Томск
Томск | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Томск облаçĕ |
Никĕсленĕ: | 1604 |
Хула, çултан: | 1782 |
Халăх йышĕ, пин çын: | 574 (2018) |
Хула лаптăкĕ: | 294,6 км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 56°29′19″ ç. ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 84°57′08″ х. т. д. |
Томск — Раççей хули, Томск облаçĕн администрацийĕ вырнаçнă вырăн.
Тавралăхĕ
Томск хулин чылайăшĕ Томь шывĕн сылтăм хĕрринче вырнаçнă. Хуларан 50 çм Северск хупă хула, совет вăхăтĕнче «Томск-7» ятлăскер.
Хула лаптăкĕ — 294,6 çм². 4 пая пайланать: Киров, Совет, Ленин тата Октябрь районĕсем. Историллĕ районсем: Воскресенски сăрчĕ, Шурлăх, Шуркӳл, Анатпа Туçи Елани, Заисточье (Тутар слободи), Кӳлхыç, Каштак, Кирпĕч, Мухин Тĕмески, Хăйăрлăх, Уржатка, Черемошник, Швед сăрчĕ, Юрточ сăрчĕ, Шăтăк. 1970–1980-мĕш çулсенче çитĕнекен ачасем хăйсем хушшинче ытти районсене ят пачĕç: Аул, Заисток, Лондон, Мачта, Пахча, Парис, Техас, Шанхай.
2005 çулта хула çумне Светлый поселокне, Тимирязевски тата Дзержински салисене, Лоскутово, Эушта, Киргизка ялĕсене, Копылово чукун çул чарăнăвне çыпăçтарнă. Унчен Томск хули шутнĕнчи анклав Аэропорт посёлокĕ халĕ Томск районĕн Мирненски ял тăрăхне кĕрет.
Климат
Климачĕ вăтам континентлă. Çул вăтам температур: 0,9 °C. Сивĕсĕр тапхăрĕ 100-120 кун пулать. Хĕлĕсем шартлама сивĕ та вăрăм, чи сивĕ палăртнă температура −55 °C (1969 çул, кăрлач). Кăрлачăн вăтам температури: −17,1 °C, утăн вăтам температури: +18,7 °C. Çулта 568 мм чухлĕ нӳрĕк ӳкет.
Халăх йышĕ
|
|
Кун-çулĕ
эушта йăхĕн кнеçĕ Тоян вырăс патши Борис Годунов патне элчисемпе пынă, хăйсене Мускав патшалăх влаç айне илме тата Томь шывĕ çинче кăркăссемпе калмăксенчен хӳтĕленме сыхлав карманне лартма ыйтнă.
Тобольскри стрелецсен пуçлăхне Васили Тыркова Томь шывĕ çинче карман тума, тавралăхри халăха Расççей патши пăхăнăвне кĕртме хушса янă.
Каçăсем
- РУВИКИ.Медиа-ра
- Томск хулин муниципиалитечĕ 2021 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ. (выр.)
- Веб-камерăсем 2013 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ. (выр.)
- Подробная карта Томской области
- Сайт города Томска
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |