Ленинград хулине фашистсен блокадинчен татнӑ кун
Ленинград блокадине татнӑ кун — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фашистсен ҫарӗсем Ленинград блокадине татнине асӑнса йӗркеленӗ Раҫҫейри ҫар мухтавӗн кунӗ. 2014 ҫултанпа Ленинграда фашистсен блокадинчен туллин хӑтарнӑ кун ят панӑ. Ятне хулара пурӑнакансен паттӑрлӑхне палӑртас тесе ҫапла улӑштарнӑ.
Истори
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи Ленинград блокади 872 кун тӑсӑлнӑ. 1943 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ӑна кӑштах татнӑ пулнӑ. 1943 ҫул вӗҫӗнче хатӗрленӗ Ленинградпа Новгородри тапӑну операцийӗ (унӑн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри хулана пӗтӗмпех ирӗке кӑларасси пулнӑ) ҫак тӑрӑхра иртекен «Искра» тата «Январь аслатийӗ» вӑрҫӑ операцисене пурнӑҫлассине ҫирӗплетнӗ[1][2][3]. Ленинградпа Новгород операцийӗ 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Вӑл ӑнӑҫлӑ иртессишӗн пӑшӑрханманнине пула 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче А.А. Ждановпа Л.А. Говоров Аслӑ тӗп ҫар командующи И.В. Сталин патне Ленинградра 324 тупӑна 24 хут персе артиллери салютне ирттерме ыйтса ҫырнӑ. Салюта кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче панӑ — вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӑл Мускавра паман 1-мӗш степеньлӗ пӗртен пӗр салют пулнӑ[4].
Пӗр хаклав тӑрӑх, блокадӑна татнӑ тӗле хулара 3 миллионлӑ халӑхран 558 пин ҫын кӑна юлнӑ[5]. Пӗр пайне эвакуацилеме май килнӗ, чылай пайӗ вилсе пӗтнӗ. Тӗрлӗ даннӑйсем тӑрӑх вилнисен шучӗ 400 пинрен пуҫласа 1,5 млн ҫын таран ҫитет. Вӗсенчен 3 % бомбӑланине пула вилнӗ, 97 % выҫӑпа пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Блокада вӑхӑтӗнче вилнисенчен чылайӑшне Пискарёврка мемориал масарӗнче пытарнӑ, унӑн лаптӑкӗ 26 гектарпа танлашать. 1960 ҫулта масар ҫинче Ӗмӗрлӗх вут-ҫулӑмне чӗртнӗ[6][7][8].
Блокадӑна татма хутшӑннӑ 350 пин ытла салтакпа офицера орденсемпе тата медальсемпе наградӑланӑ. 226 ҫынна Совет Союзӗн Паттӑрӗ ят парса чысланӑ. 1,5 млн яхӑн ҫынна 1942 ҫулта йӗркеленӗ «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медальпе чысланӑ[9][10].
Астӑвӑм
1944 ҫулхи акан 30-мӗшӗнче унччен Алӗҫ музейӗ вырнаҫнӑ ҫуртра «Ленинграда паттӑрла хӳтӗлени» курав уҫӑлнӑ, 1945 ҫулта вӑл музей пулса тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл «Ленинград хӳтӗлевӗпе блокадин мемориаллӑ патшалӑх музейӗ» ятлӑ[11].
1945 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче «Ленинградра вӑй хуракансен Тӑван ҫӗршыв умӗнчи пысӑк пархатарлӑ ӗҫӗсемшӗн, хӑюлӑхпа паттӑрлӑхӗшӑн, дисциплинӑпа ҫирӗплӗхӗшӗн, тӑшман блокади вӑхӑтӗнчи йывӑр лару-тӑрура нимӗҫ захватчикӗсемпе кӗрешсе палӑрнӑшӑн» Ленинграда Ленин орденӗпе чысланӑ[12]. 1957 ҫулта вӑл 250 ҫул тултарнӑ ҫулхине хулана Ленин орденӗпе тепӗр хут чысланӑ[13]. 1965 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗнче пӗрремӗшсен шутӗнче «Хула-герой» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ[1][14].
