Ҫӗнтерӳ кунӗ

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Ҫӗнтерӳ кунӗ (выр. День Победы) — Хӗрлӗ ҫарпа совет халӑхӗ Тӑван Ҫӗршывӑн 1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫинче нацистла Германие ҫӗнтернин уявӗ. 1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗ кӑларнӑ Хушӑвӗпе йӗркеленӗ[5], ҫулсерен ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ. 1945—1947 ҫулсенче тата 1965 ҫултан пуҫласа Ҫӗнтерӳ кунӗ — канмалли уяв кунӗ[6].

Ҫӑвӑн 9-мӗшӗ Раҫҫейре ҫар мухтавӗн кунӗсенчен пӗри шутланать.

Ҫӗнтерӳ кунӗнче Раҫҫейри чылай хулара ҫар парачӗсем ирттереҫҫӗ уяв салючӗсем яраҫҫӗ, Мускавра паллӑ мар Салтак вилтӑпри патне ятарлӑ ушкӑнпа утса тухаҫҫӗ те пуҫ кӑшӑлӗ хураҫҫӗ, пысӑк хуласенче — уяв шествийӗсем иртеҫҫӗ, фейерверксем яраҫҫӗ.

Ҫӗнтерӳ кунне ҫӑвӑн пекех чикӗ леш енчи ҫывӑх тата аякри вун-вун ҫӗршывра палӑртаҫҫӗ, хӑш-пӗр патшалӑхсенче патшалӑх уявӗ шутланать.

2010-мӗш ҫулсенче ветерансен портречӗсене йӑтса утасси — «Вилӗмсӗр полк» — анлӑ сарӑлнӑ.

Вăрçăн юлашки кунӗсем

Берлин ҫине тапӑннин операцийӗ

1945 ҫулхи ака уйӑхӗнче Хӗрлӗ ҫар Берлин патнех ҫитнӗ. Операци пуҫланнӑ тӗле советсен ҫарӗнче 149 стрелковӑй тата 12 кавалери дивизийӗ, 13 танк тата 7 механизациленӗ корпус, 15 уйрӑм танк тата хӑй тӗллӗн ҫӳрекен бригада шутланнӑ, вӗсенче пурӗ 1 900 000 ҫын пулнӑ. Операцие хутшӑннӑ Польша Ҫарӗн 1-мӗш тата 2-мӗш ҫарӗсенче 10 пехота тата 1 танк дивизийӗ, ҫавӑн пекех 1 уйрӑм кавалери бригади пулнӑ, пӗтӗмӗшле унта 155 900 ҫын шутланнӑ. Операцие пурӗ 2 миллион ытла салтакпа офицер[7], 6250 танкпа хӑй тӗллӗн ҫӳрекен оруди, 41 600 орудипе миномёт, 7500 самолет хутшӑннӑ.

undefined
undefined

Нимӗҫ ҫарӗсем Одер тата Нейсе юханшывсен анӑҫ ҫыранӗсем тӑрӑх хӳтӗленнӗ. Берлин ҫывӑхӗнче тата хулара 62 дивизи (ҫав шутра 48 пехота, 4 танк тата 10 моторизациленӗ), 37 уйрӑм пехота полкӗ тата 100 яхӑн уйрӑм пехота батальонӗ шутланнӑ, ҫавӑн пекех артиллери чаҫӗсемпе подразделенисем чылай пулнӑ. Ҫак ушкӑн миллиона яхӑн ҫынран тӑнӑ, вӗсен 1500 танк, оруди тата миномёт, 3300 ҫар самолёчӗ пулнӑ[8]. Берлина хӑйне те питӗ вӑйлӑ ҫирӗплетнӗ район туса хунӑ, урамсене ҫапӑҫусем валли хатӗрлесе ҫитернӗ. Берлин тавра виҫӗ хӳтӗлев унки тунӑ, хула варринче тимӗрпе бетонран хатӗрленӗ 400 ытла нумай вӑхӑт хушши персе тӑма пултаракан точкӑсем туса лартнӑ, вӗсенче пин ҫын таран гарнизон вырнаҫнӑ. Берлин гарнизонӗнче 200 000 яхӑн ҫын шутланнӑ.

Берлин операцийӗ вӑхӑтӗнче Хӗрлӗ Ҫар 78 291 ҫынна ҫухатнӑ, тепӗр 274 184 ҫын санитари ҫухатӑвӗ шутланнӑ[7]. Урӑхла каласан, талӑкра 15 000 салтакпа офицер стройран тухнӑ. Тата 8892 ҫын поляксен ҫарӗ ҫухатнӑ, вӗсенчен 2825 ҫын — вилнисем.

Нимӗҫ хӳтӗлевне татса кӗме, ҫав шутра хулара ҫапӑҫма та, танксемпе анлӑн усӑ курнӑ. Хулара вӗсем хӑйсене туллин кӑтартма пултарайман, нимӗҫсем вӗсене танксене хирӗҫ ӗҫлемелли хатӗрӗсемпе аркатнӑ. Ҫакӑ та пысӑк ҫухату патне илсе ҫитернӗ: икӗ эрне хушшинче Хӗрлӗ Ҫар Берлин операцине хутшӑннӑ танксемпе хӑй тӗллӗн ҫӳрекен установкӑсен виҫҫӗмӗш пайне ҫухатнӑ, ку 1997 единицӑпа танлашнӑ. Ҫавӑн пекех 2108 орудипе миномёта тата 917 ҫар самолётне ҫухатнӑ, анчах та операцин тӗп тӗллевне совет ҫарӗ йӑлтах пурнӑҫланӑ: 70 пехота, 12 танк тата 11 моторланӑ тӑшманӑн дивизине аркатнӑ, 480 пине яхӑн ҫынна тыткӑна илнӗ[9], Германин тӗп хулине ярса илнӗ тата, тӗрӗссине каласан, Германие капитуляцилентернӗ.

1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ир-ирех, Рейхстага штурмланӑ вӑхӑтра, Михаил Егоров сержант тата Мелитон Кантария кӗҫӗн сержант А. П. Берест кӗҫӗн лейтенант ертсе пынипе Рейхстаг ҫурчӗ тӑрринче Ҫӗнтерӳ Ялавне вырнаҫтарнӑ[10].

Капитуляци хучӗ ҫине алӑ пусни

1945 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗнче 3:50 сехетре 8-мӗш гварди ҫарӗн команднӑй пунктне вермахтӑн типҫӗр вӑйӗсен тӗп штабӗн начальникне Кребс пехота генералне ҫитернӗ, вӑл каланӑ тӑрӑх унӑн мирлешӳ пирки калаҫма ирӗк пур. Анчах та Сталин енчен те калаҫу пӗр сӑмахсӑр капитуляци ҫинчен мар пулсан калаҫу ирттерме хушман. Нимӗҫ командованине ультиматум лартнӑ: 10 сехетчен пӗр сӑмахсӑр капитуляциленме килӗшмесен совет ҫарӗсем вӑйлӑ аркатса тӑкӗҫ. Хурав илменнине пула 10:40 вӑхӑтра совет ҫарӗсем Берлин варринче вырнаҫнӑ хӳтӗлев пайӗсем тӑрӑх асар-писер пеме тытӑннӑ. 18 сехет тӗлне капитуляциленме ыйтнипе килӗшменни паллӑ пулнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Импери канцелярийӗ вырнаҫнӑ хулан тӗп пайне штурмлама пуҫланӑ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗпе 2-мӗшӗ хушшинче ҫӗрле канцеляришӗн ҫапӑҫусем пынӑ. Ир енне пур пӳлӗмсене те совет салтакӗсем йышӑннӑ.

undefined

Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫӗрле радиопа 1:50 сехетре ҫакӑн пек хыпар йышӑннӑ: «Хамӑрӑн парламентёрсене Бисмарк-штрассе кӗперӗ ҫине яратпӑр. Ҫапӑҫма пӑрахатпӑр». Каярахпа пропаганда министрӗн ҫумӗ Фриче доктор совет командованийӗнчен Берлин гарнизонӗнчи нимӗҫ ҫарӗсене хирӗҫ тӑма пӑрахтарма радиопа тухса калаҫма ирӗк ыйтнӑ. 15 сехет тӗлне Берлин гарнизонӗн юлашки пайӗ (134 пин ҫын ытла) тыткӑна парӑннӑ.

Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 2:41 вӑхӑтра (Европӑн тӗп вӑхӑчӗпе) Реймс хулинче Германин пӗр сӑмахсӑр капитуляцилени пирки акт алӑ пуснӑ, вӑя вӑл ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 23:01 вӑхӑтра (Мускав вӑхӑчӗпе ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи 00:01 вӑхӑтра) кӗнӗ. Нимӗҫ Главнокомандованийӗ ячӗпе протокол ҫине Йодль генерал алӑ пуснӑ, ҫакӑн свидетелӗсем Уолтер Смит(выр.)чăв. генерал (союзлӑ экспедици вӑйсен енчен), Иван Суслопаров генерал (советсен Тӗп ҫар ертӳлӗхӗ енчен) тата Франсуа Севез Франци ҫарӗн генералӗ пулнӑ, Франсуа Севез(выр.)чăв. свидетель пек алӑ пуснӑ. Анчах та Суслопаров генералӑн Германи капитуляцилени ҫинчен калакан акта алӑ пусма Мускавран ирӗк пулман, Совет Союзӗ тепӗр акта алӑ пусма хистенӗ.

Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Тӗп Европӑн 22:43 вӑхӑчӗпе (Мускав вӑхӑчӗпе ҫу уйӑхӗн9-мӗшӗн 00:43) Вильгельм Кейтель генерал-фельдмаршал, ҫавӑн пекех люфтваффе генерал-полковникӗ Штумпф тата кригсмарин адмиралӗ фон Фридебург (вӗсен Дёницран(выр.)чăв. ҫакӑн пек ирӗк пулнӑ) капитуляци пирки тепӗр акт алӑ пуснӑ, вӑл та Мускав вӑхӑчӗпе ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи 00:01 вӑхӑтра вӑя кӗнӗ.

Капитуляцие йышӑннӑ хыҫҫӑн Совет Союзӗ Германипе мир килӗшӗвне алӑ пусман, урӑхла каласан, Германипе вӑрҫма пӑрахман. Германипе вӑрҫа де-юре 1955 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче вӗҫленӗ, ун чухне СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗ ҫавнашкал йышӑну тунӑ.

Германи ставкин юлашки пӗлтерӗвӗсем

Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Германи ставки (вӑл вӑхӑтра совет ҫарӗсем йышӑннӑ Цоссенран кайнӑ пулнӑ) хӑйӗн юлашки пӗлтерӗвне янӑ:

undefined

Дёница гросс-адмирал ставкинчен

Хӗҫпӑшаллӑ вӑйсен аслӑ главнокомандованийӗ ҫапла пӗлтерет:

Тухӑҫ Пруссире Германи ҫарӗсем ытларикун Висла вӑррине тата Фрише Нерунг косин анӑҫ пайне юлашки вӑйччен тытса тӑнӑ. Уйрӑмах 7-мӗш пехота дивизийӗ палӑрнӑ. Унӑн кӑтартуллӑ ӗҫӗсемшӗн дивизи командирне фон Заукен генерала Тимӗр хӗресӗн Рыцарьсен хӗресӗ ҫумне хӗҫлӗ, бриллиантлӑ юман ҫулҫисемпе чысланӑ.

Курляндири пирӗн ҫарсен ушкӑнӗн тӗп вӑйӗсем, Хильперт генерал ертсе пынипе нумай уйӑх хушши совет танкӗсемпе пехота пӗрлешӗвӗсене вӑйлӑ хирӗҫ тӑнӑ тата ултӑ пысӑк ҫапӑҫӑва паттӑррӑн чӑтса ирттернӗ, хӑйсемшӗн вилӗмсӗр чапа тивӗҫнӗ. Ҫак ҫар ушкӑнӗ хуть те мӗнле вӑхӑтсӑр капитуляцие те сирсе ячӗ. Сыхланса юлнӑ самолетсем Анӑҫа аманнисемпе кил-йыш ашшӗсене тӗслӗхе тивӗҫлӗ йӗркепе илсе ҫитернӗ. Офицерсемпе штабсем хӑйсен ҫарӗсемпе юлчӗҫ. Ҫурҫӗр тӗлӗнче эпир йышӑннӑ условисемпе килӗшӳллӗн кирек мӗнле ҫар ӗҫӗсене те, кирек мӗнле ҫар куҫӑвӗсене те чарса лартнӑ.

Бреслау хӳтӗлевҫисем, икӗ уйӑх хушши пӗтӗм совет атакисене сирсе яраканскерсем, паттӑррӑн хирӗҫ тӑнӑ хыҫҫӑн юлашки самантра тӑшман вӑйне парӑнчӗҫ.

Кӑнтӑр-Тухӑҫ тата Тухӑҫ фронтсенче Дрездена ҫитичченех тӗп соединенисен штабӗсем пурте хӗҫпӑшалсӑрланма приказ илнӗ. Пӗтӗм Богемипе Моравире тенӗ пекех чехсен пӑлхавне капитуляци условийӗсене тата ҫак районти пирӗн ҫыхӑнусене пула пурнӑҫлама чӑрмантарма май килнӗ. Аслӑ главнокомандовани штабӗ Лёра, Рендулич тата Шернер ҫарӗсен ушкӑнӗсем ҫинчен хыпарсем халиччен илтмерӗ-ха.

Фатерландран аякра ҫапӑҫакан Атлантика океанӗ хӗрринчи тӗрев пункчӗсене хӳтӗлекенсем, Норвегири ҫарсем тата Эгей тинӗсӗн утравӗсем ҫинчи гарнизонсем, дисциплинӑна пӑхӑнса, Германи салтакӗн чысне упраса хӑварнӑ.

Ҫапла, ҫурҫӗр иртсен, пур фронтсенче те хӗҫ-пӑшал шӑпланчӗ. Гросс-адмирал хушнипе вермахт усӑсӑр кӗрешӗве чарса лартнӑ. Ҫапла майпа ултӑ ҫула яхӑн тӑсӑлакан паттӑрла кӗрешӳ вӗҫленчӗ. Вӑл пире пысӑк ҫӗнтерӳсем, анчах ҫав хушӑра йывӑр пораженисем те кӳчӗ. Юлашкинчен Германи вермахчӗ тӑшманӑн пысӑкрах вӑйне чыслӑн парӑннӑ. Германи салтакӗ, хӑйӗн присягине шанчӑклӑ тытнӑскер, хӑйне халӑха вӗҫне ҫитиех парса, ӗмӗрсем хушшинче манӑҫа тухманнине пурнӑҫларӗ. Тыл ӑна юлашки самантченех пӗтӗм вӑйран пулӑшса тӑнӑ, ҫав вӑхӑтрах чи йывӑр нуша та чӑтнӑ. Фронтпа тыл туса ирттернӗ ӗҫсем историн юлашки тӗрӗс приговорӗнче хӑйсемшӗн татӑклӑ хаклавне тупӗҫ.

Тӑшман та унӑн мухтавлӑ ӗҫӗсене, герман салтакӗсен ҫӗр ҫинче, шыв ҫинче тата сывлӑшра тунӑ ӗҫӗсене хисеплемесӗр тӑма пултараймасть. Ҫавӑнпа та кашни салтак тӳрӗ те мӑнаҫлӑ кӑмӑлпа хӑйӗн хӗҫпӑшалне алӑран кӑларма, пирӗн историри ҫак йывӑр сехетсенче пирӗн халӑхӑн ӗмӗрхи пурнӑҫӗшӗн паттӑррӑн та шанчӑклӑн ӗҫлеме пултарать.

Ҫак сехетре вермахт хӑйӗн вилнӗ салтакӗсене асӑнса хисеплет. Вилнисем пире Тӑван ҫӗршывшӑн пӗр сӑмахсӑр шанчӑклӑ тӑма, хушусене пӑхӑнма, унӑн юн тӑкса тӑракан нумай суранӗсене сиплеме сӗнеҫҫӗ.

Уяв историйӗ

Ҫӗнтерӳ кунне уявлассине ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче СССР Аслӑ Канаш Президиумӗ 1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӑларнӑ Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ, вӑл куна канмалли кун пек палӑртма йышӑннӑ[11].

undefined

1945 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗ

Ҫӑвӑн 9-мӗшӗнче ирхине Аслӑ Главнокомандующи (И. В. Сталин) 369-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ[12]:

ПРИКАЗ
Верховного Главнокомандующего
По войскам Красной Армии
и Военно-Морскому Флоту

8 мая 1945 года в Берлине представителями германского верховного командования подписан акт о безоговорочной капитуляции германских вооружённых сил.

Великая Отечественная война, которую вёл советский народ против немецко-фашистских захватчиков, победоносно завершена, Германия полностью разгромлена.

Товарищи красноармейцы, краснофлотцы, сержанты, старшины, офицеры армии и флота, генералы, адмиралы и маршалы, поздравляю вас с победоносным завершением Великой Отечественной войны.

В ознаменование полной победы над Германией сегодня, 9 мая, в День Победы, в 22 часа столица нашей Родины Москва от имени Родины салютует доблестным войскам Красной Армии, кораблям и частям Военно-Морского Флота, одержавшим эту блестящую победу, тридцатью артиллерийскими залпами из тысячи орудий.

Вечная слава героям, павшим в боях за свободу и независимость нашей Родины! Да здравствуют победоносные Красная Армия и Военно-Морской Флот!

