Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ

Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗРаҫҫейри патшалӑх уявӗ, ӑна чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Раҫҫей ҫар мухтавӗн кунӗ, унсӑр пуҫне, 2005 ҫултан пуҫласа, кану кунӗ шутланать[1].

Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ

undefined

Уяв кунӗ

Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пыракан халӑх ополченийӗ Китай-хуларан Посполитӑй Речь ҫарӗсене ҫапса кӑларнӑ та вӗсене Кремле чакма хистенӗ. Пожарский кнеҫ Китай-хулана Турӑ Амӑшӗн Хусан турӑшӗпе кӗнӗ.

undefined

Юпан 24-мӗшӗнче (чӳкӗн 3-мӗшӗнче) поляксем Неглинная урамне тухакан Кремль хапхине уҫнӑ; чи малтан, хупӑрланса ларнӑ вырӑс ҫыннисене, боярсене, дворянсене, купсасене кӑларнӑ. Пожарскийпе Минин вырӑссене хӑйсен земски станне ӑсатнӑ. Юпан 25-мӗшӗнче (чӳкӗн 4-мӗшӗнче) Кремльти мӗнпур хапхана пурне те яри уҫса хунӑ. Вырӑс ҫарӗсем Кремле кӗнӗ, ун умӗн малтан хӗреспе утса тухнӑ пулнӑ, ушкӑн пуҫенче Дионисий архимандрит пынӑ, Кремльтен ӑна хирӗҫ Элассонри архиепископ, Арсений грек тухнӑ унӑн аллинче Владимирти Турамӑш пулнӑ. Поляксем хӗҫӗсене пӑрахса тухнӑ. Вӗсене вырӑс станне хӑваласа кайнӑ.

1649 ҫулта Алексей Михайлович патша хӑйӗн малтанхи ывӑлӗ Дмитрий Алексеевич ҫуралсан Турӑ Амӑшӗн Хусан турӑшӗн кунне ҫулла кӑна мар, юпан 22-мӗшӗнче (юлиан календарӗпе) те паллӑ тума хушнӑ. «Турӑ Амӑшӗн Хусан турӑшне уявлани (Мускавпа Раҫҫее 1612 ҫулта поляксенчен хӑтарнӑ ятпаправослави тата халӑх календарӗсенче халӗ те упранать (совет влаҫӗ тапхӑрӗнче Мускава ирӗке кӑларнӑ куна паллӑ тӑвас йӑла татӑлнӑ).

Хронологи тӗлӗшӗнчен тавлашусем

2004 ҫул вӗҫӗнче 1995 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 32-ФЗ №-лӗ «Раҫҫейри ҫар мухтавӗн тата астӑвӑм кунӗсем ҫинчен» федераллӑ саккуна улшӑнусем кӗртсе чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫар мухтавӗн кунне — Халӑх пӗрлӗхӗн кунне — палӑртнӑ. Ку куна Чулхула старости Кузьма Минин тата Дмитрий Пожарский кнеҫ ертсе пынипе халӑх ополченийӗн воинӗсем Китай-хулана штурмласа илнӗ саманта халалланӑ[2][3]. Саккун проектӗнче ӑнлантарса панинче ҫапла палӑртнӑ[4]:

«1612 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗнче Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пыракан халӑх ополченийӗн воинӗсем Китай-хулана штурмласа илнӗ, Мускава поляксен интервенчӗсенчен хӑтарса пӗтӗм халӑх мӗнле тӗне ӗненнине, ӑҫтан тухнине тата обществӑри лару-тӑрӑва пӑхмасӑр хӑйӗн паттӑрлӑхӗпе пӗрлӗхне кӑтартса панӑ».

Китай-хулана юлиан календарӗпе 1612 ҫулхи юпан 22-мӗшӗнче тытса илнӗ, ку вара григориан календарӗпе вӑл вӑхӑтри 1612 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗпе пӗр килет.

Хӑш-пӗр историксем Кремле ирӗке кӑларни юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче (чӳк, 5), Польша гарнизонӗн командованийӗ Мускав боярӗсене (Раҫҫейӗн саккунлӑ Правительстви) тата ытти ятлӑ-сумлӑ ҫынсене Кремльтен кӑларса ярса капитуляци алӑ пуснӑ чухне, пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ, вӗсен хушшинче пулас патша Михаил Фёдорович та пулнӑ. Тепӗр кунне, юпан 27-мӗшӗнче (чӳк, 6) — гарнизон парӑннӑ[5][6].

Уява йӗркеленин историйӗ

Уява йӗркелеме сӗннисенчен пӗри Владислав Сурков пулнӑ:

Мӗн вӑл Вырӑс Тӗнчи? Эпӗ ку шухӑша, эпир идеологи датисене улӑштарнӑ май, тахҫан патшалӑх политикин тытӑмне кӗртнӗ: социализмла революци уявӗн кунне пӑрахӑҫласа Халӑх пӗрлӗхӗн кунне кӗртрӗмӗр. Раҫҫейре, вӗт-ха, революцичченхи пулӑмсемпе ҫыхӑннӑ пӗр уяв та пулман. Ҫак кун, чӑннипе, вырӑс национализмӗн кунӗ пулса тӑчӗ. Ҫакӑн пек тӗллев пулнӑччӗ: Импери ҫинчен, пирӗн анлӑланас кӑмӑл пурри ҫинчен мӗнле те пулин пӗлтермеллеччӗ, анчах та ҫав вӑхӑтрах тӗнчери пӗрлӗхӗн хӑлхине те кӳрентермелле марччӗ

Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче уяв кунӗ тӑвас шухӑша Раҫҫейӗн тӗн канашӗ 2004 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче сӗннӗ. Ӑна Думӑри Ӗҫпе социаллӑ политика комитечӗ ырланӑ, ҫапла вара дума пуҫарӑвӗн пек пулса тӑнӑ.

2004 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче Мускав тата Пӗтӗм Руҫ Патриархӗ Алексий чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче уяв йӗркелессин Дума пуҫарӑвне халӑх умӗнче ырланӑ. «Ҫак кун пире 1612 ҫулта Раҫҫейри тӗрлӗ тӗнпе наци ҫыннисем, пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни ҫине пӑхмасӑр хаяр тӑшмана ҫӗнтерсе ҫӗршывра граждансен ҫирӗп тӑнӑҫлӑхне йӗркеленӗ», — тенӗ вӑл.

Юпан 4-мӗшӗнче ҫак пуҫарӑва «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» фракци ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Валерий Богомолов халӑх умӗнче ырланӑ. РИА «Новости»-не панӑ интервьюра вӑл «1612 ҫулта Раҫҫей ҫӗршыва ярса илесшӗн пулнӑ поляксенчен хӑтӑлнӑ, «пӑтрануллӑ вӑхӑт» вӗҫленнӗ» тесе пӗлтернӗ.

2004 ҫулхи юпан 28-мӗшӗнче Сарӑту хулинчи Театр тӳремӗнче Сарӑту облаҫӗн Общество палатипе Ҫамрӑксен парламенчӗ пуҫарӑвӗпе ҫамрӑксенчен тата общество организацийӗсенчи ҫынсенчен тӑракан 8 пинлӗ митингӗ иртнӗ, унта Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ В. В. Путин ирттерекен улшӑнусен курсне ырланӑ. Тухса калаҫакансен хушшинче чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Наци пӗрлӗхӗн кунне уявлама сӗннӗ пуҫарӑва ырлани пирки каланӑ, ҫакна митинга хутшӑнакансем хатӗрленӗ Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ В. В. Путин патне чӗнсе каланине кӗртнӗ.