Санкт-Петербургра блокадӑна халалланӑ палӑксем вырнаҫтарнӑ. Вӗсем хушшинче:
- Ленинграда паттӑррӑн хӳтӗлекенсене халалланӑ монумент;
- «Ленинград хула-паттӑра» обелиск;
- Пурнӑҫ ҫулне пӗлтерекен «Татӑлнӑ ункӑ» мемориал[1].
1989 ҫулта Ленсовет ӗҫтӑвкомӗн йышӑнӑвӗпе «Блокадӑри Ленинград ҫыннине» паллӑ хатӗрленӗ[15].
1995 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, «Раҫҫейӗн ҫар мухтавӗн кунӗсем (ҫӗнтерӳ кунӗсем) ҫинчен» саккунпа килӗшӳллӗн, кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Ленинград блокадине татнине халалласа ҫар мухтавӗн кунӗ йӗркеленӗ[16]. 2014 ҫулта федераци саккунне тӳрлетӳсем кӗртнӗ — совет ҫарӗн паттӑрлӑхне кӑна мар, хула ҫыннисен паттӑрлӑхне те палӑртас тесе ятне улӑштарнӑ[17][18]. 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа уява Ленинграда фашистсен блокадинчен туллин хӑтарнӑ кун теме пуҫланӑ[19].
Санкт-Петербургра кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче кашни ҫул асӑну мероприятийӗсем иртеҫҫӗ: куравсем, концертсем, ятарлӑ акцисем. Вӗсенче блокадӑллӑ хула пурнӑҫӗ тата ӑна ирӗке кӑларнин тапхӑрсем ҫинчен тӗплӗн каласа параҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 День снятия блокады Ленинграда: дата, история полного освобождения города (23 января 2023). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Бадмаев Андрей Дмитриевич. Великая Отечественная война в зеркале человеческих судеб // Вестник Бурятского государственного университета. Гуманитарные исследования Внутренней Азии. — 2023. — № 2. — DOI:10.18101/2305-753X-2023-2-50-56.
- ^ Во время Великой Отечественной войны освобождён Новгород. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Как родился первый победный салют Великой Отечественной войны (10 мая 2020). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Магаева С. В., Симоненко В. Б. Статистика жертв ленинградской блокады // Санкт-Петербургский университет. — 2009. — 6 ҫӑвӑн (№ 8 (3794)).
- ^ Годовщина снятия блокады Ленинграда (2013-01-27). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
- ^ 27 января - День снятия блокады Ленинграда. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ.
- ^ 27 января 1944 года была полностью снята блокада Ленинграда. Новости(паллӑ мар). Первый канал. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ.
- ^ 27 января — День полного освобождения Ленинграда от фашистской блокады (выр.). Военное обозрение. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ.
- ^ История медали - Медаль «За оборону Ленинграда» (выр.). medal.spbarchives.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
- ^ История музея(паллӑ мар). blokadamus.ru. Государственный мемориальный музей обороны и блокады Ленинграда. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР о награждении города Ленинграда орденом Ленина. 26 января 1945 г. Электронная библиотека исторических документов. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР от 21 июня 1957 г. о награждении орденом Ленина города Ленинграда, орденами и медалями СССР учреждений, организаций и трудящихся города, присвоении почетных званий передовым рабочим, строителям, работникам науки и культуры в связи с 250-летием Ленинграда(паллӑ мар). Архивы Санкт-Петербурга. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
- ^ 50 лет назад Ленинграду было присвоено почётное звание «Город-Герой» - Официальный сайт Администрации Санкт‑Петербурга (выр.). www.gov.spb.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Об учреждении знака "Жителю блокадного Ленинграда" от 23 января 1989. Электронный фонд правовых и нормативно-технических документов. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Федеральный закон "О днях воинской славы (победных днях) России". pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ.
- ^ История Дня полного освобождения Ленинграда от фашистской блокады. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Федеральный закон "О днях воинской славы (победных днях) России". pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ.
- ^ О внесении изменения в статью 1 Федерального закона "О днях воинской славы и памятных датах России". pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗ.