Раҫҫейри ҫар мухтавӗн кунӗсем

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Полтава ҫапӑҫӑвӗ (1726)
Гангут ҫапӑҫӑвӗ. Маврикий Бакуа гравюри
Стратегиллӗ ракетоносец
Ӳкерчĕк:«Александр Невский» левая часть триптиха «За Землю Русскую».jpg
«Александр Невский» — «Вырӑс ҫӗрӗшӗн» триптихӑн сулахай пайӗ
Раҫҫейӗн паллӑ кунӗсемпе тата ытти уявсемпе Раҫҫей уявӗсем статьяра паллашӑр.

Раҫҫей ҫар мухтавӗн кунӗсем (Вырӑс хӗҫпӑшалӗн мухтав кунӗсем) — Раҫҫей историйӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ Раҫҫей (ҫав шутра вырӑс тата совет) ҫарӗсен ҫӗнтерӗвӗсене халалланӑ Раҫҫейри паллӑ кунӗсем.

Ҫар мухтавӗн кунӗсен малтанхи йышне 1995 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче «Ҫар мухтавӗн (ҫӗнтерӳ кунӗсен) Раҫҫей кунӗсем ҫинчен» федераллӑ саккунпа палӑртнӑ пулнӑ. 2004 ҫултан пуҫласа 2020 ҫулччен унта улшӑнусем кӗртнӗ, ҫав шутра саккун ячӗ те улшӑннӑ.

Раҫҫейӗн паллӑ кунӗсене 2005 ҫулта палӑртнӑ, унта халӑх асӗнче ӗмӗрлӗхе юлма тивӗҫлӗ патшалӑх тата общество пурнӑҫӗнчи ытти чи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсене кӗртнӗ[1].

Ҫак кунсемпе ҫар мухтавӗн кунӗсен йышне «Раҫҫейри Ҫар мухтавӗн тата паллӑ кунӗсем ҫинчен» федераллӑ саккунпа палӑртнӑ[1].

Саккунта ҫар мухтавӗн кунӗсенче ҫарсем чаплӑ мероприятисем ирттерессине палӑртнӑ, паллӑ кунсенче вара — халӑх йышлӑ хутшӑнакан мероприятисем йӗркелемелле. Хӳлӗлев министерствине нарӑсӑн 23-мӗшӗнче тата ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫулсерен уяв салючӗсем ирттерме хушнӑ. Ҫак мероприятисене ирттермешкӗн тӑкакламалли укҫа-тенкӗпе Федераци хыснинчен тивӗҫтереҫҫӗ.

Унсӑр пуҫне, ҫар ҫыннисен ӗҫне ӗмӗрлӗх асра хӑварас тӗлӗшпе саккунта ытти меслетсене те палӑртнӑ: музейсем йӗркелесси, палӑксем лартасси, куравсем ирттересси тата МИХсенче статьясем ҫырса кӑларасси, ял-хуласене, урамсемпе ҫар чаҫӗсене тата карапсене пӗр-пӗр хисеплӗ ят парасси, паттӑрлӑх кӑтартнӑ вырӑнсене упраса хӑварасси тата вӗсене хӑтлӑх кӗртесси.

Ҫар мухтавӗн кунӗсем

Раҫҫей Федерацинче ҫак Раҫҫей ҫар мухтавӗн кунӗсене палӑртнӑ (2020 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ тӗлне кӗртнӗ улшӑнусемпе):