Верховный Главнокомандующий Маршал Советского Союза И. Сталин

9 мая 1945 года

Унсӑр пуҫне ҫак кун СССР Аслӑ Канаш Президиумӗ «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941—1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медале йӗркелесси ҫинчен» хушу кӑларнӑ[12].

1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртнӗ пӗрремӗш хут уявлани питӗ пысӑк салютпа вӗҫленнӗ. Совет ҫыннисен асӗнче вӑл нумайлӑха асра юлнӑ. Германие ҫӗнтернине уявлани 1945 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Ҫӗнтерӳ Парадне ирттернипе вӗҫленнӗ[12].

1945 ҫултан пуҫласа 1964 ҫулччен уявлани

1945—1947 ҫулсенче Ҫӗнтерӳ кунӗ кану кунӗ шутланнӑ[5], анчах 1947 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗнче кӑларнӑ СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн хушӑвӗпе канмалли куна пӑрахӑҫланӑ: Ҫӗнтерӳ кунӗ вырӑнне канмалли куна Ҫӗнӗ ҫула куҫарнӑ[13]. 17 ҫул иртсен тин, Брежнев вӑхӑтӗнче, 1965 ҫулта Ҫӗнтерӳ кунне юбилей шайӗнче уявланӑ май ӑна каллех кану кунӗ туса хунӑ[14][15].

Хальхи вӑхӑтра уява сӑнлакан атрибутсем пӗр кун хушшинче ҫуралман. Тӗслӗхрен, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи малтанхи 20 ҫул хушшинче Ҫӗнтерӗве халалласа пӗр парад кӑна ирттернӗ — 1945 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче. Ҫак 20 ҫул хушшинче уяв мероприятийӗсем ытларах енӗпе салют янипе ҫырлахнӑ, апла пулин те иртнӗ вӑрҫӑн ветеранӗсемпе пӗрле пӗтӗм ҫӗршыв Ҫӗнтерӳ кунне, вӑл официаллӑ кану кунӗ шутланман пулин те, паллӑ тунӑ[16].

Сталин вӑхӑтӗнче те, Хрущёв вӑхӑтӗнче те уява пӗр евӗр палӑртнӑ: тӗп хаҫатсенче уява халалланӑ пуҫламӑш страницӑсем пичетленнӗ, чаплӑ каҫсем ирттернӗ, СССР-ти мӗнпур пысӑк хуласенче 30 артиллери залпӗнчен тӑракан салют панӑ. Хрущёв вӑхӑтӗнчи уйрӑмлӑх: ку вӑхӑтра Сталина та, иртнӗ вӑрҫӑн ҫар ертӳҫисене те (вӗсемпе чылайӑшӗпе Хрушёв вӑрҫӑнса пӗтнӗ пулнӑ) мухтаман[16].

Сӑмахран, Ҫӗнтерӗвӗн пӗрремӗш юбилейӗ, 1955 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ, ахаль ӗҫ кунӗ пулнӑ, ҫар парадне ирттермен. Апла пулин те ҫӗршыври хуласенче чаплӑ пухусем иртнӗ. Тӗрлӗ тӳремсемпе парксенче концертсем ирттернине, халӑх уҫӑлса ҫӳренине палӑртма пулать. Унсӑр пуҫне Мускавра, союзлӑ республикӑсен тӗп хулисенче тата паттӑр-хуласенче 30 артиллери залпӗпе салют янӑ[17].

1958 ҫултанпа сывлӑш парачӗсем нихӑш СССР патшалӑх уявӗсенче те Хӗрлӗ тӳремре ирттермен[18].

1948 ҫултан пуҫласа 1964 ҫулччен Ҫӗнтерӳ кунне официаллӑ майпа палӑртман[19].

1965–1991 ҫулсенче уявлани

Совет саманинче Ҫӗнтерӳ кунне Хӗрлӗ тӳремре ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче юбилейлӑ 1965, 1975, 1985 ҫулсенче кӑна паллӑ тунӑ.

Ҫӗнтерӳ кунӗ Германие аркатса тӑкнин 20 ҫулхи юбилейӗ валли кӑна хӑйӗн пӗлтерӗшӗпе иккӗмӗш наци уявӗ пек пулса тӑнӑ (Октябрьти социализмла Аслӑ революци ҫулталӑкӗ хыҫҫӑн). Брежнев Ҫӗнтерӳ кунне уявлас йӗркене хальхи вӑхӑтра та пӑхӑнакан пысӑк улшӑнусем кӗртнӗ[16]:

  • Хӗрлӗ тӳремре ҫар парачӗ иртнӗ тата Кремльти съездсен керменӗнче халӑха йышӑннӑ;
  • Ҫӗнтерӳ кунӗ каллех кану кунӗ пулса тӑнӑ.

1965 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗнче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернине халалланӑ иккӗмӗш парад иртнӗ[18].

Унтанпа вара уяв хисепӗ ӑна уявлассин анлӑшӗ ӳссех пынӑ. 1967 ҫулхи Ҫӗнтерӳ кунӗнче Паллӑ мар Салтак вилтӑприн мемориал комплексне уҫнӑ ҫӗре Брежнев хӑй хутшӑннӑ. 1975 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗнче иртнӗ юбилейлӑ мероприятисем шутне Ленин мавзолейӗпе Паллӑ мар Салтак Вилтӑпри патне чечек кӑшӑлӗсем хуни (35 минут), 13:00 сехетре Мускав ҫамрӑкӗсен Хӗрлӗ тӳремре чаплӑ манифестацийӗ иртни (45 минут хушши)[20], 15:00 сехетре — уяв саманчӗллӗ йышӑну, 18:50 — шӑп пӗр минут тӑни, 21:00 — уяв салючӗ кӗнӗ[16].

Унсӑр пуҫне утмӑлмӗш ҫулсенчен ҫӑвӑн 9-мӗшӗнчи пӗрремӗш ҫар парачӗсене СССР чылай хулинче ирттерме пуҫланӑ. Ҫак кун ҫар чаҫӗсемпе ҫар училищисем маршпа хуласен урамӗсемпе ҫар мемориалӗсем е вилнӗ салтаксене халалланӑ палӑкӗсем патне утса иртнӗ, унта митингсемпе иртнӗ, чечексем хунӑ[16].

1985 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче виҫҫӗмӗш парад (Ҫӗнтерӳ ҫитнӗренпе 40 ҫул тултарнӑ ятпа) иртнӗ[19]. 1990 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗнче тӑваттӑмӗш парад иртнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ҫар техникипе усӑ курнӑ[19].

Хальхи Раҫҫейре уявлани

СССР аркансан 1995 ҫулта юбилей ҫитиччен ҫар парачӗсене ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Хӗрлӗ тӳремре ирттермен. Ун чухне Мускавра икӗ парад иртнӗ: пӗри Хӗрлӗ тӳремре (ҫуран стройра) тата Поклоннӑй сӑрт ҫинче (ҫарпа ҫар техникипе усӑ курса). Унтанпа Хӗрлӗ тӳремре парадсене ҫулсерен ирттерме пуҫланӑ, анчах малтанхи вӑхӑтра вӗсем ҫар техникисӗр иртнӗ.

undefined
undefined

Ҫӑвӑн 9-мӗшӗ — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗ кун, Раҫҫейре вӑл ҫар мухтавӗн кунӗсенчен пӗри шутланать[21].

1997 ҫултанпа ҫӗршыв пуҫлӑхӗсем парада йышӑнма Мавзолей ҫине хӑпарма пӑрахнӑ, ҫакна Мавзолей умӗнче вӑхӑтлӑха туса лартнӑ подмосткӑсенчен тума пуҫланӑ.

2005 ҫултанпа Ленин мавзолейне парадсем вӑхӑтӗнче фанера щичӗсемпе хуплама пуҫланӑ, ҫав вӑхӑтран пуҫласа ҫӗршыв ертӳлӗхӗ парада вӗсен сӑнӗ ҫинче йышӑнать. Ҫав ҫул Мускаври парада ют ҫӗршывсенчен ҫитнӗ пысӑк хӑнасем хутшӑннӑ, вӗсем шутне АПШ президенчӗ Джордж Буш, Франци президенчӗ Жак Ширак, КХР председателӗ Ху Цзиньтао, Итали премьер-министрӗ Сильвио Берлускони, ҫавӑн пекех Германи канцлерӗ Герхард Шрёдер кӗнӗ.

2006 ҫулта Раҫҫей Федераци президенчӗн Хушӑвӗпе «Вӑрҫӑ мухтавӗн хули» хисеплӗ ят йӗркеленӗ.

2007 ҫултанпа уявра халӑх пӗрлӗхне палӑртакан, ветерансене асра тытса хисепленин символӗ пек георгий хӑйӑвӗпе массӑллӑ усӑ курма пуҫланӑ[22].

2008 ҫултанпа парада каллех ҫар техникипе, ҫав шутра ҫар авиацийӗпе, усӑ курса ирттерме пуҫланӑ.

2010 ҫулхи Мускаври парад Гитлера хирӗҫ коалици йӗркеленӗ Францирен, Англирен, АПШран тата Польшӑран килнӗ Раҫҫейпе юлташлӑ пулнӑ ҫарӗсем хутшӑннипе иртнӗ. Ҫав ҫул Ҫӗнтерӳ парачӗ пӗр вӑхӑтрах Раҫҫейри 72 хулара иртнӗ.

Ҫӗнтерӳ кунне халалласа уяв шествисем ҫавӑн пекех мӗнпур Паттӑр хулсенче, ҫар округӗсенче, Раҫҫейри тата СНГ-ри пысӑк хулисенче иртеҫҫӗ. Ҫак кун йӑлана кӗнӗ тӑрӑх фронтовиксем тӗл пулаҫҫӗ, Паллӑ мар Салтак вилтӑпри патне, мухтавпа ҫар паттӑрлӑхӗн палӑкӗсем ҫине чечек кӑшӑлӗсем хураҫҫӗ, уяв салючӗ яраҫҫӗ.

2012 ҫулта Томскра пӗрремӗш хут «Вилӗмсӗр полк» акци ирттернӗ: акцие хутшӑнакансем колоннӑпа утса хӑйсен вӑрҫӑри мӑн аслашшӗсен: ашшӗ-амӑшӗсен, аслашшӗсен тата мӑн аслашшӗсен портречӗсене йӑтса пыраҫҫӗ[23]. 2013 ҫултан пуҫласа ҫак йӑла пӗтӗм Раҫҫее сарӑлнӑ, унӑн чиккинчен те иртнӗ, ҫулран-ҫул вӑл ытларах та ытларах хуласемпе патшалӑхсене ярса илет[24]. 2015 ҫулта пӗтӗм Раҫҫее шута илсен акцие 12 миллиона яхӑн ҫын хутшӑннӑ[25]. Пӗр Мускавра кӑна акци 500 пин ҫынна пухнӑ[26], ҫав шутра Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин та пулнӑ[27].

Хӗрлӗ тӳремри Ҫӗнтерӳ Парачӗ

  • 1995 ҫул — Ҫӗнтернӗренпе 50 ҫул ҫитни. Поклоннӑй ҫарнт ҫинче мемориал комплексне тата Манеж тӳремӗнче Г. К. Жуков маршал палӑкне уҫни. Хӗрлӗ тӳремри ветерансен ҫуран парачӗ, Поклоннӑй сӑрт ҫинче ҫар техникин парачӗ иртни.
  • 2000 ҫул — Ҫӗнтернӗренпе 55 ҫул ҫитни. Ветерансен ҫуран парачӗ Хӗрлӗ тӳремре юлашки хут иртрӗ.
  • 2005 ҫул — Ҫӗнтернӗренпе 60 ҫул ҫитни. Парад икӗ пайран тӑнӑ: историллӗ тата хальхи. Парадӑн кульминацийӗ 2600 ветеран «полуторка» ҫинче ларса иртни пулнӑ. «Георгий хӑйӑвӗ» акци пуҫламӑшӗ.
  • 2008 ҫул — Ҫӗнтернӗренпе 63 ҫул ҫитни. Парад вӑхӑтӗнче хальхи Раҫҫей историйӗнче пӗрремӗш хут Хӗрлӗ тӳремре йывӑр ҫар техникипе усӑ курнӑ[28].
  • 2009 ҫул — Ҫӗнтернӗренпе 64 ҫул ҫитни[29].
  • 2010 ҫул — Ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитни. Парада Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен 11 335 ҫар ҫынни, ҫавӑн пекех 13 ют патшалӑх, 161 единица ҫар техники, 127 самолёт тата вертолёт хутшӑннӑ[30].
  • 2011 ҫул — Ҫӗнтернӗренпе 66 ҫул ҫитни. Парада РФ Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӑсемсӗр пуҫне пуҫне 106 единица бронетехника хутшӑннӑ[31].
  • 2012 ҫул — Ҫӗнтернӗренпе 67 ҫул ҫитни. Парада 14 пин ҫар ҫынни, ҫавӑн пекех ҫар техники тата самолётсем хутшӑннӑ[32].
  • 2013 ҫул — Ҫӗнтернӗренпе 68 ҫул ҫитни. Савӑнӑҫлӑ шествине 11 пин ҫар ҫынни, нумай ҫар техники, ҫавӑн пекех 68 самолёт тата вертолёт хутшӑннӑ[33].
  • 2014 ҫул — Ҫӗнтернӗренпе 69 ҫул ҫитни. Ҫар парадне пурӗ 11 пин ҫар ҫынни, ҫар техникин 151 единици, 69 самолёт тата вертолёт хутшӑннӑ[34].
  • 2015 ҫул — Ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитни. Хӗрлӗ тӳремри парада 15 пин ытла ҫар ҫынни, тип ҫӗр ҫар техникин 194 единици, ҫав шутра ҫӗнӗ йышши «Армата» танк, 143 самолётпа вертолёт хутшӑннӑ[35].
  • 2016 ҫул — Ҫӗнтернӗренпе 71 ҫул ҫитни. Парада 10 пине яхӑн ҫын тата ҫар техникин 130 единици хутшӑннӑ[36].
  • 2017 ҫул — Ҫӗнтернӗренпе 72 ҫул ҫитни. Парада 10 пин ытла ҫын тата техникӑн 114 единици хутшӑннӑ, ҫав шутра «Тайфун-К» тата «Тайфун-Мун» бронеавтомобильсем пулнӑ[37].
  • 2018 ҫул — Ҫӗнтернӗренпе 73 ҫул ҫитни. Хӗрлӗ тӳремпе 13 пин ытла ҫын тата ҫар техникин 150 тӗсӗ иртнӗ. Сывлӑшра 75 самолетпа вертолёт вӗҫсе иртнӗ. Парада пӗрремӗш хут «Терминатор» ҫапӑҫу машини, «Урань» роботсем, «Катран» тата «Корсарсем» пилотсӑр вӗҫӗкен аппаратсем хутшӑннӑ[38].
  • 2019 ҫул — Ҫӗнтернӗренпе 74 ҫул ҫитни. Парада 13 пин ҫын тата ҫар техникин 130 единици хутшӑннӑ. Техника ҫӗнӗлӗхӗсем пек Aurus автомобильсем, ҫавӑн пекех нумаях пулмасть хӗҫпӑшал пек йышӑннӑ АК-12 автоматсем пулнӑ, Мускаври Ҫӗнтерӳ Парачӗн сывлӑш пайне ҫанталӑк япӑххине пула ирттермен[39].
  • 2020 ҫул — Ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитни. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче COVID-19 эпидемине пула парадӑн сывлӑш пайне кӑна ирттернӗ, ытти пайсене ҫӗртмен 24-мӗшне куҫарнӑ. Ҫар парадне 14 пин ытла ҫар ҫынни, 200 ытла ҫар техники, 75 самолётпа вертолёт хутшӑннӑ[40].
  • 2021 ҫул — Ҫӗнтернӗренпе 76 ҫул ҫитни. Хӗрлӗ тӳремри парада Мускаври 12 пин салтакпа офицер, 191 ҫапӑҫу машини, ҫаплах 76 самолётпа вертолёт хутшӑннӑ[41].
  • 2022 ҫул — Ҫӗнтернӗренпе 77 ҫул ҫитни. Хӗрлӗ тӳремри Парада 11 пин ҫар ҫынни тата хальхи вӑхӑтри хӗҫ-пӑшалпа ҫар техникин 131 единици хутшӑннӑ[42].