2004 ҫулхи чӳкӗн 23-мӗшӗнче Думӑна РФ Ӗҫ кодексне тӳрлетӳсем кӗртме сӗнекен саккун проектне пӑхса тухма кӗртнӗ: чӳкӗн 7-мӗшӗнче палӑртакан Октябрьти социализмлӑ Аслӑ революцийӗ ҫулталӑк тултарнине, раштавӑн 12-мӗшӗнче палӑртакан Конституци кунне пӑрахӑҫлама, Ҫӗнӗ ҫулхи каникула 2 кунран 5 кун таран ӳстерме, ҫавӑн пекех чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче палӑртакан ҫӗнӗ уява кӗртме сӗннӗ. Саккун проекчӗн авторӗсем: Валерий Богомолов, Олег Еремеев («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей») тата Владимир Жириновский (ЛДПР).

Ҫав кунах Раҫҫейӗн Тӗн канашӗн президиум пайташӗсем Патшалӑх Думин председательне Борис Грызлова канаш заявленине, чӳкӗн 4-мӗшӗнче уяв кунӗ йӗркелеме сӗнекеннине, пӑхса тухма ыйтнӑ. Канаш ҫӗнӗ уяв кӗртме сӗнекен пуҫарӑва ырланӑ. Патшалӑх Думинче уяв датисене ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ май РФ Ӗҫ кодексне кӗртме палӑртнӑ тӳрлетӳсене пӗрремӗш вулавра сӳтсе явнӑ чухне заявлени тексчӗпе те паллаштарнӑ.

«Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗ, Раҫҫее пайлакан кун, халӑхра тӑнӑҫлӑха ҫирӗплетекен, пӗр-пӗринпе килӗшӳ ҫуратакан кун пулса тӑмарӗ тесе шутлатпӑр», — тенӗ унта. Раҫҫейӗн Тӗн канашӗн пайташӗсем шутланӑ тӑрӑх, ун хыҫҫӑнхи пулӑмсем «пирӗн ентешсен миллион-миллион пурнӑҫне татнӑ, ҫав вӑхӑтрах 1612 ҫулта Мускава ютҫӗр захватчикӗсенчен хӑтарни халӑха пӗрлештернӗ, тӑван тӑвана вӗлерессине чарса хунӑ».

Патшалӑх Думин ларӑвӗнче саккун проектне пӗрремӗш вулавра йышӑннӑ, коммунистсем хирӗҫ тӑнӑ. 2004 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче проекта виҫҫӗмӗш вулавра йышӑннӑ та вӑл саккун пулса тӑнӑ. 327 депутат майлӑ сасӑланӑ, коммунистсем пурте хирӗҫ пулнӑ, иккӗшӗ тытӑнса тӑнӑ.

Тӗнче шайӗнчи статус

Фильмсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 2004 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнчи 201-ФЗ № «Раҫҫей Федерацийӗн Ӗҫ Кодексӗн 112-мӗш статьяна улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» федераллӑ саккун , Wayback Machine çинчи 2005 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗнчи копийӗ
  2. ^ Законопроект № 96613-4 «О внесении изменений в статью 1 Федерального закона “О днях воинской славы (победных днях) России”» Пояснительная записка (выр.). Патшалӑх Думи (12 юпан 2004). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
  3. ^ Федеральный закон от 13 марта 1995 г. № 32-ФЗ «О днях воинской славы и памятных датах России» (выр.). Kremlin.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ.
  4. ^ Законопроект № 96613-4 «О внесении изменений в статью 1 Федерального закона “О днях воинской славы (победных днях) России”» Пояснительная записка (выр.). Патшалӑх Думи (12 юпан 2004). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
  5. ^ Назаров В. Д. Что будут праздновать в России 4 ноября 2005 года? // Отечественные записки. — 2004. — № 5. (выр.).
  6. ^ Второе ополчение 1611–12 / Назаров В.Д. // Пысӑк Раҫҫей энциклопедийӗ : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов. — М. : Большая российская энциклопедия, 2004—2017.
  7. ^ № 761 — О внесении дополнения в Указ Президента Приднестровской Молдавской Республики от 13 июня 2001 года № 300 «Об установлении профессиональных праздников и памятных дней в Приднестровской Молдавской Республике». www.ulpmr.ru. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ.
  8. ^ День народного единства в Южной Осетии отметили патриотическим забегом.

Вуламалли

Темӑпа ҫыхӑннисем