Руҫе тӗне кӗртнин кунӗ

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Руҫа тӗне кӗртнин кунӗ (выр. День Крещения Руси) — 988 ҫулта Руҫе тӗне кӗртнине асра тытса 2010 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче саккунпа ҫирӗплетнӗ Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх астӑвӑм кунӗ[1].

Ӑна ҫулсерен утӑн 28-мӗшӗнче (юлиан календарӗпе утӑн 15-мӗшӗнче), Руҫе тӗне кӗртнӗ апостолсемпе тан святой Владимир аслӑ кнеҫӗн астӑвӑм кунӗ пек паллӑ тӑваҫҫӗ. Раҫҫейри ытти астӑвӑм кунӗсем пекех, Руҫе тӗне кӗртнӗ кун канмалли кун шутланмасть.

Руҫе тӗне кӗртнӗ куна Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсенче «Раҫҫей халӑхӗсен общество, ӑс-хакӑл тата культура аталанӑвне, ҫавӑн пекех Раҫҫей патшалӑхлӑхне ҫирӗплетессине пысӑк витӗм кӳнӗ пӗлтерӗшлӗ историри пулӑмӑн астӑвӑм кунӗ пек» ҫирӗплетнӗ[1].

Астӑвӑм кунне палӑртнин историйӗ

2008 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗнче, Руҫе тӗне кӗртнӗренпе 1020 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ ҫулхине, Вырӑс православи чиркӗвӗн Архиерей соборӗ ятӗнчен Мускав тата пӗтӗм Руҫ Сӑваплӑ патриархӗ II Алексий Раҫҫей Федерацийӗн президентне Д. А. Медведева ҫакӑн пек сӗнӳпе ҫыру янӑ:

«… Руҫе тӗне кӗртни Раҫҫей, Украина тата Беларуҫ халӑхӗсемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине, вӑл вӗсен историри ҫул-йӗрне палӑртнине шута илсе, Собор Руҫе тӗне кӗртнӗ апостолсемпе тан святой Владимир кнеҫӗн астӑвӑм кунне Раҫҫейре патшалӑх уявӗ пек паллӑ тума пулать тесе шутлать…»[2]

2009 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ Дмитрий Медведев тата 2009 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин председателӗ Владимир Путин астӑвӑм кунне — Руҫе тӗне кӗртнин кунне — палӑртас тесе саккун проектне хатӗрлеме хушусем кӑларнӑ.

2010 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗнче РФ президенчӗ тата РФ Правительствин председателӗ(выр.)чăв. хушнипе Раҫҫейӗн Культура министерстви «„Раҫҫейӗн ҫар мухтавӗпе астӑвӑм кунӗсем ҫинчен“ 1995 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗнче йышӑннӑ 32-ФЗ №-лӗ Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ саккунӗн 1.1 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен» Федераллӑ саккун проектне хатӗрлесе Раҫҫей Правительствин президиумне пӑхса тухма пани ҫинчен пӗлтернӗ.

2010 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗнче «Раҫҫейӗн ҫар мухтавӗпе астӑвӑм кунӗсем ҫинчен» ӗҫлекен Федераллӑ саккуна ятарлӑ хушӑм кӗртмелли саккун проектне Раҫҫейӗн Патшалӑх думи юлашки, виҫҫӗмӗш вулавра йышӑннӑ, ҫав ҫулхи ҫӑвӑн 26-мӗшӗнче ӑна Федераци Канашӗ ырланӑ.

2010 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ Дмитрий Анатольевич Медведев «„Раҫҫейӗн ҫар мухтавӗпе астӑвӑм кунӗсем ҫинчен“ 1995 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗнче йышӑннӑ 32-ФЗ №-лӗ Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ саккунӗн 1.1 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен» 105-ФЗ №-лӗ Федераллӑ саккуна алӑ пусса ҫирӗплетнӗ, ҫав саккунпа килӗшӳллӗн Раҫҫейре ҫӗнӗ астӑвӑм кунне — утӑн 28-мӗшне — «Руҫе тӗне кӗртнин кунӗ» тесе палӑртнӑ[1].

Общество реакцийӗ

2010 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗнче Раҫҫейри тӗрлӗ тӗн ҫыннисем «Раҫҫейри мусульмансем тата буддистсем Руҫе тӗне кӗртнӗ куна патшалӑх статусӗ парас текен Патшалӑх думин йышӑнӑвне пулӑшаҫҫӗ» тесе пӗлтернӗ[3].

Ҫак ыйтупа Раҫҫей муфтийӗсен канашӗн (РМК) пуҫлӑхӗн ҫумӗ Дамир Гизатуллин ҫапла каланӑ:

«Ман шутпа, пирӗн христиан тӑвансемшӗн ку савӑнӑҫлӑ пулӑм. Эпир ҫак пуҫарусене ырлатпӑр.»[3]

Раҫҫейӗн Буддистсен йӑла-йӗркеллӗ сангхин Мускаври пӗр улшӑнми элчи Санжей-лама ҫавӑн пекех ҫапла пӗлтернӗ:

«Ман шутпа, ҫакӑн пек дата пулмаллах»[3]

Темӑпа ҫыхӑннисем