СССР йышне кӗнӗ ҫӗршывсенче уявлани

Ҫӗнтерӳ кунне пӗтӗм СНГ территорийӗнче тенӗ пекех уявлаҫҫӗ, вӑл кану кунӗ шутланать: Азербайджанра, Арменире, Беларуҫре, Казахстанра, Киргизире, Молдавире, Раҫҫейре, Таджикистанра, Туркменистанра, Узбекистанра, ҫавӑн пекех Грузире, кӑшт йышӑннӑ Абхази, Кӑнтӑр Осети патшалӑхсенче, йышӑнман Туҫи Карабах Республики тата Днестрҫум патшалӑхсенче. Россотрудничество представительствисем пулӑшнипе Ҫӗнтерӳ кунӗн уявне ҫулсеренех чикӗ леш енче анлӑ ирттереҫҫӗ. Кашни ҫулах ҫак кунпа ҫыхӑнтарса тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче мероприятисем иртеҫҫӗ.

undefined

Азербайджан

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем тӗлӗшпе Азербайджанра хӑйсен тимлӗхне уйӑраҫҫӗ. Гейдар Алиев(выр.)чăв. Азербайджан президенчӗн йышӑнӑвӗпе 1994 ҫултан пуҫласа ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫулсерен Азербайджанра Ҫӗнтерӳ кунӗ тесе уявлаҫҫӗ, унсӑр пуҫне вӑл канмалли кун шутланать. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Азербайджан президенчӗ Ильхам Алиев Совет Союзӗн икӗ хут Паттӑрӗн Ази Аслановӑн вил тӑпри ҫинчи палӑк умӗнче вӑрҫӑ ветеранӗсемпе тӗл пулать[прим. 1][43], палӑк умне чечек хурать, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ Азербайджанри мӗнпур ҫар ҫыннине асӑнать[44][45][46].

undefined

2016 ҫултанпа Бакура Азербайджанти казакӗсен ентешлӗхӗ пулӑшнипе йӗркелекен ҫулсерен «Вилӗмсӗр полк» акци иртет. Акци вӑхӑтӗнче ҫынсем Бакури Нариман районӗнче вырнаҫнӑ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче фашизма ҫӗнтерме пурнӑҫӗсене шеллемесӗр пуҫ хунӑ паттӑрсен тӑванла вилтӑпри мемориалӗ патӗнче чечек кӑшӑлӗ хураҫҫӗ, вӗсен паттӑрла ӗҫне асӑнаҫҫӗ[прим. 2][43][47][48].

Армени

Хальхи Арменире Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсем хисепре, вӑрҫа пула шар курнисене те манмаҫҫӗ, Ҫӗнтерӳ кунӗ вара «эрмен халӑхӗн паттӑрлӑхӗпе чӗрӗлӗвӗн кунӗ пек хӑйӗн пӗлтерӗшне упраса хӑварнӑ»[49].

undefined

Ҫӗнтерӳ уявӗ умӗн пысӑк хуласенче кашни ҫул «Георгий хӑйӑвӗ» патриотла акци иртет[50][51][52][53]. 2016 ҫултанпа «Арменин Вилӗмсӗр полкӗ» обществӑлла патриотла организаци Ереванта тата Гюмрире ҫулсерен «Вилӗмсӗр полк» тата «Астӑвӑм ҫулӗ» акцисем ирттерет[54][55][56]. 2020 ҫулта ҫавӑн пекех «Манӑн паттӑрӑн историйӗ» онлайн акцине ирттерме пуҫланӑ — ҫӗршывра пурӑнакан кашни ҫын вӑрҫа хутшӑннӑ тӑванӗ ҫинчен каласа пама пултарать[57].

Арменири аслӑ патшалӑх ӗҫченӗсем Нацистла Германипе кӗрешес ӗҫре Совет халӑхӗн ӗҫне асра тытассине манмалла марри пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртаҫҫӗ, ҫакна урӑхла ӑнлантарса памалла мар тесе асӑрхаттараҫҫӗ[49].

Узбекистан

Узбекистанра 1999 ҫултанпа ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче наци уявне — Асӑнупа чыслав кунне — паллӑ тӑваҫҫӗ[58].

Украина

1991–2015 ҫулсенче Украинӑра Ҫӗнтерӳ кунне официаллӑ майпа «Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернин кунӗ» пек палӑртнӑ. Анчах та 2015 ҫулхи акан 9-мӗшӗнче Украинӑн Аслӑ Ради «1939-1945 ҫулсенчи Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫинче нацизма ҫӗнтернине асра хӑварасси ҫинчен» саккуна йышӑннӑ[59], ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче саккуна президент алӑ пуснӑ хыҫҫӑн ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вӑл вӑя кӗнӗ[60][прим. 3].

undefined

Официаллӑ Асӑнупа ҫураҫу кунне (ҫу, 8) тата Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫинче нацизма ҫӗнтернин кунне (ҫу, 9) паллӑ тӑваҫҫӗ[60][61]. Ҫавӑн пекех 2015 ҫултанпа ҫӗршыва коммунизмрах хӑтарас шайра Украинӑра совет символикипе[62], ҫав шутра Ҫӗнтерӳ Ялавӗпе те, усӑ курма чарнӑ[63].

Уява форматне улӑштарнӑ пулин те Ҫӗнтерӳ кунне унӑн малтанхи варианчӗпе официаллӑ мар уявлаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, 2017 ҫулта Украинӑри тӗрлӗ облаҫ центрӗсенче «Вилӗмсӗр полк» шествисем ирттернӗ, анчах вӗсем национализмла организацисен ҫыннисемпе тытӑҫса илнипе вӗҫленнӗ[64].

2018 ҫулта асӑннӑ акци шайӗнчи шестви вӑхӑтӗнче Киевра тытӑҫу иртнӗ[65]. Унсӑр пуҫне, Украинӑра Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ май усӑ курма чарнӑ символикӑсемшӗн тытса чарнӑ (пӗтӗмӗшле илсен, ҫӗршывӗпе 14 ҫынна тытса чарнӑ)[66].

2023 ҫултан официаллӑ патшалӑх уявӗ ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче палӑртакан 1939—1945 ҫулсенчи Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫинче Нацизма ҫӗнтернӗ тата асӑну кунӗ шутланать. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Европа кунне паллӑ тӑваҫҫӗ, ӑна континентри тӑнӑҫлӑхпа пӗрлӗхе халалланӑ[67].

Праздник за пределами стран бывшего СССР

ИзраильFlag of Israel.svg Израиль. Израильте Ҫӗнтерӳ кунне уявлаҫҫӗ[68]. Майӑн 9-мӗшне патшалӑх уявӗ 2000 ҫулта Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫин ветеранӗсем тата блокадниксем ҫинчен саккун йышӑнсан туса хунӑ, ӑна Совет Союзӗнчен куҫса килнисем ҫине тӑнипе йышӑннӑ, Ҫӗнтерӳ кунне патшалӑх шайӗнче уявлассинче те вӗсем хистенипе тунӑ[69]. Уяв парачӗсене Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем хутшӑнаҫҫӗ, Германие ҫапса аркатас ӗҫре вӗсен тӳпи пысӑккине Израилӗн йышӑнма тивнӗ[69][прим. 4]. 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Израиль парламенчӗ официаллӑ Ҫӗнтерӳ кунне ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче паллӑ тӑвассине йышӑннӑ[70][71].

СербиFlag of Serbia.svg Серби. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ Сербире патшалӑх уявӗ.

ФРГFlag of Germany.svg ФРГ. Германи официаллӑ ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ирӗке тухнӑ кун тесе палӐртать. Патшалӑх уявӗ мар пулин те, ҫак кун тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Унсӑр пуҫне Берлинра ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Трептов-паркра Ирӗке кӑларакан салтак палакӗ патне чечексем хураҫҫӗ, ытти мероприятисем йӗркелеҫҫӗ, унта ытларах вырӑсла калаҫакансем хутшӑнаҫҫӗ[72].

Аслă БританиFlag of the United Kingdom.svg Аслă Британи. 2007 ҫултанпа Лондонра (Аслӑ Британи) ҫулсерен Ҫӗнтерӳ кунне палӑртаҫҫӗ. Тӗп вырӑнта — Ҫурҫӗр конвойӗсем, вӗсене ирттернӗ чух Аслӑ Британи хастар хутшӑннӑ. Уяв ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртет, тӗп вырӑн — «Белфаст» крейсер (Темза юханшывӗн ҫыранӗнче вырнаҫнӑ карап-музей). Уяв Аслӑ Британи тата Раҫҫей ветеранӗсем, дипломачӗсем, тата патша ҫемйи хутшаннипе иртет. 2012 ҫултанпа уява Королевство филармони оркестрӗ хутшӑнать, программӑра яланах П. И. Чайковскийӗн «1812 год» увертюри, крейсер вӑл вӑхӑтра тупӑсенчен перет.

БолгариFlag of Bulgaria.svg Болгари. 1945—1989 ҫулсенче Болгари Халӑх Республики кашни ҫул Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ. После 10 ноября 1989 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 10-мешӗ хыҫҫӑн Ҫӗнтерӳ кунне патшалӑх уявӗсен шутӗнчен кӑларнӑ. Анчах та ҫӗршывра Ҫӗнтерӳ кунне йышлӑ халӑх уявлать[73]. 2005 ҫултанпа уява палӑртакансем георгий хӑйӑвне ҫакса ҫӳреҫҫӗ[74].