  • Кӑрлач, 27Ленинграда фашистсен блокадинчен туллин ирӗке кӑларнӑ кун (1944 ҫул);
  • Сталинград ҫапӑҫӑвӗнче совет ҫарӗсем нимӗҫ фашисчӗсен ҫарӗсене аркатнӑ кун (1943 ҫул);
  • Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ;
  • Пӑр ҫинчи ҫапӑҫу, 1242 ҫул); чӑннипе — 1242 ҫулхи акан 5-мӗшӗ (юлиан календарӗнчи 1582 ҫулчченхи датӑсене григориан календарӗн дати ҫине куҫармаҫҫӗ, ҫак кун григориан календарӗнчи акан 5-мӗшӗпе пӗр килет);
  • Ҫу, 91941—1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче совет халӑхӗ Ҫӗнтернӗ кун (1945 ҫул);
  • Чешме ҫапӑҫӑвӗнче тӗрӗк флотне ҫӗнтернӗ кун (1770 ҫул);
  • Утӑ, 10 — Пӗрремӗш Петӗр патша ертсе пынӑ вырӑс ҫарӗ Полтава ҫапӑҫӑвӗнче шведсене ҫӗнтернӗ кун (1709 ҫул); чӑннипе 1709 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗ (утӑ, 8);
  • Ҫурла, 9 — Пӗрремӗш Петр ертсе пыракан вырӑс флочӗ Гангут сӑмсахӗ патӗнче шведсене пӗрремӗш хут ҫӗнтерни (1714 ҫул); чӑннипе вара 1714 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗ (ҫурла, 7);
  • Курск ҫапӑҫӑвӗнче ҫапса аркатнӑ кун (1943 ҫул);
  • Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи вӗҫленнӗ кун (1945 ҫул)[2];
  • Авӑн, 8М. И. Кутузов ертсе пынӑ вырӑс ҫарӗ Бородино патӗнче Франци ҫарӗпе ҫапӑҫнӑ кун (1812 ҫул); чӑннипе 1812 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗ (авӑн, 7);
  • Ф. Ф. Ушаков ертсе пынӑ вырӑс эскадри Тендра сӑмсахӗ патӗнче турккӑ эскадрине ҫӗнтернӗ кун; чӑннипе 1790 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗ (авӑн, 9);
  • Дмитрий Донской аслӑ кнеҫ ертсе пынӑ вырӑс полкӗсем Куликово ҫапӑҫӑвӗнче монголсемпе тутарсен ҫарӗсене ҫӗнтернӗ кун (1380 ҫул); чӑннипе 1380 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ (юлиан календарӗнчи 1582 ҫулчченхи датӑсене григориан календарӗн дати ҫине куҫармаҫҫӗ, ҫак кун григориан календарӗнчи авӑнӑн 8-мӗшӗпе пӗр килет);
  • Кавказшӑн ҫапӑҫса аркатнӑ кун (1943 ҫул)[3];
  • Чӳк, 4Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ (Чулхула старости Кузьма Минин тата Дмитрий Пожарский кнеҫ ертсе пынипе халӑх ополченинчи ҫынсемпе Китай-хулана штурмласа ярса илнӗ кун[4], чӑннипе 1612 ҫулхи юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗ (чӳк, 1));
  • Хӗрлӗ тӳремре вӑрҫӑ парадне ирттернӗ кун, ӑна Аслӑ Октябрь социализм революцийӗ иртнӗ хыҫҫӑн ҫирӗм тӑватӑ ҫул ҫитнӗ ятпа ирттернӗ (1941 ҫул);
  • П. С. Нахимов ертсе пынӑ вырӑс эскадри Синоп сӑмсахӗ патӗнче турккӑ эскадрине ҫӗнтернӗ кун (1853 ҫул); чӑннипе 1853 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 18 (30)-мӗшӗ;
  • Мускав патӗнчи ҫапӑҫура совет ҫарӗсем нимӗҫ фашисчӗсен ҫарне хирӗҫ контрнаступлени пуҫланӑ кун (1941 ҫул);
  • Измаил крепоҫне ярса илнӗ кун (1790 ҫул); чӑннипе 1790 ҫулхи раштав уйӑхӗн 11 (22)-мӗшӗ.

Паллӑ кунсем

  • Раҫҫей студенчӗсен кунӗ (Мускав университетне уҫни ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ ятпа[5], чӑннипе 1755 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 12 (23)-мӗшӗ);
  • Тӑван ҫӗршыв тулашӗнче служба тивӗҫне пурнӑҫланӑ Раҫҫей ҫыннисене асӑнмалли кун;
  • Космонавтика кунӗ;
  • Крыма, Тамание тата Кубание Раҫҫей импери йышне илнӗ кун (1783 ҫул);
  • Радиаци аварисемпе катастрофӑсен сиенне сирме хутшӑннӑ ҫынсене тата ҫак аварисемпе катастрофӑсене пула шар курнисене асӑнмалли кун;
  • Раҫҫей парламентаризмӗн кунӗ (Патшалӑх думи ӗҫлеме пуҫланӑ куна халалласаШаблон:OldStyleDate2);
  • Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ кун (1941 ҫул);
  • Партизансемпе подпольщиксен кунӗ;
  • Руҫе тӗне кӗртнӗ кун (Раҫҫее шыва кӗртекен Сӑваплӑ Апостолсемпе тан Аслӑ князь Владимира асра тытмалли кун[7], чӑннипе вара Владимир кнеҫ 1015 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗнче вилнӗ; юлиан календарӗнчи 1582 ҫулчченхи датӑсене григориан календарӗн дати ҫине куҫармаҫҫӗ, ҫак кун григориан календарӗнчи утӑн 15-мӗшӗпе пӗр килет)
  • Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче пуҫ хунӑ Раҫҫей салтакӗсене асӑнмалли кун;
  • Терроризмпа кӗрешес ӗҫри пӗршухӑшлӑх кунӗ;
  • Донецк Халӑх Республики, Запорожье облаҫӗ тата Херсон облаҫӗ Раҫҫей Федерацийӗпе пӗрлешнӗ кун;
  • 1917 ҫулхи Октябрьти революци кунӗ;
  • Паллӑ мар Салтак кунӗ;
  • Тӑван ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунӗ (Таса Георгий орденне йӗркеленӗ ятпа[8], чӑннипе 1769 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗ (раштав, 7));
  • Раҫҫей Федерацийӗн Конституци кунӗ.

