи 3 Федерального закона от 01.03.2020 № 41-ФЗ «О почетном звании Российской Федерации „Город трудовой доблести“». publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗ.
  10. ^ Часть 3 статьи 3 Федерального закона от 01.03.2020 № 41-ФЗ «О почетном звании Российской Федерации „Город трудовой доблести“». publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗ.
  11. ^ 1, 2 Часть 3 статьи 1 Федерального закона от 01.03.2020 № 41-ФЗ «О почетном звании Российской Федерации „Город трудовой доблести“». publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗ.
  12. ^ Положение о почётном международном звании «Город Трудовой Доблести и Славы». Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ.
  13. ^ Города Трудовой Доблести и Славы. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
  14. ^ Законопроект № 487496-4 «О почетном звании Российской Федерации „Город трудовой славы“» , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнчи копийӗ, СОЗД ГАС «Законотворчество»
  15. ^ Законопроект № 54645-5 «О почетном звании Российской Федерации „Город трудовой славы“» , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнчи копийӗ, СОЗД ГАС «Законотворчество»
  16. ^ Звание «Город трудовой славы» будут присваивать за вклад в Победу , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗнчи копийӗ, «Российская газета», 18.04.2014
  17. ^ Законопроект № 502288-6 «О почетном звании Российской Федерации „Город трудовой славы“» , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнчи копийӗ, СОЗД ГАС «Законотворчество»
  18. ^ Предлагается установить почетное звание «Город трудовой славы». Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ.
  19. ^ Установить почетное звание «Город трудовой славы» , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗнчи копийӗ, Российская общественная инициатива
  20. ^ Законопроект № 710424-7 «О почетном звании Российской Федерации „Город трудовой славы“» , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнчи копийӗ, СОЗД ГАС «Законотворчество»
  21. ^ Законопроект № 724173-7 «О почетном звании Российской Федерации „Город военно-трудовой славы“» , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗнчи копийӗ, СОЗД ГАС «Законотворчество»
  22. ^ Путин внес в Госдуму законопроект о звании «Город трудовой доблести». Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ.
  23. ^ Федеральный закон от 01.03.2020 № 41-ФЗ. publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ.
  24. ^ В странах СНГ могут появиться города трудовой доблести. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗ.
  25. ^ Указ о присвоении почётного звания Российской Федерации «Город трудовой доблести». Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ.
  26. ^ Указ о присвоении почётного звания Российской Федерации «Город трудовой доблести». Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ.
  27. ^ Указ о присвоении почётного звания «Город трудовой доблести». Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ.
  28. ^ Указ Президента Российской Федерации от 15.11.2022 № 829 ∙ Официальное опубликование правовых актов ∙ Официальный интернет-портал правовой информации. publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗ.
  29. ^ Указ Президента Российской Федерации от 11.09.2023 № 668 ∙ Официальное опубликование правовых актов ∙ Официальный интернет-портал правовой информации (выр.). publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2023 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗ.
  30. ^ Указ Президента Российской Федерации от 15.01.2025 № 16 ∙ Официальное опубликование правовых актов (выр.). publication.pravo.gov.ru (15 кӑрлачӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
  31. ^ База данных по памятным и инвестиционным монетам. Банк России. cbr.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2023 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.
  32. ^ Серия «Города трудовой доблести»: новые монеты. Банк России. cbr.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ.

Каҫӑсем