СловакиFlag of Slovakia.svg Словаки. Словакире патшалӑх шайӗнче Хӗрлӗ Ҫарӑн Европӑна, ҫав шутра Чехословакие, нацизмран хӑтарнин пӗлтерӗшне палӑртаҫҫӗ. Словакие ирӗке кӑларнӑ чух 63 пин совет салтакӗ пуҫ хунӑ. Ҫӗнтерӳ кунне ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ, вӑл патшалӑх уявӗ шутланать, ҫӗршыв президенчӗ тата премьер-министрӗ ҫак кун вилнӗ салтаксен мемориалӗсене ҫитсе чечексем хураҫҫӗ. Словак политикӗ, темиҫе хутчен те премьер-министр пулнӑ Роберт Фицо Хӗрлӗ Ҫарӑн тата совет халӑхӗн пысӑк тӳпи ҫинчен яланах калать[75][76].

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин символики

СССРта Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернин тӗп символӗсем Сӳнми ҫулӑм, паттӑр хуласенчи мемориалсем, Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ, гварди хӑйӑвӗ, хӗрлӗ гвоздика, ҫӑлтӑрлӑ салтак пилотки тата ыттисем пулнӑ. Каярах вӗсен ҫумне Раҫҫей Федерацийӗнче георгий хӑйӑвӗ тата СНГ ытти ҫӗршывӗсенчи унӑн ытти аналогӗсем хушӑннӑ.

Çӗнтерӳ кунне халалланӑ наградӑсем

undefined
undefined

Совет Союзӗ

«Ҫӗнтерӳ» орденӗ «Çӗнтерӳ» орденӗ
«Берлина илнӗшӗн» медаль «Берлина илнӗшӗн» медаль
«Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–19445 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–19445 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль
«Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 20 ҫул ҫитни» юбилейлӑ медаль «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 20 ҫул ҫитни» юбилейлӑ медаль
Order of Glory Ribbon Bar.png «Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 25 ҫул» кӑкӑр палли
«Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 30 ҫул ҫитни» юбилейлӑ медаль «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 30 ҫул ҫитни» юбилейлӑ медаль
«Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 30 ҫул ҫитни» юбилейлӑ медаль «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 40 ҫул ҫитни» юбилейлӑ медаль

Болгари

«1944–1945 ҫҫ. Тӑван ҫӗршыв вӑрҫи» медаль «1944–1945 ҫҫ. Тӑван ҫӗршыв вӑрҫи» медаль
«Фашистсене хирӗҫ кӗрешме хутшӑннӑшӑн» медаль «Фашистсене хирӗҫ кӗрешме хутшӑннӑшӑн» медаль
«Фашистла Германие ҫӗнтернӗренпе 30 ҫул ҫитни» медаль «Фашистла Германие ҫӗнтернӗренпе 30 ҫул ҫитни» медаль
«Фашизма Ҫӗнтернӗренпе 40 ҫул ҫитни» медаль (Болгари) «Фашизма Ҫӗнтернӗренпе 40 ҫул ҫитни» медаль
undefined

Югослави

1941 ҫулхи партизансен астӑвӑм палли 1941 ҫулхи партизансен астӑвӑм палли
«Фашизма Ҫӗнтернӗренпе 30 ҫул ҫитни» медаль «Фашизма Ҫӗнтернӗренпе 30 ҫул ҫитни» медаль
«Тӗп пултӑр фашизм — халӑх ирӗклӗхӗшӗн» медаль «Тӗп пултӑр фашизм — халӑх ирӗклӗхӗшӗн» медаль

Раҫҫей

«Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 50 ҫул ҫитни» медаль «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 50 ҫул ҫитни» юбилейлӑ медаль
«Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 60 ҫул ҫитни» медаль «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 60 ҫул ҫитни» юбилейлӑ медаль
«Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитни» медаль «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитни» юбилейлӑ медаль
70 victory rib.png «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитни» юбилейлӑ медаль
«Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитни» медаль «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитни» юбилейлӑ медаль

Азербайджан

«Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитни» медаль (Азербайджан) «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитни» юбилейлӑ медаль

Беларуҫ

Беларуҫ Республикине нимӗҫ-фашист захватчикӗсенчен ирӗке кӑларнӑранпа 60 ҫул ҫитни «Беларуҫ Республикине нимӗҫ-фашист захватчикӗсенчен ирӗке кӑларнӑранпа 60 ҫул ҫитни» медаль
Беларуҫ Республикине нимӗҫ-фашист захватчикӗсенчен ирӗке кӑларнӑранпа 65 ҫул ҫитни «Беларуҫ Республикине нимӗҫ-фашист захватчикӗсенчен ирӗке кӑларнӑранпа 65 ҫул ҫитни» медаль
Беларуҫ Республикине нимӗҫ-фашист захватчикӗсенчен ирӗке кӑларнӑранпа 70 ҫул ҫитни «Беларуҫ Республикине нимӗҫ-фашист захватчикӗсенчен ирӗке кӑларнӑранпа 70 ҫул ҫитни» медаль
Беларуҫ Республикине нимӗҫ-фашист захватчикӗсенчен ирӗке кӑларнӑранпа 75 ҫул ҫитни «Беларуҫ Республикине нимӗҫ-фашист захватчикӗсенчен ирӗке кӑларнӑранпа 75 ҫул ҫитни» медаль
Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитни «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитни» медаль
undefined

Украина

«Украинӑна ирӗке кӑларнӑранпа 50 ҫул ҫитни» астӑвӑм палли
«Украинӑна фашистла захватчиксенчен ирӗке кӑларнӑранпа 60 ҫул ҫитни» юбилейлӑ медаль «Украинӑна фашистла захватчиксенчен ирӗке кӑларнӑранпа 60 ҫул ҫитни» юбилейлӑ медаль
«Украинӑна фашистла захватчиксенчен ирӗке кӑларнӑранпа 70 ҫул ҫитни» медаль «Украинӑна фашистла захватчиксенчен ирӗке кӑларнӑранпа 70 ҫул ҫитни» медаль
«Нацизма Ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитни» юбилейлӑ медаль «Нацизма Ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитни» юбилейлӑ медаль
Богдан Хмельницкий орденӗ (Украина) Богдан Хмельницкий орденӗ

Казахстан

«Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 60 ҫул ҫитни» медаль (Казахстан) «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 60 ҫул ҫитни» медаль
«Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитни» медаль (Казахстан) «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитни» медаль

Молдави

Республика орденӗ (Молдави) Республика орденӗ

Туркменистан

  • «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитни» юбилейлӑ медаль
  • «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитни» юбилейлӑ медаль

ЛНР

«Ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитни» юбилейлӑ медаль (ЛНР) «Ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитни» юбилейлӑ медаль

Израиль

«Нацизмпа кӗрешекен» медаль «Нацизмпа кӗрешекен» медаль

Ҫӗнтерӳ кунӗ культурӑра

Музыкӑра

  • Ҫӗнтерӳ кунӗ (юрӑ)

Телевидение

  • «Ҫӗнтерӳ салючӗ» (СССР тӗп телекуравӗн 7 концерт программи (реж. Виктор Черкасов), 1983—1985)
  • «Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ. Харпӑр йышӑнни» (телеальманах, 2008—2010)

Кино

  • Ҫӗнтерӳ кунӗ (Сергей Лозницӑн документлӑ фильмӗ, 2018)

Филателире

Çӗнтерӳ кунӗ Вырăс православи чиркӗвӗнче

1945 çулхи Мункунра Мускав тата Пӗтӗм Раççей патриархӗ Алексий I çапла çырнă[77]:

Христос Чӗрӗлӗвӗн Мӑнкун савăнăçӗ халь нимӗц фашизмӗн суялăхӗпе тӗттӗмлӗхӗ умӗнче чăнлăхпа çутăн çывхарса килекен çӗнтерӗвне шаннипе пӗрлешет, ӑна пирӗн хастар çарсен тата пирӗн союзниксен пӗрлешӗннӗ вăйӗ аркатать. Христос çуттипе вăйне фашизмăн тӗттӗм вăйӗсем хирӗç тăраймаҫҫӗ, Туррăн пурне те пултаракан вăйӗ этем вăйӗн суя курăмӗ умӗнче палăрнă.

Богослужени уйрăмлăхӗсем

Ака уйăхӗн 26-мӗшӗнче (ҫу уйăхӗн 9-мӗшӗнче), Çӗнтерӳ кунӗнче, Вырăс православи чиркӗвӗ вилнӗ салтаксене асăнать — ку палӑртнӑ датăллă пӗртен-пӗр уйрăм асăну кунӗ. Литурги хыççăн чиркӳсенче вилнӗ салтаксене асӑнса панихида ирттереççӗ[78]. Çӗнтерӳ кунӗнче «тӗншӗн, Тăван Ҫӗршывшăн тата халăхшăн пурнăçне панă салтаксене, 1941—1945 çулсенчи Тăван Сӗршывăн Аслă вăрçи çулӗсенче асапланса вилнисене» кашни çул асăнмалли йӗркене 1994 çулта Вырăс православи чиркӗвӗн Архиерей Соборӗ йышăннă[79].