Уйрӑмлӑхсем

1918 ҫулта Раҫҫейре григориан календарьне кӗртиччен пулса иртнӗ ҫар мухтавӗн кунӗсемпе паллӑ пулӑмсемпе ҫыхӑннӑ датӑсене «Раҫҫейӗн Ҫар мухтавӗпе астӑвӑм датисен кунӗсем» саккунпа килӗшӳллӗн ҫапла палӑртнӑ: кивӗ стильпе палӑртнӑ ҫапӑҫу пулса иртнӗ кунпа унӑн астӑвӑм кунӗ хушшинче яланах 13 кун тӑсӑлакан уйрӑмлӑх пур, ҫакӑ вара XX–XXI ӗмӗрсенчи датӑсенчи кивӗ тата ҫӗнӗ стиль хушшинчи расналӑхпа пӗр килет. Григориан календарӗ вара, ӑна хатӗрленӗ вӑхӑта илес пулсан, юлиан календарӗнчен мӗнпурӗ 10 кунлӑха кӑна уйрӑлса тӑнӑ, каярах ҫак вӑхӑт майӗпен 11 тата 12 кунччен тӑсӑлса пынӑ, вӗҫӗнче вара 13 куна таран ҫитнӗ. Ҫак сӑлтава пула саккунта палӑртнӑ ҫар мухтавӗн кунӗсем истори ӑслӑлӑхӗнче йышӑннӑ пулӑмсен чӑн-чӑн датисенчен (григориан календарӗпе) самай расна килеҫҫӗ. Истори ӑслӑлӑхӗнче 1582 ҫулхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн пулса иртнӗ тӗрлӗ тапхӑрти юлианпа григориан календарӗсен хушшинчи чӑн-чӑн уйрӑмлӑха шута илеҫҫӗ. Ку йӗркене пӑхӑнман кунсем: 2012 ҫулта кӗртнӗ Чешме ҫапӑҫӑвне халалланӑ ҫар мухтавӗн кунӗ — кунта уйрӑмлӑх 11 кунпа шутланать, ҫакӑ XVIII ӗмӗрте кивӗ тата ҫӗнӗ стиль хушшинчи уйрӑмлӑхпа килӗшсе тӑрать; 2018 ҫулта кӗртнӗ Крыма, Тамане тата Кубане Раҫҫей империне йышӑннӑ кун — кунта та уйрӑмлӑх 11 кун; 1906 ҫулта Патшалӑх думине туса хунине халалласа 2012 ҫулта кӗртнӗ Раҫҫей парламентаризмӗн кунӗ (саккунра григориан календарӗпе акан 27-мӗшне палӑртнӑ, анчах та Патшалӑх Думи ӗҫлеме пуҫланӑ вӑхӑт — юлиан календарӗнчи акан 27-мӗшӗ).

Пӑр ҫапӑҫӑвӗпе Куликово ҫапӑҫӑвӗн датисемпе лару-тӑру хӑш-пӗр енчен юлианӑпа григориан календарӗнче палӑртасси раснарах. 1242 тата 1380 ҫулсенче «кивӗ» тата «ҫӗнӗ стиль» (ун чухне григориан календарӗпе усӑ курма пуҫламанран) ӑнлавсем пулман, истори ӑслӑхӗнче ҫак кунсене григориан календарӗн кунӗсене куҫарас йӑла ҫук. Саккунра ҫакӑн пирки шухӑшласах кайман, ун пирки уйрӑм палӑрту ҫук (кунта та пулӑм кунӗ валли юлиан календарӗпе усӑ курас йӑла пулнипе ҫыхӑннӑ).

Саккунра кӑтартнӑ кунсене РПЦ шухӑшне шута илсе палӑртнӑ, вӗсем вара юлиан календарӗпе усӑ кураҫҫӗ, унсӑр пуҫне тата ҫулталӑк иртнине чиркӳ уявӗсен кунӗсенче уявлас йӑлапа пӗрле ирттерес кӑмӑл та пулнӑ[9][10]. Ҫавӑнпа та юлиан календарӗпе пулса иртнӗ пулӑмсен кунӗсене упраса хӑварнӑ, анчах григориан календарӗпе 13 кунлӑ уйрӑмлӑх пуррипе вӗсен ҫумне тепӗр 13 кун хушнӑ[11][12][13][14][15].

Ҫавна пула патшалӑх саккунӗ вӑрҫӑ пулӑмӗсене асӑнмалли пӗр пайне уявлассине юлиан календарӗпе (вӗсен кунӗсене XX–XXI ӗмӗрти григориан календарӗпе пӗр килекен кунсене куҫарнипе) палӑртать[16].

Руҫе тӗне кӗртнин чӑн кунӗ паллӑ мар. Руҫе тӗне кӗртнӗ куна сӑваплӑ тан апостоллӑ аслӑ Владимир кнеҫе асӑннӑ кун паллӑ тӑваҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Раҫҫейӗн виҫӗ ҫапӑҫу уйӗ:

  • Куликово уйӗ
  • Бородино уйӗ
  • Прохоров уйӗ

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1 тата 2 Федеральный закон от 13 марта 1995 г. № 32-ФЗ «О днях воинской славы и памятных датах России» (выр.). Kremlin.ru.
  2. ^ Федеральный закон от 24.04.2020 № 126-ФЗ "О внесении изменений в статьи 1 и 1-1 Федерального закона «О днях воинской славы и памятных датах России» (выр.).
  3. ^ Федеральный закон от 31.07.2020 № 284-ФЗ ∙ Официальное опубликование правовых актов ∙ Официальный интернет-портал правовой информации (выр.). Тĕрĕсленĕ 29 Авӑн уйӑхӗн 2020.
  4. Государственная дума (2004-10-12). Тĕрĕсленĕ 8 Пуш уйӑхӗн 2021.
  5. Государственная дума (2005-02-28). Тĕрĕсленĕ 8 Пуш уйӑхӗн 2021.
  6. Патшалӑх Думи (2012-05-10). Тĕрĕсленĕ 8 Пуш уйӑхӗн 2021.
  7. Государственная дума (2010-03-19). Тĕрĕсленĕ 16 Пуш уйӑхӗн 2021.
  8. Государственная дума (2006-12-08). Тĕрĕсленĕ 8 Пуш уйӑхӗн 2021.
  9. ^ Ю. Сухарев «Рвут связующую нить» (выр.). Синоидальный отдел Московского Патриархата по взаимодействию с Вооружёнными силами и правоохранительными органами. çăлкуçран архивланă 9 Кӑрлач уйӑхӗн 2004. Тĕрĕсленĕ 10 Кӑрлач уйӑхӗн 2004.
  10. ^ А. Е. Петров «Актуальная хронология» (выр.) (2011-03-15). Тĕрĕсленĕ 4 Пуш уйӑхӗн 2021.
  11. Патшалӑх Думи (2001-11-20). Тĕрĕсленĕ 4 Пуш уйӑхӗн 2021.
  12. Независимое военное обозрение (2003-10-10). Тĕрĕсленĕ 4 Пуш уйӑхӗн 2021.
  13. ^ Максим Кустов «В дни воинской славы России вкралась ошибка» (выр.). Сегодня.Ру (2008-12-24). Тĕрĕсленĕ 4 Пуш уйӑхӗн 2021.
  14. ^ Морозов О. В. Монтаж и демонтаж секулярного мира / под ред. Малашенко А., Филатов С.. — РОССПЭН, 2014. — С. 264—265. — 406 с. — (Религия в Евразии). — 2000 экз. — ISBN 978-5-8243-1901-9.
  15. Отечественные записки. — 2004. — Вып. 5 (19).
  16. ^ Пчелов Е. В. Отечественная война 1812 года: Источники. Памятники. Проблемы. Материалы IX Всероссийской научной конференции. Бородино. 4—6 сентября 2000 г.. — Калита, 2001. — С. 222–230.

Вуламалли

  • Амелькин А. О. Дни воинской славы России. — Центр духовного возрождения Чернозёмного края, 2005. — 112, [32] с. — 2000 экз. — ISBN 5-900-270-63-7.
  • Амелькин А. О. Дни воинской славы России / Рец.: д-р ист. наук М. Д. Карпачёв. — 2-е изд., изменённое и доп. — Центр духовного возрождения Чернозёмного края, 2014. — 176 с. — 1000 экз. — ISBN 978-5-91338-101-9.