2010 çулхи Çӗнтерӳ кунӗ умӗн Мускав тата Пӗтӗм Раççей патриархӗ Кирилл уяв кунӗнче пӗтӗм Вырăс православи чиркӗвӗн храмӗсенче «пирӗн халăха хаяр, вилӗм кӳрекен тăшманран, пирӗн Тăван Ҫӗршыв историре пӗлмен йывӑрлӑхран хăтарнисен ячӗпе молебен ирттерме» пил панă. Патриарх ку молебен валли Мускаври Филарет святитель вырăс çарӗ Наполеона çӗнтернине халалласа çырнă кӗлӗне тӗпе хурса уйрăм кӗлӗ хатӗрленӗ[80].

Пулăма хаклани

Çӗнтерӳ темине малалла тӗпчесе, Кирилл патриарх ăна «Турӑ ирӗкӗпе пулнă» тесе асра тытма чӗнсе каланӑ, вăрçӑ, ун сăмахӗпе, Турӑ тӗрӗслевӗ пулнă, ăна ӑнланса йышăнмалла[80]:

Турӑ хирӗҫле тӗлӗнтермӗш тунӑ, Мускава ҫӑлнӑ, пирӗн ҫӗршывпа пӗтӗм Европӑна хӑтарнӑ евӗр тӗлӗнтермӗш тунӑ пек.Интерфакс. Патриарх Кирилл Çӗнтерӳ кунӗ валли ятарлă кӗлӗ хатӗрленӗ[80]

Кирилл патриарх сăмахӗсемпе, Мускаври Филарет вăхăтӗнче (XIX ӗмӗрте) Вырăс чиркӗвӗ Наполеон çарӗн тапăнăвне «пӗтӗм халăхăн çылăхӗшӗн явап» пек йышăннă. Вăл аса илтернӗ: пӗр çул каялла (2009 çулта) вăл Çӗнтерӗве йывăр тӗрӗслев хыççăн Турă халăха парнеленӗ ырлăх пек, этемсен çылăхӗсемшӗн явап пек те йышăнма чӗннӗ, вара «массӑллӑ информаци хатерӗсен реакцийӗнчен тӗлӗннипе» палăртнă: нумай журналистсем ку тезиса критикленине пӗлтернӗ[80].

Тăван Ҫӗршывӑн Аслă вăрçи «халăх çылăхӗсемшӗн Турă ирӗкӗпе пулнă» тесе каланисем маларах та пулнă. Тӗслӗхрен, Кирилл (Павлов) архимандрит[прим. 5] 1990-мӗш çулсен варринче «аслă хаяр Тăван Ҫӗршыв вăрçи, паллах, Турă ирӗкӗпе пулнă», мӗншӗн тесен Турӑсăр пурӑнас, тӗне пӗтерес тата тулли атеизм туса хурас ҫул ҫине танӑ[81][82].

Турӑ тӑшман планӗсене витӗр курнӑ, вара вӗсене пурнӑҫлама парас мар тесе, Турӑ вӑрҫӑ пуҫарса яртарнӑ. Ахальтен мар.Кирилл (Павлов) архимандрит. Евангелипе пыраттăм та хăрамастăм…[81][82]

Тăван Ҫӗршывӑн Аслӑ вăрçинчи «Çӗнтерӳ кунӗ» термин историйӗ

Вырăс литературинче «Çӗнтерӳ кунӗ» сăмах пӗрлешӗвӗпе пӗрремӗш хкт Мускавшăн пынӑ ҫапӑҫусен вăхăтӗнче, Хӗрлӗ Çар пӗрремӗш хут татӑклӑ контрнаступление куҫнӑ хыҫҫӑн пӗр эрнерен усӑ курнӑ. 1941 çулхи раштав уйăхӗн 12-мӗшӗнче Илья Эренбург ҫыравҫӑ «Московский железнодорожник» хаçатра пичетленнӗ, чукун ҫул магистралӗсен ӗçченӗсене халалланă «Судьба Победы» (Ҫӗнтерӳ шӑпи) статйинче çапла ҫырнă[83][84]: {{Чукун ҫулсем — патшалӑх юнӗ юхакан сосудсем: вӗсем тӑрӑх снарядсем тата ҫӑкӑр, бомбӑсем тата нефть «юхаҫҫӗ». Хӗрлӗ Ҫар чукун ҫул ҫинче ӗҫлекенсем ҫине пӗртӑванӗсем пек шанса пӑхать: пӗри — перет, тепри — патронсем парать. Пирӗн чукун ҫул ҫыннисем хӑйсене хастар ҫапӑҫуҫӑсем пек кӑтартнӑ. Лётчиксемпе, танкистсемпе, артиллеристсемпе, моряксемпе тан вӗсем Ҫӗнтерӳшӗн темӗн те тӑваҫҫӗ. Эпӗ Брянскра чукун ҫул ҫыннисем вут-ҫулӑм айӗнче епле ӗҫленине курнӑ. Бомбӑсем ӳкеҫҫӗ, анчах та хӑюллисем лӑпкӑн боеприпассем тиенӗ вакунсене уйӑраҫҫӗ… Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитсен, пирӗн ҫар ҫыннисем пирӗн чукун ҫул ӗҫченӗсене пуринчен малтан аса илӗҫ[83][85]...}}

Ӑнлантарусем

Комментарисем
  1. ^ 2020 ҫултан пуҫласа COVID-19 пандемине пула тата 65 ҫултан аслӑрах ҫынсене вӑл мӗнле витӗм кӳме пултарнине шута илсе ку форматпа ирттермеҫҫӗ.
  2. ^ 2021 ҫулта году COVID-19 пандемине пула акци онлайн мелпе иртнӗ.
  3. ^ Украина Президенчӗн 1997 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи 503/97 №-лӗ «Нормативлӑ право акчӗсене официаллӑ майпа пичетлес тата вӗсене вӑя кӗртмелли йӗрке ҫинчен» Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн саккун официаллӑ майпа пичетленнӗ хыҫҫӑн тепӗр куннех вӑя кӗрет.
  4. ^ В частности, министр абсорбции Израиля Софа Ландвер в 2013 году отметила: «сейчас впервые в Израиле осознали, что без той роли, которую эти люди сыграли в разгроме гитлеровской Германии, не было бы, наверное, и нашего еврейского государства» (см. цитируемый источник , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗнчи копийӗ)
  5. ^ В отдельных источниках упоминается как схиархимандрит.
Ҫӑлкуҫсем
  1. ^ Парламент Израиля утвердил празднование Дня Победы 9 мая , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗнчи копийӗ // Новости РИА
  2. ^ ТАСС, 8 мая 2023. Президент Словакии отметила роль Красной армии в освобождении Восточной Европы. День Победы над фашизмом является в стране государственным праздником и отмечается 8 мая
  3. ^ Национальные праздники Туркмении
  4. ^ В Туркменистане утверждён новый перечень праздничных и памятных дат , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнчи копийӗ
  5. ^ 1, 2 Указ Президиума Верховного Совета СССР от 8 мая 1945 г. «Об объявлении 9 мая праздником победы». Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ.
  6. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР от 26 апреля 1965 г. «Об объявлении 9 мая нерабочим днём». Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2 Россия и СССР в войнах XX века. Потери вооружённых сил. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи акан 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2007 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ.
  8. ^ Берлинская операция 1945 — БСЭ
  9. ^ «За Берлин» в Учительской газете. Пӑхнӑ кун: 2014. Архивланӑ 2008 ҫулхи ҫӑвӑн 3-мӗшӗ.
  10. ^ Ҫавӑн пекех Рейхстаг ҫине совет ялавне чӑннипе кам вырнаҫтарни пирки альтернативлӑ версисем пур. Рейхстаг штурмӗ статьяра тӗплӗнрех паллашӑр.
  11. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР от 8 мая 1945 г. «Об объявлении 9 мая праздником победы». Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи акан 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ.
  12. ^ 1, 2, 3 Татьяна Воронцова. Юбилеи Победы , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗнчи копийӗ // Проект «Уроки истории. XX век», 26 мая 2009 г.
  13. ^ 70-летие Великой Победы , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗнчи копийӗ // Гарант. РУ, информационно-правовой портал.
  14. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР от 26 апреля 1965 г. № 3478-VI «Об объявлении 9 мая нерабочим днём». Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи чӳкӗн 23-мӗшӗ.
  15. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР от 26 апреля 1965 г. № 3479-VI «О признании утратившей силу статьи 1 Указа Президиума Верховного Совета СССР от 23 декабря 1947 г.» Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ.
  16. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Денис Бабиченко. Эти дни Победы. Итоги, № 19/465 (10 ҫӑвӑн 2005). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ.
  17. ^ «Этот День Победы»: когда 9 мая стало выходным и как отмечали праздник в СССР и России , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗнчи копийӗ, страница 2 // ТАСС.
  18. ^ 1, 2 История парадов Победы на Красной площади — Биографии и справки — ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ.
  19. ^ 1, 2, 3 История парадов Победы на Красной площади — Биографии и справки — ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ.
  20. ^ «Этот День Победы»: когда 9 мая стало выходным и как отмечали праздник в СССР и России — ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ.
  21. ^ Федеральный закон от 13 марта 1995 г. № 32-ФЗ «О днях воинской славы и памятных датах России» (выр.). Kremlin.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ.
  22. ^ "Георгиевская ленточка": история акции (20070424T1254). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗ.
  23. ^ Бессмертный полк. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи акан 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи акан 16-мӗшӗ.
  24. ^ Акция «Бессмертный полк» пройдёт 9 мая в 800 городах 12 стран мира , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи акан 6-мӗшӗнчи копийӗ // «Новости РИА», 2 апреля 2015 г.
  25. ^ В шествии «Бессмертного полка» участвовали 12 миллионов россиян , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗнчи копийӗ // Новости РИА, 9 мая 2015 г.
  26. ^ Что увидел и чего не увидел Запад в День Победы , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗнчи копийӗ // Новости РИА, 12 мая 2015 г.
  27. ^ Путин с портретом отца-фронтовика присоединился к шествию «Бессмертного полка» , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗнчи копийӗ // ТАСС, 9 мая.
  28. ^ Военный парад в честь 63-й годовщины Победы в Великой Отечественной войне. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
  29. ^ Военный парад на Красной площади. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
  30. ^ На Красной площади состоялся парад в честь 65-й годовщины Великой Победы. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
  31. ^ Военный парад на Красной площади. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
  32. ^ Военный парад в честь 67-й годовщины Великой Победы. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
  33. ^ Военный парад в честь 68-й годовщины Великой Победы. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
  34. ^ Парад Победы на Красной площади. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
  35. ^ Парад в честь 70-летия Великой Победы. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
  36. ^ Военный парад на Красной площади. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
  37. ^ Военный парад на Красной площади. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
  38. ^ Военный парад на Красной площади. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
  39. ^ Парад Победы — 2019. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗ.
  40. ^ Парад в честь 75-летия Великой Победы. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  41. ^ Чем запомнился Парад Победы 2021 года. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ.
  42. ^ Парад военной техники и авиации 9 мая // www.kp.ru. — 2022. 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
  43. ^ 1, 2 В России и Азербайджане отмечают 76-ю годовщину Победы в Великой Отечественной войне. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  44. ^ Ильхам Алиев и Мехрибан Алиева посетили могилу Ази Асланова. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
  45. ^ Ильхам Алиев и Мехрибан Алиева посетили могилу Ази Асланова. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
  46. ^ Ильхам Алиев посетил могилу Ази Асланова. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
  47. ^ Победа объединяет: акция «Бессмертный полк» прошла в Баку. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
  48. ^ Мы их помним, значит, они живут вечно: как в Баку отметили День Победы — фото. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
  49. ^ 1, 2 Енокян А.В. Историческая память о Великой Отечественной войне в Армении // Постсоветские исследования. — 2020. — Т. 3, № 5. — . 2022 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
  50. ^ В Ереване стартовала акция "Георгиевская ленточка" (28.04.2019). 2022 ҫулхи акан 28-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ.
  51. ^ В Армении прошла акция «Георгиевская ленточка» с участием военнослужащих ЮВО и юнармейцев (06.05.2019).
  52. ^ В Ереване дан старт акции «Георгиевская ленточка» (01.09.2021).
  53. ^ В Армении стартовала акция "Георгиевская лента" (27.04.2022).
  54. ^ К шествию «Бессмертный полк» в Ереване присоединился и президент Армении Армен Саркисян (09.05.2018). 2022 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
  55. ^ Бессмертный полк Армении пройдет по Еревану в четвёртый раз (09.04.2019). 2021 ҫулхи акан 12-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2022 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.
  56. ^ Безмолвная акция «Бессмертный полк» прошла в Ереване // https://ru.armeniasputnik.am/. — 2022. — 9 ҫӑвӑн. 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
  57. ^ «Бессмертный Полк Армении» запускает онлайн акцию «История моего героя» (22.04.2020). 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2022 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.
  58. ^ maksad. День Памяти и Почестей в Узбекистане – как он возник(паллӑ мар). Новости Узбекистана сегодня: nuz.uz (8 ҫӑвӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  59. ^ Текст закона. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ.
  60. ^ 1, 2 Закон України «Про увічнення перемоги над нацизмом у Другій світовій війні 1939—1945 років» // Голос України: газета Верховної Ради України. — 2015. — 20 травня (№ 87).
  61. ^ В Украине отменили «Великую Отечественную войну» , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи акан 15-мӗшӗнчи копийӗ // «Вести-Репортёр», 9 апреля 2015 г.
  62. ^ Порошенко велел отказаться от понятия «Великая Отечественная война» , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи акан 5-мӗшӗнчи копийӗ // Взгляд (интернет-газета), 15 мая 2015 г.
  63. ^ День без Победы — Как Киев борется с праздником 9 Мая , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗнчи копийӗ //Lenta.ru, 8 мая 2016 г.
  64. ^ Провокации, драки и потасовки: как в Украине проходит День Победы , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗнчи копийӗ // Апостроф, 9 мая 2017 г.
  65. ^ На акции «Бессмертный полк» в Киеве затеяли драку: эксклюзивные фото , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗнчи копийӗ // Апостроф, 9 мая 2018 г.
  66. ^ Массовые акции в Украине по случаю Дня Победы: названо число задержанных , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗнчи копийӗ // Апостроф, 9 мая 2018 г.
  67. ^ Mail', Редакция 'ВФокусе. Парад Победы: в каких странах СНГ отказались от 9 мая (2025-05-09). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 29-мӗшӗ.
  68. ^ В Израиле отмечают День Победы , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗнчи копийӗ // «Первый канал», официальный сайт, 9 мая 2012, среда, 09:22.
  69. ^ 1, 2 Эла Котлер. (Израиль)Израиль отмечает День Победы над нацистской Германией , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗнчи копийӗ // Международное французское радио, 9 мая 2013 г.
  70. ^ Парламент Израиля утвердил празднование Дня Победы 9 мая , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗнчи копийӗ(выр.)
  71. ^ Закон о Дне победы над нацистской Германией (2017) , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗнчи копийӗ(иврит.)
  72. ^ Gedenken am «Tag des Sieges» — Tausende Menschen am Ehrenmal in Treptow , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗнчи копийӗ(ним.)
  73. ^ Росица Младенова. 9 МАЙ- ДЕН НА ПОБЕДАТА, ДЕН НА ПОЧИТ КЪМ ЗАГИНАЛИТЕ ЗА ОТЕЧЕСТВОТО (болг.). Национальное движение «Русофилы» (Болгария) (12 ҫӑвӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ.
  74. ^ Мирослав Ганчев. Георгиевска лента – символ на Победата (болг.). Национальное движение «Русофилы» (Болгария) (4 ҫӑвӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  75. ^ РБК, 1 октября 2023. Партия «пророссийского» экс-премьера победила на выборах в Словакии
  76. ^ ТАСС, 8 мая 2023. Президент Словакии отметила роль Красной армии в освобождении Восточной Европы. День Победы над фашизмом является в стране государственным праздником и отмечается 8 мая
  77. ^ Божиею милостию смиренный Алексий, Патриарх Московский и всея Руси преосвященным архипастырям, пастырям и верным чадам Православной Русской церкви // «Журнал Московской Патриархии». — 1945. — № 5, май.
  78. ^ Елизавета Киктенко. Родительские субботы , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗнчи копийӗ // «Фома» журнал.
  79. ^ Месяцеслов, 26 апреля по старому стилю / 9 мая по новому стилю , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗнчи копийӗ // Русская Православная Церковь. Православный календарь на 2016 год.
  80. ^ 1, 2, 3, 4 Патриарх Кирилл написал специальную молитву для Дня Победы , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗнчи копийӗ // Интерфакс, новости, 6 мая 2010 года, 12:42.
  81. ^ 1, 2 Проповеди схиархимандрита Кирилла (Павлова) , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи акан 3-мӗшӗнчи копийӗ // «Азбука веры», портал.
  82. ^ 1, 2 Архимандрит Кирилл (Павлов). Проповеди , Wayback Machine çинчи 2011 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗнчи копийӗ // Православие и современность. Информационно-аналитический портал Саратовской епархии Русской Православной Церкви.
  83. ^ 1, 2 Харланович И. В. Они везли победу на запад! // Евразия Вести. — 2005. — IV. Апрель. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи акан 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
  84. ^ Провидение Эренбурга. Гудок (8 ҫӑвӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.
  85. ^ Московская железная дорога: 55 лет движения вперёд / Под ред. В. В. Мягкова. — М., 2014. — С. 19—20.

Вуламалли

Темӑпа ҫыхӑннисем